Чувашская республика
Официальный портал органов власти
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Уважаемый пользователь.

Данный сайт обновлен и вы находитесь на устаревшей версии. Чтобы просмотреть актуальную информацию, перейдите на новую версию сайта http://www.cap.ru/. Данная версия будет закрыта в ближайшее время. 

Спасибо за понимание.

2012.05.04 Савнă хуламăр Канаш илемленет (Çамрăксен хаçачĕ)

Хальхинче, хисеплĕ вулакансем, эпĕ сире Канаш хулипе паллаштарасшăн. Иккĕленместĕп: нумайăшĕ хитре çак хулара пулса курнă. Канаш çывăхĕнчен иртсе кайнă чухне илемлĕх куçа илĕртет, тыткăнлать. Иртен-çÿрен унăн историйĕпе кăсăкланнă-ши? Ахăртнех, Канашра пурăнакансем те /паллах, пурте мар/ вăл мĕнле пулса кайнине тĕпĕ-йĕрĕпе пĕлмеççĕ.

 

Шăхран вырăнĕнче...

Канаш индустри енĕпе тата халăх йышĕпе республикăри хуласен хушшинче виççĕмĕш вырăн йышăнать. Вăл - район центрĕ. Çамрăк хула республика варринче, юхан шывсенчен инçе вырнаçнă. Канаш урлă авто тата чукун çулсем выртаççĕ. Хула урлă Мускавпа Урала çыхăнтаракан магистраль иртет. Хула территорийĕ - 1876 гектар. Унăн хăйĕн гербĕ пур. Аялта - варринче - шеçтĕрне ÿкернĕ. Вăл хулан машиностроени промышленноçĕ аталаннине пĕлтерет. Хĕрлĕ тĕс Канаш çĕр-шыв индустриализацийĕ вăхăтĕнче çĕкленме, промышленноçăн пысăк предприятийĕсем аталанма тытăннипе çыхăннă. Çÿлти пайĕнче - чăваш орнаменчĕ. Вăл хула Чăваш Республикине кĕнине пĕлтерет.

Канаш епле пулса кайнă-ха? Вăл Шăхран вырăнĕнче çĕкленни паллă. Каярахпа ăна Канаш теме тытăннă. «Канаш» сăмах чăвашларан вырăсла «совет» куçать. «Шăхран» сăмах тĕрĕк чĕлхинчен пулса кайнă, «юхан шыв хĕрринчи пĕччен сăрт» тенине пĕлтерет. 1890 çулхи çĕртме уйăхĕнче Çĕрпÿ уесне Хусан кĕпернинче чукун çул тумалли лини шыраса экспедици çитнĕ. Пулас çула суту-илÿ тата промышленноç хулисем - Саранскпа Улатăр - урлă яма тĕллевленнĕ. 1891 çулта Раççей императорĕн III Александрăн хушăвĕ тухнă. Унпа килĕшÿллĕн - Мускавпа Хусан чукун çулĕн акционер обществин Рязаньтен пуçласа Хусана çити çул хума тытăнмалла пулнă. Вăрмансене касма, платник ĕçĕсене пурнăçлама, шпалсемпе рельссене хатĕрлеме... чылай тар тăкма тивнĕ. Вырăнти халăха та явăçтарнă. Çĕрпÿ уесĕн территорийĕнче станци тума йышăннă. Унăн вырăнне суйланă чухне çывăхра пысăк саласем пуррипе çуккине шута илнĕ. Станцие Шăхран çывăхĕнче çĕклеме шухăшланă. Инçех мар Шăхасан. Унта кашни эрнере пасар пухăннă, çулталăкра пĕрре ярмăркка ирттернĕ. Вăл вăхăтра унти суту-илÿ çаврăнăшĕ пысăк пулнă. 1892 çулта Шăхран ялĕ çывăхĕнче вокзал /пĕр хутлă йывăç пÿрт/ çĕкленнĕ. Çав çулах станцире «Пиччĕшĕпе шăллĕ Таланцевсем» суту-илÿ çурчĕн харпăрлăхне кĕрекен эрех лавкки уçăлнă. Станци тумашкăн 500 тăваткал метр çĕр уйăрнă. 1893 çулта «Сосово - Сĕве» чукун çул ĕçлеме пуçланă, 1894-мĕшĕнче - «Сĕве - Хусан». 1893 çулта «Сосово - Сĕве» линийĕнче вырнаçнă Шăхран станцийĕ те ĕçлеме тытăннă. Станцин пăравус деповĕ пĕчĕк юсавсем ирттермелли тата хĕллехи шартламара вăхăтлăх чарăнмалли вырăн пулнă. Çул строительстви вĕçленни лайăх витĕм кÿнĕ. Вăл районсем урлă выртнă май вĕсен экономики аталаннă. Станци вăрман тата ял хуçалăх таварĕсен рынокне тухма май панă. Вырăнти тата ют çĕр-шыв купсисен склачĕсем, вутлă арман тата çил арманĕ çĕкленнĕ. 1905 çулта Шăхранра чиркÿ купаланă. Çавăнтанпа ăна сала теме тытăннă. 1911 çул тĕлне кунта суту-илÿпе аппаланакан 40 ытла фирма шутланнă. Шăхран тавар çăврăнăшĕпе Çĕрпÿ уес центрĕнчен те ирттернĕ. Ал ĕç тата пĕчĕк промышленноç производствисем аталаннă.

 

Станцин - хула статусĕ

1912 çулта Шăхранра училище уçăлнă. 1914-мĕшĕнче учительсен семинарийĕ ĕçлеме пуçланă. Фельдшер пункчĕ те пулнă. Вăл 1910 çулта йĕркеленнĕ. Революци вăхăтĕнче Шăхранра рабочи депутачĕсен Канашĕ ĕçе пуçăннă. Граждан вăрçи çулĕсенче вара Çар- революци комитечĕ ĕçленĕ. Ăна Çĕрпÿ уесĕ пăхăннă. Çав вăхăтрах Шăхран ушкăнĕн çарĕ йĕркеленнĕ, вăл Хусан енчен тапăнакан шурă гвардеецсенчен хÿтĕленĕ. Çав çулсенче Шăхран броня пуйăссен станцийĕ шутланнă. «Хусан - Арзамас» чукун çул линийĕ ĕçлеме тытăнсан 1919 çулта Шăхран узел станцийĕ пулса тăнă. 1920 çулта станцие тата поселока çĕнĕ ят панă: Канаш. Вăл вăхăталла шкул, клуб, лавккасем ĕçленĕ. Çавăн пекех иккĕмĕш станци çĕкленме тытăннă. 1925 çулта станци хула статусне илнĕ. Çав çул тĕлне унта 2323 çын пурăннă. Малтанах кунта Чăваш автономи облаçĕн центрне тума шухăшланă. Анчах хулан инфратытăмĕ япăх аталаннă, таврара шыв пулман. Хула территорине пысăклатмашкăн ирĕклĕ çĕр те курăнман. Çаксене шута илсе шухăша пăрахăçланă. 1926 çулта иккĕмĕш станцие туса пĕтернĕ.

 

Аталанса вăй илнĕ

Хулара майĕпен промысла производстви аталанма тытăннă. Пирвайхи артель «Пионер» /унта пушмаксем сапланă, юсанă/ 1924 çулта йĕркеленнĕ. Каярахпа - 1927-мĕшĕнче - вăрман промыслин «Юман» артелĕ çĕкленнĕ. 1935 çулта «Авангард» артель хута кайнă. 1929 çулта пĕрремĕш электростанци ĕçлеме пуçланă. Вăл чукун çул станцине, хулан пĕр пайне, çывăхри 13 яла электроэнергипе тивĕçтернĕ. Канаш вĕренÿ центрне çаврăннă. Кунта педагогика техникумĕ ĕçленĕ. 1937 çулта вăл педучилище пулса тăнă. Хулара больница уçăлнă /1927 ç./. 1934-мĕшĕнче вакун юсакан завод çĕкленме тытăннă. Ăна 1936 çулта хута янă. Çавна май аталанăвăн çĕнĕ тапхăрĕ пуçланнă. Производство корпусĕсемпе пĕрле икĕ хутлă çуртсемлĕ çĕнĕ кварталсем çĕкленнĕ. 1939 çулта «Канаш - Шупашкар» чукун çул ĕçлеме тытăннă. Тепĕр çулхине Канашра 17,3 пин çын пурăннă, 4 шкул, финанс техникумĕ, медицина училищи, куç сыватмăшĕ, больница ĕçленĕ, педагогика училищин çĕнĕ çурчĕ çĕкленнĕ.

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи çулĕсенче промышленноç предприятийĕсем фронт валли продукци кăларнă. Уйрăмах вакун юсакан завода палăртмалла. Вăл броня пуйăссем кăларнă, бронетранспортерсем, инженер çарĕсен техникине, вакунсене... юсанă. Вăрçă хыççăн - 1950-1970 çç. - хулара нумай отраслĕ промышленноç йĕркеленнĕ, 10 яхăн завод-фабрика хута кайнă. Индустри лидерĕ пур пĕр вакун юсакан завод пулнă. Вăл хулана самаях витĕм кÿнĕ. Унăн укçи-тенкипе çĕнĕ çуртсем çĕкленнĕ, культура керменĕ, спорт залĕ, бассейн, стадион, библиотекăсем, ача сачĕсем, заводра тăрăшакансен ачисене сиплемелли лагерь уçăлнă. 1962 çулта электропогрузчиксен завочĕн пĕрремĕш корпусĕсем çĕкленнĕ. Тепĕр икĕ çултан завод продукци кăларнă. 1961 çулта автозапчаç завочĕн моторпа ремонт цехĕн çумĕнче Канашри авторемонт заводне хăпартнă. Машиностроени завочĕсемсĕр пуçне хулара пушмак тата сĕтел-пукан фабрикисем, çăкăр завочĕ, аш-какай комбиначĕ... ĕçленĕ.

 

Пурнăçпа тан утать

Чукун çул хулана икĕ пая уйăрать: çурçĕр хĕвел анăçне тата кăнтăр хĕвел тухăçне. Çурçĕр хĕвел анăç пайне Шăхран ялĕн хăш-пĕр кварталĕ кĕнĕ. Микрорайон чукун çул хĕррипе хăпарнă. Кăнтăр хĕвел анăç пайĕ 1933, 1956 çулсенчи тĕп планпа килĕшÿллĕн çĕкленнĕ. Центр тÿрĕ йĕрпе вырнаçнă. Ленин тÿремĕнче - хула администрацийĕн çурчĕ, Мухтав монуменчĕ. Сÿнми çулăм патĕнче Çĕнтерÿ кунне çулсерен паллă тăваççĕ. Венчет çĕрри тăхăнакансем кунта Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçисене пуç тайма килеççĕ. Чи авалхисем шыв башни /1893/ тата учитель семинарийĕн çурчĕ /1915/ шутланаççĕ. Ленин проспектĕнче культура керменĕ пур. Унта хула тата республика шайĕнчи тĕрлĕ мероприяти иртет. Кермен çывăхĕнчи скверта Мухтав обелискĕ вырăн тупнă. Ăна вакун юсанă, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуç хунă 166 салтака халалланă. Канашсем Совет Союзĕн Геройĕсемпе - И.А.Кабалинпа тата П.Х.Бухтуловпа - мухтанаççĕ.

Канаш илемлĕ. Хула паркĕнче аллея. Юмансен хушшинче пĕчĕк крепоç вырнаçнă. Унта башньăсем, бойницăсем, авалхи тупăсем пур. Крепоç умĕнчи уçланкăра юмахри сăнарсене курма пулать. Паллах, вĕсем çынсене илĕртеççĕ. Уйрăмах ачасем кăмăллă. Тĕн çыннисен юратнă вырăнĕ - Асамлă Çветтуй Николай чиркĕвĕ. Ăна 1901 çулта И.И.Кудрявцев купса пулăшнипе çĕкленĕ. Хулара мечĕт те пур.

Юлашки çулсенче Канашра автоçулсене юсанă, урамсене тирпей-илем кĕртнĕ. Тăрăшса вăй хуни сая кайман. 2004 çулта «Раççейри чи хăтлă хула» конкурсра Канаш виççĕмĕш вырăн йышăннă. Хула влаçĕ тата унта пурăнакансем хула тирпей-илемĕшĕн тăрăшни куç кĕрет. Хальхи Канаш нумай функциллĕ хула евĕр аталанать. Социаллă экономика тупăшăвĕсенче 2000-мĕш çулсенче Канаш пĕрремĕш вырăнсене темиçе хут тивĕçнĕ. Хулара промышленноçăн 17 предприятийĕ пур. Чи вăйлă аталанни - машиностроени. Пĕлтерĕшлĕ предприяти - «Промтрактор-Вакун» АХО /малтан - вакун юсакан завод/. Канашри автоагрегат завочĕ те тивĕçлĕ вырăн йышăнать. Ытти предприятие те асăнмасăр хăвараймăн: «Стройтехника» завод, Электропогрузчиксен завочĕ, Канашри издательство çурчĕ... «Пилеш» çĕвĕ фабрики, çăкăр завочĕ, сыр тăвакан комбинат, сĕтел-пукан фабрики те хулашăн пĕлтерĕшлĕ. Юлашки çулсенче суту-илÿ аталанни палăрать. Хулара - икĕ пасар, суту-илĕвĕн 140 предприятийĕ. Канмалли тата пасар кунĕсенче хулана кÿршĕ районта пурăнакансем çитеççĕ. Пĕчĕк предпринимательлĕх хăвăрт аталанать: 2100 çын ытла.

Халĕ Канашра культурăпа канăвăн 14 учрежденийĕ: культура керменĕ, библиотекăсем /пĕтĕмпе 8/, тавра пĕлÿ музейĕ, ача-пăча музыка тата ÿнер шкулĕсем, культура паркĕ, «Туслăх» кану центрĕ. Тавра пĕлÿ музейĕ 1969 çулта уçăлнă. Халĕ унта 5 пин ытла экспонат: ĕлĕкхи çи-пуç, наци эрешĕсем, ÿнерçĕсен картинисем, сĕтел-пукан, Канаш хулин тата районĕн аталанăвне кăтартакан сăн ÿкерчĕксемпе документсем. Хулара хаçатсем тухса тăраççĕ: «Канаш ен», «Канаш», «Мой город», «Навигатор», «Позиция-экспресс»... 14 ача сачĕ, 11 шкул, политехника шкулĕ, интернат шкул, 4 училище, вăтам пĕлÿ паракан ятарлă 3 вĕренÿ заведенийĕ. Чи асли - педагогика колледжĕ. Вăл 2005 çулта хăйĕн 90 çулхи юбилейне паллă тунă. Тулашри инвесторсен укçи-тенкипе 22-мĕш училищĕне реконструкциленĕ, профильне улăштарнă. Юлашки вунă çулта Канашра Шупашкарти, Хусанти, Мускаври аслă шкулсен филиалĕсем уçăлнă. Çынсем сиплевпе профилактикăн 9 учрежденине çÿреççĕ. Пĕтĕм Раççейри 2010 çулхи çырав пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх Канашра 45607 çын пурăнать.

 

Ирина Алексеева.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика