Чувашская республика
Официальный портал органов власти
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Уважаемый пользователь.

Данный сайт обновлен и вы находитесь на устаревшей версии. Чтобы просмотреть актуальную информацию, перейдите на новую версию сайта http://www.cap.ru/. Данная версия будет закрыта в ближайшее время. 

Спасибо за понимание.

2012.05.04 Салтак шинелĕ тăхăннă хĕрсем (Хыпар)

70 çул каялла - 1942 çулхи ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче - Чăваш Енри 500 хĕре сывлăш сăнавĕн, пĕлтерÿ тата çыхăну çарĕсен /ССПÇÇ/ 101-мĕш батальонне илсе кайнă. Ку батальон Хусанта 1941 çулхи чÿк уйăхĕн 21-мĕшĕнчен пуçласа раштавăн 5-мĕшĕччен йĕркеленнĕ. Унăн йышĕнче строя юрăхлă арçынсем пулнă. Оборона патшалăх комитечĕн йышăнăвĕсемпе килĕшÿллĕн 1942 çулта çĕр-шывăн сывлăшран тапăнасран хÿтĕлекен çарĕсене /СТХÇ/ хĕрсене чĕнтерме пуçланă. Çакă строя юрăхлă 300000 арçынна, СТХÇ йышĕнче пулнăскерсене, фронта ăсатма май панă. Шăпах ку сăлтава пула 500 чăваш хĕрĕ ССПÇÇ 101-мĕш батальонне лекнĕ те ĕнтĕ.

ССПÇÇ ротисемпе сăнав посчĕсем Тутар, Чăваш, Мари республикисен, Ульяновск облаçĕн территорийĕсенче вырнаçнă: 1-мĕш рота - Канаш хулинче, 2-мĕш - Шупашкарта тата Дубьязра, 3-мĕшĕ - Улатăрта, 4-мĕшĕ - Лаптевăра. Батальонăн пĕрремĕш командирĕ В.Тарасенко майор пулнă. 1943 çулхи утă уйăхĕнчен пуçласа 1944 çулхи çу уйăхĕччен батальон Украинăри Сумапа Чернигов облаçĕсенче тăнă, пĕрремĕш Украина фрончĕн СТХÇ 4-мĕш корпусĕн йышне кĕнĕ. 1944 çулхи çĕртме уйăхĕнчен пуçласа 1945 çулхи утă уйăхĕччен 101-мĕш батальон Беларуçре вырнаçнă, пĕрремĕш Белорусси фрончĕн йышĕнче пулнă. Чăваш хĕрĕсен темĕн те чăтса-тÿссе ирттерме тивнĕ - çав вырăнсенче хаяр çапăçусем пынă-çке. Постсене Украинăра “власовецсем”, Беларуçре вара “бульбашсем” /белоруссене тăрăхласа çапла каланă/ час-часах тапăннă.

Манăн аннен, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Çĕнĕ Атикасси ялĕнче пурăннă Зинаида Георгиевна Григорьевская /Самсонова/ аса илĕвĕсенчен: “1944 çулхи çурла уйăхĕнче, Беларуçе хăтарсан, пире унта илсе кайрĕç. Çав тăрăхра хамăрăн мĕн курма-тÿсме тивнине çырса та пĕтереймĕн. Çынсем çитместчĕç, мĕншĕн тесен пĕрисене вĕлернĕ, теприсене амантнă. Хĕрсене урăх чаçсенчи постсен пуçлăхĕсем пулмашкăн та яратчĕç. Вышка çинче тăракан сăнавçăсене уйрăмах йывăрччĕ, вĕсен çав вырăнтан ниçта та кайма ирĕк çукчĕ: бомба пăрахаççĕ-и, юр е çумăр çăвать-и, шартлама сивĕ хуçаланать-и, çĕрле-и е кăнтăрла-и - пур пĕрех. Беларуçе çитсенех куç умне хăрушă ÿкерчĕк тухса тăчĕ: йĕри-тавра йăлтах аркатса пĕтернĕ, техника ваннă, вилнĕ çынсем çаплипех выртаççĕ. Эпир çыхăну линийĕсене çĕнĕрен тума пуçларăмăр: кабель катушкисене, пысăкскерсене, кустаратпăр, юпасем çине хăпаратпăр, урăхла каласан арçын ĕçне тăватпăр. Çапла эпир Бреста çитичченех çыхăну линийĕсем турăмăр.

Хĕвел анăç Беларуçре “бульбашсем” сăтăр нумай тăватчĕç. Кăнтăрла вĕсем сухалатчĕç, акатчĕç, каçсерен вара вăрă-хурах ушкăнĕсемпе явăçатчĕç. 1945 çулта пушшех тискерленчĕç. Пирĕн сăнавçăсене, вышка çинче тăраканскерсене, перетчĕç, пралуксене тататчĕç. Юпасен çывăхне минăсем хуратчĕç, çавна пула хĕрсем сирпĕнетчĕç. Çынсем çитменрен пирĕн пуçлăха Дуся Тимаковăна тата Саша Шарафеева сăнавçа Черняны постне ячĕç. Вĕсем вырнаçнă çĕр пÿрте çĕрле “бульбашсем” граната ывăтса сирпĕтсе янă. Юрать-ха, хĕрсем вăхăтра тухса пытанма ĕлкĕрнĕ. Пĕррехинче çапла çав хурахсем Мокряны тата Черняны посчĕсен хушшинчи 25 юпана касса кайнă - пирĕн çавсене йăлт çĕнĕрен тума тиврĕ. Эпир вĕçсе иртекен самолетсем пирки вăхăтра пĕлтересрен хăраса мĕн кăна тумастчĕç пулĕ! 1945 çулхи çуркунне Маруся Гоголевăпа 50 çухрăмри Кобрина демобилизаци докуменчĕсене илме кайсан пире “бульбашсем” тапăнчĕç, çавна май тĕрлĕ еннелле тарса шурлăха сикрĕмĕр. Эпĕ, лачакаллă вырăна пилĕк таран анса кайнăскер, унта ирчченех тăтăм, мĕншĕн тесен усал шухăшлă çынсем пире çĕрĕпех шырарĕç. Ирхине çеç çĕр пÿрте çитрĕм, мана курсан хĕрсем ахлатса илчĕç - çÿçĕм шуралса ларнă-мĕн...”

Франополь ялĕнче 5 хĕртен тăракан пост пулнă. Вĕсем пурăнакан çурта хурахсем тапăннă. Пикесем парăнмассине ăнлансан пÿрте вут чĕртсе çунтарса янă. Çулăмра Патăрьел районĕнче çуралса ÿснĕ Евгения Кириллова та вилнĕ. 1945 çулхи утă уйăхĕнче ССПÇÇ 101-мĕш батальонĕнчи хĕрсене арçынсемпе улăштарнă.

Çав чиперккесенчен чылайăшĕ халĕ пирĕнпе юнашар мар ĕнтĕ. Пĕрисем çапăçу хирĕнче пуç хунă, теприсем суранĕсене пула çут тĕнчерен уйрăлнă. Вăхăт та хăйĕннех тăвать. Чĕрĕ юлнисем те 80 çултан иртнĕ ĕнтĕ. Çапах вĕсем нихăçан та манăçа тухмĕç. Çав хĕрсен паттăрлăхне ĕмĕрлĕхе асра хăварас тесе асăннă батальон ветеранĕсем - М.Богаткина, Л.Федорова, Грачева тата ыттисем - нумай ĕçлеççĕ. Шупашкарти 37-мĕш шкулта 30 çул ытла ĕнтĕ Çар мухтавĕн ССПÇÇ 101-мĕш батальонĕн музейĕ ĕçлет. Унта ветерансен аса илĕвĕсем, сăн ÿкерчĕкĕсем, çырăвĕсем, докуменчĕсемпе наградисем упранаççĕ. Çавăнтах Афган тата Чечня вăрçисенче пулнисен паттăрлăхĕпе те паллаштараççĕ. Музей ачасемпе çамрăксене патриот воспитанийĕ парас ĕçре пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать.

 

Юрий ГРИГОРЬЕВСКИЙ,

милицин отставкăри полковникĕ

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика