«Раççейри ача-пăча фончĕ» общество организацийĕн Чăваш Енри уйрăмĕ пирĕн республикăра тăххăрмĕш çул ĕнтĕ «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыр кăмăллăх марафонĕ ирттерет. Сакăр çулта унăн пухмачне 28322 пин тенкĕлĕх пуянлатса хамăр хутлăхри çул çитмен çĕр-çĕр çамрăка пурлăх тĕлĕшĕнчен пулăшма пултарнă.
Кăçалхи акци нарăс уйăхĕн 22-мĕшĕнче старт илчĕ. Сăваплă юхăма республикăри ĕç тăвакан влаç органĕсен çыннисем хастар хутшăнаççĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ĕçченĕсем унăн счечĕ çине хăйсен пĕр кунхи шалăвне – 79500 тенкĕ куçарнă. Сăмах май, марафонăн йĕркелÿ комитечĕн çум председателĕсем – Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Федерацин «Россотрудничество» агентствин ертÿçи Константин Косачев.
Мускав район администрацийĕн ĕçченĕсем марафон фондне 13 пин тенкĕ хывнă.
Ака уйăхĕн 20-мĕшĕ тĕлне «Раççейри ача-пăча фончĕн» республикăри уйрăмĕн счечĕ çинче 2490 пин тенкĕ пухăннă.
Марафона хутшăнма кăмăл тăвакансене унăн реквизичĕсене аса илтеретпĕр:
Расчетный счет № 40703810075220160067 в отделении № 8613 Сбербанка России,
БИК 049706609, к/с 30101810300000000609,
ИНН 2128005408, КПП 213001001
Получатель ЧРО ООБФ «Российский детский фонд».
Сире çак адреспа кĕтеççĕ:
428003, Шупашкар хули, Петров урамĕ, 7, тел. /8352/ 62-89-42.
Валентина Смирнова.