Хисеплĕ ентешĕмĕрсем!
Сире Çуркуннепе Ĕç уявĕ ячĕпе саламлатăп!
Майăн пĕрремĕшĕ çут çанталăк çĕнелсе чĕрĕлнине, çынсем хăйсен мирлĕ те пултаруллă ĕçĕпе Тăван çĕр-шыв аслăлăхне çирĕплетме ăнтăлнине сăнарлать.
Ĕç çыннине хисеплени, питех те лайăх ĕç йăлисем ăруран-ăрăва куçса пыни – патшалăхăн ăнăçлă аталанăвĕн никĕсĕ. Çине тăрса тата ырми-канми ĕçлесен кăна эпир экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕнче çитĕнÿсем тума, хамăрăн пурнăç шайне ÿстерме пултаратпăр. Пирĕн хальхи кун-çулпа пуласлăх та, ачамăрсемпе атте-аннемĕрĕн пурнăç шайĕпе пахалăхĕ те пĕтĕçÿллĕ тата пултаруллă ĕçренех килет.
Паян Чăваш Ен экономики кал-кал ÿсни палăрать. Промышленноç, строительствăпа ял хуçалăхĕ, вак тата вăтам бизнес, вĕренÿпе медицина ăнăçлăн аталанаççĕ, пахалăхлă пулăшу ĕçĕсем паракан потребитель рынокĕн, социаллă сферăпа культура тата спорт ĕçĕ-хĕлĕ те палăрмаллах лайăхланать. Тăван республика аталану çулĕпе çапла шанчăклăн малалла утассине пиртен кашниех хăй ĕçĕн пĕчĕк пайне хывать. Пĕрле эпир тата та нумай тума пуларасси пирки пĕрре те иккĕленместĕп.
Хăйсен ĕçри паттăрлăхĕпе пирĕн паянхи çитĕнÿсен никĕсне хывса хăварнă ветерансене эпĕ уйрăммăн тав сăмахĕ калас тетĕп.
Хаклă туссем, тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн сире пĕтĕм чунтан тав тăватăп, çирĕп сывлăхпа телей, çурхи савăк та ăшă кăмăл-туйăм, çураçу тата тăван Чăваш Ен ырлăхĕшĕн çĕнĕ çитÿнĕсем тума сунатăп!
Чăваш Республикин
Пуçлăхĕ М.Игнатьев
Хисеплĕ ентешĕмĕрсем! Уважаемые соотечественники!
Поздравляю вас с праздником Весны и Труда!
Первое мая символизирует обновление природы, стремление граждан мирным и созидательным трудом укреплять величие нашей Родины.
Уважение к людям-труженикам, преемственность замечательных трудовых традиций – основа успешного развития государства. Только упорно и напряженно трудясь, мы сможем добиться результатов в развитии экономики, социальной сферы, повысить свой жизненный уровень. От сплоченного и созидательного труда зависит наше настоящее и будущее, зависит уровень и качество жизни наших детей и родителей.
Сегодня экономика Чувашии демонстрирует динамичный рост. Развиваются промышленность, строительство и сельское хозяйство, малый и средний бизнес, образование и медицина, улучшается потребительский рынок по оказанию качественных услуг, социальная сфера, культура и спорт. В это уверенное движение нашей родной республики по пути прогресса каждый из нас вкладывает частичку своего труда. Уверен, что вместе, мы сможем добиться многого.
Особые слова благодарности я хотел бы направить ветеранам, чьи трудовые подвиги легли в основу наших сегодняшних успехов.
Дорогие друзья, выражаю искреннюю признательность за добросовестный труд, от всей души желаю вам, доброго здоровья, счастья, светлого весеннего настроения, теплоты, умиротворения и новых трудовых свершений на благо родной Чувашии!
Глава
Чувашской Республики М. Игнатьев