Чувашская республика
Официальный портал органов власти
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Уважаемый пользователь.

Данный сайт обновлен и вы находитесь на устаревшей версии. Чтобы просмотреть актуальную информацию, перейдите на новую версию сайта http://www.cap.ru/. Данная версия будет закрыта в ближайшее время. 

Спасибо за понимание.

2012.04.03 Эпир – чӑвашсем (Хыпар)

Эпир – чӑвашсем... Эпӗ – чӑваш. Ҫак сӑмахсене яланах мӑнаҫланса, савӑнса калатӑп. Мӗншӗн тесен эпир – аслӑ, ӗҫчен те маттур халӑх. Халӑхӑн историйӗ аслӑ та чаплӑ. Петӗм тӗнче мухтанмалли пин-пин паттӑр ывӑл-хӗр ҫуратса ӳстернӗ чӑваш халӑхӗ. Тахҫан ӗлӗк-авал пирӗн мӑн ламттайсем хун ятпа пурӑннӑ. Кайран вӗсене пӑлхар тесе каланӑ. ХIII ӗмӗр вӗҫӗнчен пуҫласа чӑваш ятпа пурӑнатпӑр.

Хун тапхӑрне, вӑл тапхӑрта пурӑннӑ аслӑ та чаплӑ пирӗн паттӑрсемпе ӑсчахсен пурнӑҫӗпе ӗҫӗӗлне тӗрлӗ ҫӗр-шывӑн ӑста тӗпчевҫисем самай лайӑх ҫырса кӑтартнӑ. Метте патшапа Аттил ҫинчен, унӑн арӑмӗ Хӗркке, вӗсен ачисем пирки эпир лайӑх пӗлетпӗр. Телейлӗ пурнӑҫ шыраса хунсем Алтай таврашӗнчен Европа таран ҫитнӗ. Ниҫта та хӑйсен ятне яман, анчах пирӗн мӑн асаттесем пӑлхар ятпа пурӑннӑ тапхӑра, тӗрлӗ сӑлтава пула, кирлӗ таран тӗпчеме эпир юлашки ҫулсенче кӑна пуҫларӑмӑр-ха.

Аслӑ та чаплӑ патшалӑх туса хунӑ пирӗн пӑлхар асаттесем Уралпа Атӑл тӑрӑхӗнче. Ҫурҫӗрте – Пӑрлӑ океан, кӑнтӑрта Каҫпи тинӗсӗ таран сарӑлса выртнӑ вӗсен ҫӗр-шывӗ.

Ун чухне Каҫпи тинӗсне те, пирӗн мӑн асаттесен ячӗпе Пӑлхар тинӗсӗ тенӗ. Кун пирки XI ӗмӗрте пурӑннӑ уйгур Кашгар Махмучӗ тӗпчевҫӗ хӑйӗн ӗҫӗсенче: «Атӑл - кыфтджаксен /кӑпчаксен. - Ю.М./ ҫӗрӗнчи юхан шыв, вӑл Пӑлхар тинӗсне юхса кӗрет», - тесе ҫырнӑ. Мал енче пирӗн мӑн асаттесен ҫӗр-шывӗ Ҫӗпӗр таран сарӑлнӑ. Атӑлҫи пӑлхарсем питӗ йышлӑ, пысӑк культурӑллӑ, пуян та туслӑ пурӑнакан халӑх пулнӑ. Тем тӗрлӗ йӑх ӗрченӗ Пӑлхарстан ҫӗр-шывӗнче: сӑкӑтсем, эссекелсем, парссилсем, шӑхальсем, уписем, сӑварсем, челматсем, темчурасем... Пур йӑх-ӑру ҫыннисем те хӑйсене пӑлхар тесе хисепленӗ. Пӑлхар – мухтавлӑ ят. Вӗсем анӑҫра пурӑнакан вырӑссемпе кил-ӗштерме тӑрӑшнӑ. Атӑлҫи Пӑлхартан патшалӑх шутне ҫак тӑрӑхра пурӑнакан тӗрлӗ халӑх кӗнӗҫармӑссем, удмуртсем, пӑртассем, пушкӑртсем... Ҫурҫӗрти халӑхсем те – мансисемпе хантисем, югра йӑхӗсем – кунта ырӑ курса пурӑннӑ. Тем чухлӗ хула пулнӑ вӗсен. Чылайӑшӗн ячӗ паян кунчченех упранса юлнӑ: Пӑлхар, Пӳлер, Сӑвар, Ҫӑкату, Элшел, Керменчук, Нухрат, Мерчен... Хулисенче шкулсем, караван-сарайсем, ҫӑлтӑр тӗнчине тӗпчекен обсерваторисем, сиплевлӗ мунчасем ҫӗкленсе ларнӑ. Пӑлхарсем – чаппӑ юрӑҫсем, ӑстаран та ӑста ӑсчахсем, апӑссемпе пӳлевсем. Чаплӑ культури, аталаннӑ хитре чӗлхи пурне те пурнӑҫ вӑйӗ панӑ. Пӗр чӑнлавра та, пӗр халӑх сӑмахлӑхӗнче те Атӑлҫи Пӑлхара кӗнӗ халӑхсен хушшинче хирӗҫӳ таврашӗ пирки асӑнни ҫук.

Сумлӑ, пӗтӗм тӗнче пӗлекен патшалӑх пулнӑ Атӑлҫи Пӑлхар. Тӗнчери темле халӑхпа та суту-илу тунӑ. Пӑлхарсен карапӗсем, караванӗсем Китая та, Ӗнчӗ ҫӗрне те, Испание те, Скандинави ҫӗр-шывне те ҫитнӗ. Анчах ҫак пуян та чаплӑ ҫӗр-шыв ҫине ӑмсанса пӑхакансем те тупӑннӑ – мал енче ҫӗкленсе, вӑй илсе пыракан тутар-монголсем. Вӗсем, Вӑтам Азири тата Кавказри патшалӑхсемпе халӑхсене ҫӗмӗрсе тӑкса, 1223 ҫулта Азов тинӗсӗ патне тухнӑ. Калка шывӗ ҫинче вырӑссемпе половецсен пӗрлешнӗ ҫарӗсене ҫӗмӗрсе тӑкнӑ. Ҫурҫӗр Кавказ ҫеҫен хирӗсенче хӗл каҫнӑ та 1224 ҫулхи ҫуркунне Атӑлҫи Пӑлхар ҫӗрӗсем ҫине кӗрсе кайнӑ. Пӑлхарсем, хӑйсен талантлӑ Челпир патши ертсе пынипе, хальхи Мелекес хули патӗнчи Сыхчӑ шывӗ хӗрринче тутар-монголсене ним юлми ҫӗмӗрсе тӑкнӑ.

Ҫакӑн хыҫҫӑн тата темиҫе хутчен тапӑнса кӗнӗ. Пӑлхарсем вӗсене кашни хутӗнче ҫапа-ҫапа ҫӗмӗрнӗ. 1236 ҫулта тутар-монголсем хӑйсен пӗтӗм ҫарне пухса пирӗн мӑн асаттесем ҫине тепре тапӑнса кӗнӗ. Вӗсен шучӗ 600 пин ҫынран та иртнӗ. Ку ҫав вӑхӑтшӑн тӗнче курман пысӑк ҫар пулнӑ. Утсемпе, вӑкӑрсемпе, урапасемпе, кибиткӑсемпе – пӗтӗм тӗнче куҫнӑ пек, хура пӗлӗт пек – килсе кӗнӗ вӗсем. Хӑйсемпе пӗрле илсе ҫӳренӗ перс историкӗ Джувейни ун чухне ҫырни упранса юлнӑ: «Тӗрлӗ ут-чӗр чун ури сассипе тӗнче кисреннӗ, – тенӗ вӑл, - тискер кайӑксем шӑв-шавран хӑраса минренӗ...»

Питӗ тискер те юнлӑ вӑрҫӑ пуҫланса кайнӑ. Ку вӑхӑтчен Челпир патша вилнӗ. Ун чухне Атӑлҫи Пӑлхар патши Ылтӑнпик пулнӑ. Вӑл питӗ маттур, пултаруллӑ ҫар пуҫӗ шутланнӑ. Анчах тӑшмансем систермесӗр килсе тапӑннипе вӑйлӑ ҫар пуҫтарма ӗлкӗреймен. Ҫапах та хӑйсен шӗкӗр хулине Пӳлере икӗ уйӑха яхӑн хӳтӗленӗ. Ҫавӑнти юнлӑ ҫапӑҫура паттӑррӑн кӗрешсе пуҫ хунӑ. Ылтӑнпик вилнӗ хыҫҫӑн та пӑлхарсем кӗрешме пӑрахман. Вӑрҫа патшан аслӑ хӗрӗ Ылтӑнчеч тата унӑн мӑшӑрӗ Пачман ертсе пынӑ. «Хӑюллисенчен те хӑюллӑ», – тесе ҫырнӑ Пачман ҫинчен тутар-монголсем хӑйсен тапӑрӗнче илсе ҫӳрекен перс историкӗ. Ылтӑнчеч вара маттур та ытарайми хитре, ӑслӑ, чӑн-чӑн ама ҫын пулнӑ. Вӗсем тискер тӑшмана хирӗҫ епле паттӑррӑн кӗрешни ҫинчен пирӗн паян кунчченех упранса юлнӑ «Ылтӑнпик» эпосра питӗ лайӑх каланӑ. Ӑна эпир «Аттил» издательствӑра чӑвашла та, вырӑсла та куҫарса кӑлартӑмӑр, Германире, Болгарире куҫарса пи-четлерӗҫ.

Ылтӑнчечпе Пачман ертсе пынипе пӑлхарсем Шукӑль тӑвӗсем патӗнче тутар-монголсен пысӑк ҫарне ҫӗмӗрсе тӑкнӑ. Анчах тӑшман йышӗ ӳснӗҫемӗн ӳссе пынӑ. Ылтӑнту хули ҫывӑхӗнче хаяр ҫапӑҫу иртнӗ. Ку хула – хальхи Пензӑран вӑтӑр ҫухрӑм мал еннерех, Сӑр шывӗ пуҫланнӑ тӗлте. Ун ҫывӑхӗнче паллӑ археолог Г.Белорыбкин профессор чавса ӗҫленӗ, ӗлӗк мӗскер пулса иртнине пӗтӗмпех тӗпченӗ. «Ку – вӑтам ӗмӗрсенчи чи хаяр та тискер, чи юнлӑ ҫапӑҫу», – тет вӑл. Ылтӑнчечпе Пачман ҫӗнтереймен. Вӗсем Анат Атӑл еннелле чакса кайнӑ. Тутар-монголсем хӑйсен пӗтӗм ҫарне пухса вӗсем хыҫҫӑн пынӑ. 1237 ҫул вӗҫӗнче Анат Атӑл тӑрӑхӗнчи хаяр ҫапӑҫура аманнӑ Пачман тӑшман аллине лекнӗ.

– Тӑшман умӗнче чӗркуҫленме эпӗ тӗве мар! – тенӗ мӑнаҫлӑн Пачман...

Ылтӑнчеч хӑйӗн савнӑ мӑшӑрне ҫӑлайман. Унӑн хӑй ҫарӗпе Урал тӑвӗсем еннелле чакса кайма тивнӗ. Унта вӑл, пӗтӗм пӑлхара пухса, тӑшмана ҫӗмӗрсе тӑкма ӗмӗтленнӗ. Анчах тутар-монголсем хыҫранах пынӑ. Ҫапӑҫу хыҫҫӑн ҫапӑҫу... Тӑшман аллине лекес мар тесе Ылтӑнчеч ту шӑтӑкне кӗрсе чулсемпе хупласа ӗмӗрлӗхех унта юлнӑ.

Ҫакӑн хыҫҫӑн та пирӗн мӑн асаттесем тутар-монголсемпе кӗрешме пӑрахман. Вӗсен ячӗсем те упранса юлнӑ: Сӑкӑт-паттӑр, Бесермен-паттӑр, Упи-паттӑр, Ахпӑлат, Кавал, Тупнер, Кул Али... Вӗсенчен чи палли – Чӑваш-паттӑр ҫар пуҫӗ. Вӑл ертсе пынипе пирӗн мӑн асаттесем хальхи Челябинск облаҫне кӗрекен Миас шывӗ хӗрринче тутар-монголсен пысӑк ҫарне ҫӗмӗрсе тӑкнӑ. Ҫав вырӑна эпӗ ятарласа кайса килтӗм. Унта «Чӑваш масарӗ» тата «Тутар масарӗ» вырӑнсем пур. «Тутар масарӗ» «Чӑваш масарӗнчен» 4-5 хут пысӑкрах. Ҫакна тата ытти чӑнлава шута хурса тӗпчевҫӗсем ҫак ҫапӑҫура пирӗн мӑн асаттесем тискер тӑшмана ҫӗнтернине ҫирӗплетеҫҫӗ. Ҫав ҫапӑҫу хыҫҫӑн Миаса юхса кӗрекен шавлӑ шывлӑ ҫырмана Чӑваш ҫырми тесе калама тытӑннӑ. Ун патӗнче Чӑваш-паттӑр хӑйӗн чи ҫывӑх ҫыннисемпетапӑр туса тӑнӑ тет.

Чӑваш-паттӑр ертсе пынипе мӑн асаттесем тискер тӑшмана хирӗҫ чылай ҫул ҫапӑҫнӑ. Вӗсен ҫарӗсем Чулман Атӑлӑн сылтӑм ҫыранӗнче, сӑртлӑ-туллӑ та вӑрманлӑ вырӑнта тӗпленме тӑрӑшнӑ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ Чулман Атӑлӑн ку енне «Чӑваш тӑрӑхӗ» теме тытӑннӑ. Чылай ҫула пынӑ вӑрҫӑ ҫулӗсенче хӑш-пӗр пӑлхар тӑшмана парӑннӑ, вӗсем пек пурӑнма тытӑннӑ; кӗрешме пӑрахманнисем вара хӑйсене аслӑ та чаплӑ, пурте юратакан ҫар пуҫӗ ячӗпе чӑваш теме тытӑннӑ.

Халӑх хӑйне чаплӑ ҫар пуҫӗ, хан е патша ячӗпе калама тытӑнасси – ӗлӗкренех. Акӑ Узбек ханпа пӗрле ҫав ҫулсенчех Ылтӑн Уртаран татӑлса кӑнтӑралла кайнӑ тутар-монгол тӑхӑмӗсем хӑйсене узбек теме пуҫланӑ. Ногай эмирпа пӗрле Атӑлӑн сылтӑм ҫыранне каҫса кайнӑ Ылтӑн Урта ҫыннисем ногай пулса тӑнӑ. Кабарда кнеҫпе пӗрле Хура тинӗс хӗрринчен Кавказ тӑвӗсем варринелле кайнӑ адыгсем халӗкабарда... Кун пек тӗслӗх нумай. «Чӑваш-паттӑр ҫинчен хунӑ юрӑ упранса юлнӑ. Ӑна 1871 ҫултах И.П. Петров учитель Упамса ялӗнче ҫырса илнӗ. Спиридон Михайлов-Янтуш хӑйӗн «Предания чуваш», «О происхождении чуваш», «О происхождении имени «Чуваш» статйисенче Чӑваш-паттӑр ҫинчен тӗплӗн, ӗненмелле ҫырса кӑтартнӑ. Ҫакнах Кури Вантер, Наум Урхи, Е.А.Турхан тӗпчевҫӗсем, Г.М.Ломоносовпа П.П.Степанов тавра пӗлӳҫӗсем, А.Н.Марков журналист, литература музейне йӗркелесе чылай ҫул тытса тӑнӑ П.П.Юркин тӗрлӗ ҫӗрте ҫырса илнӗ каларӑшсемпе ҫирӗплетеҫҫӗ.

Мӗншӗн ҫыратӑп-ха ҫак статьяна? Чӑнлавсене пӗлмен хӑш-пӗр ҫын юлашки ҫулсенче «чӑваш» те-нине пӑрахӑҫласа /чӑваш тени мӑшкӑлласа панӑ ят тесе/ хӑйсене «сӑвар» е «скиф» теме, е тата урӑх ятпа калама пӑхаҫҫӗ. Ку – тӗрӗс мар япала, ку вӑл – мӗскӗнленни, хамӑрӑн чаплӑ та мухтавлӑ историе пӗлменни, ӑна шута хуманни. Чӑваш тесе пирӗн мӑн асаттесем хӑйсене аслӑ та чаплӑ, никам ҫӗнтерейми ҫар пуҫӗ ячӗпе калама тытӑннӑ. Ку – мӑнаҫланса калани, эпир Чӑваш-паттӑр пекех ӗмӗр-ӗмӗр паттӑр та мухтавлӑ пулатпӑр тени.

Ӗлӗкрех пирӗн асаттесем, хӑйсен ывӑлӗсем чӑн-чӑн паттӑр пулччӑр тесе, Чӑваш ят пани те паллӑ. Чӑваш ятпа пирӗн асаннесемпе кукамайсем мухтаннӑ. Вӑйпа тӗне кӗртме тытӑничченех ҫак ят кашни ялтах пулнӑ. А.А.Вашуркин тавра пӗлӳҫӗ хӑйӗн «Ҫармӑскасси» ал ҫырӑвӗнче Муркаш районӗнчи Юнкӑпа Ҫармӑскасси ялӗсенче 1892 ҫулта та Чӑваш ятлӑ темиҫе ҫын пурӑннине ҫырать.

Чӑваш ятпа пирӗн асаттесем чӑнласах та мухтаннӑ. 1425 ҫулта Ылтӑн Урта ҫӗрӗсенчен Мускав аслӑ кнеҫӗ II Василий патне куҫса кайнӑ Вагрим мӑрса хӑйне панӑ ҫӗр ҫинчи ҫуллӗ сӑрта Чӑваш сӑрчӗ тесе ят панӑ... Унӑн мӑнукӗсенчен пӗри - Мӗтри /Дмитрий/ - историе Чӑваш ятпа кӗрсе юлнӑ... 1552 ҫулта Хусана илнӗ чухне ҫак Дмитрий Чюваш паттӑрлӑх кӑтартса чапа тухнӑ. Чӑнлавсенче ун паттӑрлӑхне питӗ уҫӑмлӑн ҫырса кӑтартнӑ. Хусана илнӗ чухнехи ҫапӑҫура унӑн сылтӑм аллине хӗҫпе касса татнӑ, сулахай куҫне ҫӗмрен амантнӑ, вӑл пур пӗрех вӑрҫӑ хирӗнчен кайман. Унӑн паттӑрлӑхӗ ҫинчен ҫав ҫулсенче ҫырнӑ поэма та упранса юлнӑ. «Турӑ пулӑшнӑ ӑна», - тенӗ поэмӑ-ра. Ҫав ҫулсенче тата каярах Чӑваш Чалдин ятпа паттӑр та маттур чӑваш мӑрси пурӑнни паллӑ. Вӑл мордвасене иртӗхсе ҫÿрекен тутар мӑрсисемпе ханӗсем мӑшкӑлласран темиҫе те ҫӑлса хӑварнӑ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ ирҫе-мӑкшӑ хушшинче Чӑваш ята ырӑпа асӑнасси йӑлана кӗнӗ. Ҫакна 1901 ҫулта Петербургра пичетленсе тухнӑ «Живописная Россия» кӗнеке те ҫирӗплетет. «По-мордовски «чуваш» значит благородный, чистый, гордый», - тенӗ унта. Ахальтен мар Чӑваш Чалдин паттӑрлӑхӗ ҫинчен мӑкшӑсемпе ирҫесен хушшинче халӑх калани паян кунчченех упранса юлнӑ, ун ҫинчен мордвасен паллӑ поэчӗ Петр Левчаев поэма та ҫырнӑ. XVIXVII  ӗмӗрсенче Окапа Сӑр шывӗсен хушшинче чӑвашсем нумаййӑн пурӑннӑ, вӗсене Гогулен чӑвашӗсем тенӗ.

Тутар-монголсем хӗснипе ҫурҫӗрелле, Нухрат Атӑлпа Чепца шывӗсен тӑрӑхне куҫса кайнӑ пирӗн мӑн асаттесен пӗр йышӗ. Раҫҫей империйӗ шутӗнче Христос тӗнне илсе вырӑсланма тытӑнсан хӑйсен йӑх-шывне манас мар тесе нумайӑшӗ Чувашев хушамат илнӗ. 1987 ҫулта Киров хулин пукане театрӗ манӑн «Итлемен чӑх чӗппи» пьесӑна лартнӑччӗ. Хӑйсен спектакльне кӑтартма вӗсем Шупашкара та килчӗҫ. Вӗсен йышӗнче ҫичӗ ҫынччӗ. Виҫҫӗшӗ Чувашев хушаматлӑ. Пӗр тӑвансем пуль тесе шутланӑччӗ эпир. Ҫук иккен, тӗрлӗ ҫӗрте ҫуралса ӳснӗ.

- Пирӗн мӑн асаттесем чӑваш пулнӑ, ҫавӑнпа ҫак хушаматпа ҫӳретпӗр, - терӗҫ вӗсем. Вӗсенчен пӗри вара хӑйӗн мӑн аслашшӗ Чӑваш ятлӑ пулнине каларӗ.

Чӑваш ятпа пирӗн халӑх нихӑҫан та мӑнаҫланма пӑрахман.

XIX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Шупашкар таврашӗнче пурӑннӑ пирӗн чаплӑ поэт ахальтен мар ӗнтӗ хӑйне Чӑваш Хвети тенӗ. Чаплӑ сӑвӑ-юрӑ хайланӑ вӑл. Ахальтен мар ӑна ҫав ҫулсенче пурӑннӑ вырӑс поэчӗсем «Чӑваш Пушкинӗ» хушма ят панӑ.

Ҫапла, чӑваш ячӗ яланах мӑнаҫлӑ янӑранӑ. Хӑш-пӗри ҫырса кӑтартнӑ пек пирӗн халӑх нихӑҫан та мӗскӗн, нишлӗ пулман. Акӑ, 1831 ҫулта Хусан кӗпӗрнинчи жандармсен пуҫлӑхӗ Маслов полковник хӑйӗн шефӗ А.Х.Бенкендорф патне ҫапла ҫырать: «Чуваши в общей сложности народ зажиточный, представляя в этом случае резкую противоположность с татарами. Между ними почти нет нищих, по крайней мере их редко встретишь в чувашской деревне, а исправная платеж податей доказы-вает их состоятельность, так и порядочность распределения их жизни отдыхом и занятиями. Редкий из крестьян не имеет у себя в амбаре годового запаса хлеба, притом если не больше, то он уже считается беднейшим между односельчанами, из коих многие хранят еще дедовский хлеб...»

И.Я.Яковлев та хӑйӗн аса илӗвӗнче чӑвашсен хушшинче ыйткаласа ҫӳрекенсем пулман тесе ҫырать.

1873 ҫулта вырӑссен паллӑ писатель-этнографӗн Сергей Максимовӑн «Край крещенного света» ятпа 4 томлӑ ӗҫ пичетленсе тухнӑ. 2-мӗш томра Атӑлпа Урал тӑрӑхӗнчи халӑхсем пирки ҫырни пур: «Чуваши смышленные, усердные и отличные земледельцы, - тенӗ унта. Сами русские крестьяне не только сознаются в этом, но даже верят, что чуваши могут предсказать с осени, какой будет урожай летом...»

Пирӗн аслӑ та чаппӑ, ӗмӗртен пыракан культура тӗрлӗ ҫӗртен килнӗ ҫынсене яланах савӑнтарнӑ та тӗлӗнтернӗ. Ас тӑватӑр пулӗ Н.Г.Гарин-Михайловский чӑваш вӑййи пирки епле хавхаланса, ҫӗкленсе ҫырнине. Е тата 1790 ҫулта А.Н.Радищев чӑваш хӗрарӑмӗсем епле чипер те хитре тенине аса илер. Вырӑссен паллӑ композиторӗ А.П.Бородин хӑйӗн «Князь Игорь» оперине ҫырнӑ чухне чӑваш юрри-кӗввипе хавхаланни те, вӗсене мухтаса калани те паллӑ. Кун пек тӗслӗх темӗн чухлех тупма пулать. Чӑнласах та, пысӑк культурӑллӑ, яланах тивӗҫлӗ пурнӑҫпа пурӑнакан халӑх пулнӑ чӑвашсем. Пирӗн мӑн асаттесем те, аттесем те хӑйсене мӗншӗн чӑваш тесе каланине лайӑх пӗлнӗ. Ахальтен мар Таван ҫӗр-шывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче Польша ҫӗрӗ ҫинче партизан отрячӗ йӗркеленӗ Яков Николаев ентешӗмӗр хӑйӗн валли «Чӑваш» хушма ят илнӗ. «Чӑвашӑн» паттӑр ӗҫӗсем ҫинчен поляк писателӗсемпе тӗпчевҫисем вун-вун кӗнеке ҫырнӑ, паян кун та ун ятне чыслӑн упраҫҫӗ.

Чӑваш ятпа, тӑван халӑх ячӗпе мӑнаҫланма пӗлмелле. Чун-чӗрере ҫак туйӑм пултӑр тесен пирӗн халӑхӑмӑрӑн пин-пин ҫулхи историне, культурине, йӑли-йӗркине тӗпчемелле, авалхи паттӑрсемпе мухтанмалла. Хӑйӗн йӑх-шывӗн тымарне, историне пӗлекен ҫын – вӑйлӑ. В.И.Чапаев мӑнукӗ Артур Чапаев манӑн «Мускав ҫулӗ» истори романне вуланӑ хыҫҫӑн хӑйӗн йӑх-шывне тӗпчеме тытӑннӑ та мӑн аслашшӗ-асламӑшӗ чӑвашран тухнине пӗлсе ҫӗнӗ паспорт илнӗ, хӑйне чӑваш тесе ҫыртарнӑ.

 

Юхма МИШШИ,

Чӑваш халӑх писателӗ

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика