Чувашская республика
Официальный портал органов власти
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Уважаемый пользователь.

Данный сайт обновлен и вы находитесь на устаревшей версии. Чтобы просмотреть актуальную информацию, перейдите на новую версию сайта http://www.cap.ru/. Данная версия будет закрыта в ближайшее время. 

Спасибо за понимание.

2012.03.28 Ырӑ туни ырӑпах таврӑнать (Хресччен сасси)

Чӑваш халӑхӗ ӗмӗрӗпех ыр кӑмӑллӑхпа, ҫынна йывӑр вӑхӑтра пулӑшассипе палăрса тӑнӑ. Ҫакна республика ҫыннисем кашни ҫулах «Ачалӑх ячӗпе, ачалӑхшӑн» марафона хастархутшӑнни те ҫирӗплетет. Акӑ Хӗрлӗ Чутай район больницинче ӗҫлекенсем ҫак кунсенче марафон счечӗ ҫине 10 пин те 150 тенкӗ куҫарнӑ. Сӑваплӑ ӗҫе больница ӗҫченӗсем пурте хутшӑннӑ. Ку енӗпе Элӗксем те маттур. Иртнӗ ҫул вӗсем марафон пухмачне 81 пин тенкӗ хывнӑ. Ҫав укҫаран 30 пинӗшне ҫурчӗ пушарта ҫунса кӗлленнӗ ҫемьене пулӑшма панӑ. Ыттипе вара салари ача-пӑча площадкисене тӗрлӗ хатӗрпе пуянлатнӑ. Кӑҫал та Элӗксем ырӑ ӗҫе чи малтан хутшӑнчӗҫ темелле. Сӑмахран, район администрацийӗн финанс пайӗнче ӗҫлекенсем ҫак тӗллевпе 5489 тенкӗ укҫа пуҫтарнӑ.

Пус ҫумне пус, тенкӗ ҫумне тенкӗ хушӑнать. Марафон йӗркелӳҫисем палӑртнӑ тӑрӑх сӑваплӑ ӗҫе хутшӑнакансен йышӗ кунсеренех ӳсет. Пухмачри нухрат ача ҫурчӗсене, интернат-шкулсене, сиплев учрежденийӗсене пулӑшма кайнине асра тытмалла.Укҫа-тенкӗпе ҫеҫ мар, ытти енӗпе те пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ аслисем ачасене. Акӑ республикӑри «Лесная сказка» ача-пӑча санаторийӗ вӗсем валли 35 пин тенкĕлӗх путевка уйӑрнӑ.

Ыр кӑмӑллӑх акцине хутшӑнса Йӗпреҫри Интернационалист-салтаксен урамӗнчи 17-мӗш ҫуртра пурӑнакансем те ача-пӑча площадкине йӗркелеме шут тытнӑ. Ҫавна май шӗвӗрккесене спортпа туслашма, тивӗҫлипе канма май пултӑр тесе условисем туса пама шантарнӑ. Пуҫаруҫӑсене хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Вячеслав Анисимов строительство материалӗсемпе тивӗҫтерӗ. Ытти ӗҫ-пуҫа ашшӗ-амӑшӗ хӑй аллипе йӗркелӗ.

Ҫакнашкал акци малашне те ырӑ ӗҫсем тума чӗнессе шанас килет. Ара, ырӑ туни ырӑпах таврӑнать-ҫке. Сӑваплӑ ӗҫе вара пурте хутшӑнма пултараҫҫӗ. Раҫҫей ача-пӑча фончӗн регион уйрӑмне - Шупашкар хулинче Петров урамӗнчи 7-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ вӑл - пымалла е 8 (8352) 62-89-42 телефонпа шӑнкӑравламалла ҫеҫ.

 

Валентина ПЕТРОВА.

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика