Чувашская республика
Официальный портал органов власти
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Уважаемый пользователь.

Данный сайт обновлен и вы находитесь на устаревшей версии. Чтобы просмотреть актуальную информацию, перейдите на новую версию сайта http://www.cap.ru/. Данная версия будет закрыта в ближайшее время. 

Спасибо за понимание.

2012.03.24 Республика кунне хатӗрленетпӗр (Чăваш хĕрарăмĕ)

Республика кунӗ кӑҫал та асра юлмалла пулӑмсемпе палӑрӗ. Хальхинче вӑл Шупашкар хулипе районӗнче иртесси пирки маларах эпир пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Чӑваш Еншӗн пӗлтерӗшлӗ куна хатӗрленес ыйтусемпе пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче йӗркелӳ комитечӗ ларӑва пухӑннӑ. Ăна республикӑн премьер-министрӗ Иван Моторин ертсе пынӑ.

Ытти чухнехиллех кӑҫал та Шупашкарта экономика форумӗ иртӗ, "Стратегиллӗ ҫӗнӗлӗх вӑхӑчӗн" ыйтӑвӗсене тишкерӗҫ. Унӑн тӗп пайне "Контур" общество территорийӗнче йӗркелӗҫ. Фейерверк фестивальне те программӑна кӗртнӗ. Ăна икӗ кун - ҫӗртмен 23 тата 24-мӗшӗсенче - ирттерме палӑртнӑ. Ку конкурса хутшӑнакансен хӑйсен ӑсталӑхне 6 минутран кая  мар  кӑтартмалла,  номерсене  кӗвӗ-ҫемӗпе илемлетмелле. "Атӑлҫи ҫӑл куҫӗсем" фестивальпе "Раҫҫей ӑстисем" конкурс та яланхиллех иртӗҫ. Хулана епле капӑрлатасси пирки те халех шухӑшлаҫҫӗ. Урамсенче уяв ирттерес йӑлана та пӑрахӑҫламӗҫ. Ҫапах та тĕп мероприятисене Хӗрлӗ тÿреме пухӑнӗҫ. Кунсӑр пуҫне "Шупашкар: 500 ҫул" паркра "Акатуй" иртӗ.

Шупашкар районӗ те уява хатӗрленет. Паллӑ кун тӗлне унта "Бичурин тата хальхи самана" музейӗн чӑваш картишне туса пӗтерӗҫ. Йӑлана кӗнӗ "Районӑн ахах пӗрчисем" фестиваль вара тӗрлӗ ӳсӗмри ачасене пухӗ. Г.Федоров халăх юрӑҫине халалласа унӑн тӑван ялӗнче Томаккассинче фольклор ушкӑнӗсен фестивалӗ иртмелле.

 

Вера ТИТОВА.

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика