Чувашская республика
Официальный портал органов власти
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Уважаемый пользователь.

Данный сайт обновлен и вы находитесь на устаревшей версии. Чтобы просмотреть актуальную информацию, перейдите на новую версию сайта http://www.cap.ru/. Данная версия будет закрыта в ближайшее время. 

Спасибо за понимание.

2012.03.23 Çавал шывĕпе чÿхенсе çулран-çул илемленет (Çамрăксен хаçачĕ)

Паян Чăваш Енри тепĕр хула историйĕпе паллаштарасшăн. Хальхинче - Çĕрпÿпе. Паллах, ун пирки кашниех илтнĕ. Анчах историйĕпе кăсăкланаççĕ-ши? Хаклă вулаканăм, Çĕрпĕве çитсе курар-и, ун çинчен тĕплĕнрех пĕлер-и?

Çак хулара кун кунлакансене ыйту патăм: “Хăвăрăн тăван кĕтес историне пĕлетĕр-и?” Шел те, хуравĕсем туллин тивĕçтермерĕç. “М-м-м, пĕлместĕп”, - текен чылай пулчĕ. Теприсем, аслăрах ăрурисем, историе тĕшмĕртни палăрчĕ. Хăшĕ-пĕри çулланнă пулин те хула ятне çеç пĕлет. Виççĕмĕшĕсем ыйтăва хуравламарĕç - çаврăнса утрĕç.

 

Хăçан никĕсленнĕ-ши?

Хула пирки XVIII ĕмĕрте вырăссен паллă историкĕ Василий Татищев “Раççей историйĕ” кĕнекинче пирвайхи хут асăннă. Вăл Çĕрпĕве йăнăшпа Цевцс юхан шывĕ хĕрринчи /унăн шухăшĕпе - Цивиль /Çавал/ болгар хулин - Тухчинăн - ишĕлчĕкĕсем çинче çĕкленнĕ крепоç вырăнне йышăннă. XIX ĕмĕр тĕпчевçисем Н.Арцыбашевпа С.Шпилевский çак йăнăша тÿрлетнĕ. Хула Хаяр Иван ывăлĕ Федор патшалăха тытса тăнă вăхăтра 1584 çулта “çуралнă”. Çакнашкал шухăш анлă сарăлнă. Ун пирки “Новая летопись” кĕнекере асăннă. Михаил Тихомиров академик пичетленинче вара Çĕрпÿ 1590 çулта йĕркеленни çинчен каланă. Çак ыйтăва чылай çул татса парайман. Истори ăслăлăхĕсен докторĕ В.Дмитриев ăна уçăмлатнă. Вăл “Боярские списки последней четверти XVI-начала XVII в.в. и роспись русского войска 1604 года” кĕнекере пичетленнĕ документсене, тĕрлĕ çăл куçа тишкернĕ хыççăн çакнашкал пĕтĕмлетÿ тунă: Çĕрпÿ хули крепоç пек 1589 çулта никĕсленнĕ. Ĕçе В.Непейцин дворян йĕркеленĕ. Хула ячĕ мĕнле пулса кайнă-ха? Пĕрремĕш верси çапларах: Çавал юхан шывĕ ятĕнчен /Цивиль/. Тепĕр верси: хула чăвашсен Çĕрпÿел ялĕ вырăнĕнче никĕсленнĕ. Çакнашкал çарпа тĕрев пункчĕ Çавал тăрăхĕнче вырăс пучинккисене йĕркелеме май панă. Çапла майпа икĕ халăхăн - чăвашсемпе вырăссен - шăпи пĕрлешнĕ. Чăваш хресченĕсен ял хуçалăх, политика, культура аталанăвĕ вырăссеннипе пĕрле пулнă. Çĕрпÿ чикĕре тата хурал вырăнĕнче шутланнă. Çавăнпа вăл çĕр валĕпе хупăрланă крепоç тата посад пулнă.

 

Çĕр питĕнчен пĕрре мар çухалнă

XVII ĕмĕр Çĕрпÿшĕн йывăр килнĕ. Вăл халăх пăлханăвĕсене, пушарсене пула çĕр питĕнчен пĕрре мар çухалнă. Çапах “парăнман” - çĕнĕрен чĕрĕлнĕ. 1675 çулта Çĕрпÿ ухăçи С.Рязанов йывăç чиркÿ çĕкленĕ. Вăл - арçынсен Христос Тÿпене çĕкленнин мăнастирĕн никĕсĕ /1870 çултанпа - хĕрарăмсен Тихвин мăнастирĕ/. XIX ĕмĕр варринче сыхланса юлнă канав тата вал тăрăх крепоç лаптăкне палăртнă: вăл 4,66 гектара яхăн пулнă. 1625 çулта кунта боярсен 26 ачи, 250 ухăçă, 5 пушкарь, 3 воротник, 2 сотник, 4 тăлмач, 10 çар литовецĕ, черкесĕ... пурăннă. Пĕтĕмпе - 301 çын. Çĕрпÿре çар çынни, ухăçă нумайрах пулнă. Вĕсем хулана тăшмансенчен сыхланă, халăхран укçа тата çăкăр ясакне пуçтаракансемпе пĕрле çÿренĕ, походсене, пăлханусене чарнă çĕре хутшăннă.

Хула тата унăн территорийĕ уессенчен тăнă. Ăна вайпут тытса пынă. Вĕсенчен пĕри - Т.С.Пушкин /1618 çул, Александр Пушкинăн тăванĕ/. Вайпут пуçлăх та, çар пуçĕ те, прокурор та, судья та пулнă. Унăн кантурне хушу пÿрчĕ тенĕ. Унта тиек çумĕ, приставсем, тăлмачсем ĕçленĕ. 1550 çулхи судебник тата патша хушăвĕсем саккун вырăнĕнче пулнă. Хушу пÿртне тĕрме тата аманат çыннисем пăхăннă. Вĕсенче ясак тÿлекенсемшĕн - хресченсемшĕн - яваплă чăвашсене тытнă. Пĕтĕм аппарат вырăс çыннисенчен тăнă. Мĕн пур хута вырăсла çырнă.

 

Урамсем - ялти пек

XVIII ĕмĕрте Çĕрпÿ хули ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăман. Ун чухне вăл йывăç хула пулнă, пÿрчĕсем кукăр, хĕсĕк пылчăклă урамсенче ларнă. Йывăç çуртсен хушшинче XVIII ĕмĕрте тата маларах çĕкленнĕ чиркÿсем курăннă. XVIII ĕмĕрĕн юлашки чĕрĕкĕнче хула строительстви тата хуçалăхĕ кăштах аталаннă. 1795 çулта Çĕрпÿ лаптăкĕ 58,2 гектар пулнă. 1880 çулта кунта 5 - чул, 210 йывăç пÿрт шутланнă. Хулара тăвар ампарĕсем, хĕрлĕ эрех упрамалли путвал пулнă. Раççейри хуласен строительствисем план тăрăх иртмен. Анчах XIX ĕмĕр пуçламăшĕнче правительство хуласене йĕркене пăхăнса хăпартнă. 1835 çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче Çĕрпÿ планне çирĕплетнĕ. Çакăнтан пуçласа çуртсене асар-писер мар, тĕрĕс йĕркепе çĕкленĕ. Анчах архитектура енчен пăхсан хула ялтан ытлах уйрăлса тăман. XIX ĕмĕр варринчи статистик М.Лаптев çапла палăртнă: “Çĕрпÿре урамсем тирпейлĕ яла аса илтереççĕ”. XIX ĕмĕр варринче хула строительстви хăвăртланнă. 1898 çулта 11 - чул, 319 йывăç пÿрт пулнă. 1908 çулта вара - 14 тата 396. Хулана ешĕл сăн кĕртекенсем те пирвайхи утăмсем тунă. 1866 çулта хула пуçлăхĕн пуçарăвĕпе общество сачĕ йĕркеленĕ. Чечексене патша ячĕ евĕр лартнă, çавăнпа сад Александр ятне тивĕçнĕ. Экономика аталаннă май хула бюджечĕ çулталăкне вăтамран 11,5 процент ÿснĕ. Çакă тирпей-илем кĕртмешкĕн укçа нумайрах уйăрма май панă. Çĕрпÿре пурăнакансемшĕн кашни çуркунне Пысăк Çавал юхан шывĕ урлă каçмашкăн чăрмав пулнă: йывăç каçă çĕмĕрĕлнĕ. Кунта 1910 çулта тимĕр-бетон кĕпер тунă.

 

Аталаннă, вăй илнĕ

XIX ĕмĕрте Раççейре промышленноç капитализмĕ йĕркеленнĕ. Капитализм мануфактури евĕрлĕ предприятисем Çĕрпÿре XIX ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче йĕркеленме тытăннă. 1865 çулта Н.Курбатов купса предприяти уçнă. 1875 çулта унăн 15 станок пулнă, 48 çын вăй хунă. Предприяти 1894 çулта хупăннă. Хула çывăхĕнче Курбатовсен пысăк икĕ арманĕ ĕçленĕ, унта 8 рабочи тăрăшнă. Вĕсенех Пысăк урамра 3 çăкăр склачĕ пулнă. Ф.Баражевăн çăкăр склачĕсенче 20 яхăн çын вăй хунă. 1863 çулта П.Шишовпа П.Зарубин курттăм складсем çĕкленĕ. Унта çулталăкне 27 пин витре таран эрех тасатнă. Икĕ склад та XX ĕмĕр пуçламăшĕнче - эрех монополине кĕртсен - ĕçлеме пăрахнă. Ытти предприятирен земство типографине тата кирпĕч мануфактурине палăртмалла. Пĕчĕк тавар производстви те /ал ăстисен заведенийĕсем/ аталаннă. XIX ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурринче унта икĕ çын çеç тăрăшнă: хуçи тата пулăшуçи. Ун чухне штукатурсем, малярсем, çĕвĕçсем, платниксем... уйрăмах чапа тухнă. Çулсем иртнĕ май хресченсен пĕчĕк промышленноçĕ çĕр ĕçĕнчен уйрăлнă, çĕнĕ предприятисем уçăлнă.

XIX ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче-XX ĕмĕр пуçламăшĕнче хулара общество банкĕ, перекет касси, почтăпа телеграф кантурĕ ĕçлеме тытăннă. 1983 çулхи раштавра библиотека уçăлнă. 1909 çулта земство управин çуртĕнче тата Н.Курбатов килĕнче телефон аппарачĕсем ĕçлеме тытăннă. Вĕсем Шупашкар, Вăрмар, Шĕнер абоненчĕсемпе çыхăннă. Тепĕр икĕ çултан В.Ашмарин трактирĕнче грамофон ĕçлеме пуçланă. Çĕрпÿри тата тăрăхри халăх пурнăçне Тихвин тата Илле ярмăрккисем пуянлатнă. Вĕсене çуллен йĕркеленĕ. Вырсарни, юн кунсерен пасар пухăннă, çынсем хăйсен таварĕсене сутнă. 1912 çулта Çĕрпÿсем Тихвин ярмăрккинче кино курнă. Революцичченхи Çĕрпÿ, вырăс халăхĕпе пуянскер, кÿршĕ саласемпе ялсене культура енчен витĕм кÿнĕ. Унта чăвашсем ытларах пурăннă. 1918 çул пуçламăшĕнче халăх çурчĕ йĕркеленнĕ, каярахпа вăл - коммунистсен клубĕ. Çав çулах, ака уйăхĕнче, медицинăпа санитари уйрăмĕ уçăлнă. 1919 çулхи çу уйăхĕнче ача-пăча лапамĕ йĕркеленĕ. Кĕркунне вĕсен шучĕ 4-а çитнĕ. Çав çулах Ольга тата Мăнастир приючĕсем ача çуртне çаврăннă, пуш уйăхĕнче район библиотеки алăкне уçнă. 1920 çулта çуллахи театр никĕсленнĕ.

 

Хула - район центрĕ

1927 çултанпа Çĕрпÿ - район центрĕ. Вăл шыв тата чукун çул магистралĕсенчен аякка вырнаçнăран предприятисем анлă пĕлтерĕшлĕ пулман. 1929 çулта хула Канашĕн электростанцийĕ ĕçлеме тытăннă. 1931 çулта сĕт-çу завочĕ хута кайнă. 1932 çулта районти механика завочĕ уçăлнă. Хула майĕпен аталаннă, çĕнĕ предприятисем уçăлнă: “Артель” хĕрарăмсен ал ĕçĕпе промысла юлташлăхĕ /1928/, “Çĕнĕ пурнăç” кооператив артелĕ /1928/... Иккĕмĕш пилĕк çуллăхăн вĕçĕнче вутлă армана туса пĕтернĕ. 1937 çулта Пысăк Çавал юхан шывĕнче районти электростанцие çĕклеме тытăннă. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи умĕн Çĕрпÿре типографи, машинăпа трактор станцийĕ, апат-çимĕç комбиначĕ ĕçленĕ, хула Шупашкарпа, Чăваш Енри хăш-пĕр район центрĕпе автомобиль тата чукун çулсемпе çыхăннă. 1931 çулта Шупашкартан Çĕрпĕве педагогика техникумне куçарнă. Вăрçă вăхăтĕнче /1941 çулта/ Калининград облаçĕнчен “Большевичка” пир-авăр фабрикине куçарса килнĕ. 1949 çулта библиотека техникумĕнче занятисем пуçланнă. 50-мĕш çулсен вĕçĕнче ачасем Çĕрпÿри çичĕ класлă икĕ шкулта ăс пухнă. 1958 çулта ачасен музыка шкулĕ уçăлнă, 1906-мĕшĕнче - рабочи çамрăкĕсен вăтам шкулĕ. 1961 çулхи юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче Шупашкарти телекурав центрне хута янă май 1962 çулта Çĕрпÿ хулин тата районĕн çыннисем кашни кун тĕрлĕ кăларăмпа киленейнĕ. 1967 çулта тавра пĕлÿ музейĕ йĕркеленнĕ.

 

Ирина АЛЕКСЕЕВА.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика