Чувашская республика
Официальный портал органов власти
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Уважаемый пользователь.

Данный сайт обновлен и вы находитесь на устаревшей версии. Чтобы просмотреть актуальную информацию, перейдите на новую версию сайта http://www.cap.ru/. Данная версия будет закрыта в ближайшее время. 

Спасибо за понимание.

2012.03.20 Аслă ăру çыннисемшĕн тăрăшни - сăваплă (Хыпар)

Телейлĕ ачалăхне ылханлă вăрçă туртса илнисем пĕчĕклех ĕç тĕлне пĕлсе ÿснĕ. Юхăннă хуçалăха ура çине тăратнă çулсенче чылайăшĕн пĕлÿ тĕнчине туртăнма май та пулман. Çавăнпах-тăр çичĕ е сакăр класлă шкултан вĕренсе тухсан ялтисем çĕр ĕçне пикеннĕ, хуларисем рабочи тумне тăхăннă. Чапшăн çунман вĕсем, халăх ырлăхĕшĕн, çутă пуласлăхшăн тăрăшнă. Чăн та, паттăрсене çĕр-шыв наградисемпе чысланă-ха. Çитĕнĕвĕсемпе ыттисенчен уйрăлса тăманнисене вара асăрхасах кайман, пурте вăй хунă вĕт - пурнăç çапла тума хистенĕ. Ĕçе çамрăклах кÿлĕннĕскерсен стажĕ, вăхăт иртнĕ май, пенсие тухмашкăн кирлĕ виçерен пысăкрах пулнине пăхмасăр, патшалăх чыславĕ çуккипе “Ĕç ветеранĕ” ят паман ун пеккисене, социаллă пулăшу мерисен ирĕкĕпе те тивĕçтермен. Паллах, чунĕсем ыратнă ĕнтĕ ĕмĕрне ĕçре ирттернĕ аслă ăру çыннисен. Анчах мĕнех тăвайăн - федераци саккунĕ çырнинчен иртме çук.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев иртнĕ çулхи юпа уйăхĕнче пĕлтерĕшлĕ йышăну турĕ - “Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ” ят тĕлĕшпе ятарлă Указ кăларчĕ. Асăннă документпа килĕшÿллĕн çак чыс-хисепе тивĕçмешкĕн ирĕк пур граждансен ушкăнĕн йышне ÿстернĕ. Пирĕн хутлăхра пурăнакан пенсионерсем - ĕç стажĕ 40 çулпа танлашакан хĕрарăмсем тата 45 çул производствăра вăй хунă арçынсем - республика бюджечĕ шучĕпе кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен социаллă пулăшу илме тытăнчĕç. Чăваш Республикин ветеранĕсем уйăхсерен 980 тенкĕ, телефон çыхăнăвĕпе, радиопа, телекуравăн коллективлă антеннипе усă курнăшăн тÿленин 50% компенсацине тивĕçеççĕ. Урăхла каласан çулталăкра кашни ветеран 14 пин тенке çывхаракан хушма пулăшу илет.

Пирĕн хутлăхра 26 пин гражданин 40 /хĕрарăмсем/ тата 45 çул /арçынсем/ стаж пухнă. Чăваш Ен Президенчĕн “Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ” ята илмешкĕн ирĕк пур граждансен категорийĕсем çинчен” Указĕ тухиччен вĕсем çак чыса тĕрлĕ сăлтавпа патшалăх тата ведомство наградисене илеймен пирки тивĕçеймен.

Хисеплĕ ятлă пулма тивĕç 26 пин çынран хăшĕ-пĕри социаллă хÿтлĕх уйрăмĕсене заявленисемпе пыман: вĕсем Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин саккунĕсем тăрăх инвалидсене, тыл ĕçченĕсене, тăлăх арăмсене тата ытти ушкăна кĕрекен граждансене паракан социаллă пулăшу мерисемпе усă кураççĕ. Хăйсен кăмăлĕпе ĕç стажне тĕпе хурса ун йышшисене те “Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ” ят параççĕ.

2012 çулхи пуш уйăхĕн 11-мĕшĕ тĕлне пысăк стаж пухнă 12987 çын ветеран ятне тивĕçнĕ, тата тепĕр 861 çын ăна çывăх вăхăтра илĕ. Сăмах май, Элĕк, Вăрнар, Куславкка, Красноармейски, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпÿ, Шупашкар, Çĕмĕрле, Елчĕк, Тăвай районĕсенче, Канаш хулинче “Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ” ят ирĕкĕ пур пенсионерсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтернĕ.

Хăйсене сума сунăшăн хисеплĕ ватăсем чăннипех савăнаççĕ, республика Пуçлăхне чĕререн тав тăваççĕ. Акă Муркаш тăрăхĕнче пурăнакансене удостоверение чаплă лару-тăрура панă чухне чылайăшĕ çапла пĕлтерчĕ: “Правительство награди çук пирĕн, ун пирки эпир шухăшламан та. Хамăр пĕлнĕ пек ир пуçласа каçчен ĕçленĕ, пĕри - фермăра, тепри - хирте, виççĕмĕшĕ - станок умĕнче. Республика Пуçлăхне наградăшăн - пысăк тав”.

Ярославкăра пурăнакан Феоктистия Цветковăн стажĕ - 49 çул. Мăшăрĕ тракторпа ĕçленĕ, арăмĕ - плугарьте. Çемьери тата пĕрлешÿллĕ хуçалăхри йывăрлăхсене иккĕшĕ çурмалла пайланă. “Республика Пуçлăхĕ эпир чăтса ирттернĕ çăмăл мар пурнăçа амăшĕ каласа панă тăрăх чухлать ахăр. Вăл та пирĕн пекех наградăна чылай кĕтнĕ пулĕ. Тавах Михаил Васильевича çак Указшăн”, - тет хĕрарăм.

Унăн шухăшне малалла тăсса: “Хамăрах ĕне сăваттăмăр, кĕтÿ пăхаттăмăр, ирĕн-каçăн дежурствăра тăраттăмăр, - иртнине аса илет Шуркассинчи Римма Пидимирова, ĕмĕр тăршшĕпе фермăра ĕçленĕскер. - Пире манманшăн республика Пуçлăхне - тайма пуç”.

 

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Турхан ялĕнчи Иван Козлов “Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ” ята стажпа илнĕ. Вăл тăван колхоз экономикине тĕреклетессишĕн вăй хунă, татти-сыпписĕр 45 çул ĕçленĕ. “Республика, район ырлăхĕшĕн нумай çул тăрăшса сумлă тÿпе хывнă граждансене патшалăхăмăр манманни, пире, аслă ăру çыннисене, чăннипех савăнтарать”, - тет ветеран.

Валентина Киданова пенсионерка 80 çулта, Патăрьел районĕнче пурăнать. Вăл та пархатарлă та сăваплă пуçарушăн Михаил Игнатьева ырлăх-сывлăх сунать. “Хама хăçан та пулин ветеран тесе йышăнассине ĕненме те пултарайман. Çак куна та пурăнса çитрĕм вĕт. Тавах пурне те”, - тет вăл.

Шел те, уйрăм çынсем ку хутĕнче те ĕç ветеранĕ пулаймарĕç: кирлĕ 40 е 45 çулпа танлашакан стажа çитермешкĕн пĕрин çур çул сахалрах, теприн - виçĕ уйăх. Хăй вăхăтĕнче кĕрĕк арки йăваласа ларман-ха вĕсем - тантăшĕсемпе танах вăй хунă. Анчах ĕçленĕ тапхăра ĕнентермешкĕн май килмен. Урăхла каласан - документ пирки маларах шухăшламан. Ун пеккисен те шанăç пур: Чăваш Ен Президенчĕ иртнĕ çул вĕçĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă “Пĕтĕмпех çын валли тата çыншăн” Çырăвĕнче çакна палăртнă: “...Иккĕмĕш тапхăр - çав ÿсĕме арçынсемшĕн - 40, хĕрарăмсемшĕн 35 çула çити чакарасси - республика экономики, урăхла каласан, эпир пурте тухăçлă ĕçлесе пырсан чи çывăх вăхăтрах пурнăçа кĕрĕ”.

 

Валентина СМИРНОВА.

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика