Чувашская республика
Официальный портал органов власти
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Уважаемый пользователь.

Данный сайт обновлен и вы находитесь на устаревшей версии. Чтобы просмотреть актуальную информацию, перейдите на новую версию сайта http://www.cap.ru/. Данная версия будет закрыта в ближайшее время. 

Спасибо за понимание.

2012.03.14 Пиртен ырри кӑна юлайтӑр пурнӑҫра… (Хресчен сасси)

Республикӑри ача-пӑча сывлӑх центрӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура «Ачалӑх ячӗпе, ачалӑхшӑн» марафон уҫӑлчӗ. Кӑҫалхипе ӑна республикӑра вун ҫиччӗмӗш хут йӗркелеҫҫӗ. Вӑл «Раҫҫей ача-пӑча фончӗ» общество организацийӗн республикӑри уйрӑмӗ пуҫарнипе иртет. Фонд кӑҫал 25 ҫул тултарать.

«Пухмач ҫулсерен тулса пыни ҫынсем сӑваплӑ ӗҫе кӑмӑлтан хутшӑннине, ентешсене йывӑр вӑхӑтра пулӑшма хатӗррине кӑтартать», -тенӗ марафонӑн ҫум председателӗ, Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин комитет председателӗн ҫумӗ Константин Косачев.

Чӑн та, пухмач ҫултан ҫул пуянланни палӑрать. Ҫак сӑваплӑ ӗҫе хутшӑнакансем те нумайланаҫҫӗ. Сӑмахран,2008 ҫупта 6 млн та 658 пин тенкӗ пухӑннӑ пулсан, иртнӗ ҫул – 7 млн та 532 пин тенкӗ ытла. Пӗлтӗр республикӑри предприяти-организацисем те хастар хутшӑннӑ, 5,6 млн тенкӗ хывнӑ.

Марафон тин ҫеҫ старта тухрӗ пулин те унӑн пухмачӗ 144582 тенкӗпе пуянланчӗ. Шупашкарти 2-мӗш ҫӑкӑр завочӗ, сӑмахран, 100 пин тенкӗ укҫа куҫарма пултарнӑ. Ырӑ кӑмӑллисен йышӗнче Константин Косачев та пур. «Пиртен ырри кӑна юлайтӑр пурнӑҫра» тенешкел сӑваплӑ ӗҫе эсир те хутшӑнасса шанас килет, вулаканӑмӑрсем.

 

Валентина ПЕТРОВА.

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика