Чувашская республика
Официальный портал органов власти
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Уважаемый пользователь.

Данный сайт обновлен и вы находитесь на устаревшей версии. Чтобы просмотреть актуальную информацию, перейдите на новую версию сайта http://www.cap.ru/. Данная версия будет закрыта в ближайшее время. 

Спасибо за понимание.

2012.03.13 Атӑлҫи пӑлхарӗсем патӗнче (Хыпар)

1090 ҫул каялла /922 ҫулта/ Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхне Багдадран Араб халифӗн элчи /посолӗ/ килнӗ. Элче ҫыруҫи Ахмед ибн Фадлан пӑлхарсен элтеперӗ /патши/ Алмуш /Шилка ачи/ патӗнче мӗн курни-илтни, вӗсен йӑли-йӗрки ҫинчен ҫырса хӑварнӑ. Пӑлхарсен пурнӑҫ йӗрки мӗнле пулнӑ-ха?

...Ҫими вӗсен /пӑлхарсен/ вирпе лаша ашӗ, анчах тулӑ та, урпа та нумай; кам мӗн акать, ӑна хӑйне валли илет...  Вӗсем урпаран шӳрпе пӗҫереҫҫӗ.

Вӗсем пурте ҫӗлӗкпе ҫӳреҫҫӗ...Элтепер пасар витӗр утпа иртнӗ чух пурте ура ҫине тӑраҫҫӗ, никам та лармасть. 

Пур ҫын та хӑй ҫӗлӗкне хывса хул хушшине хӗстерет. Вӑл вӗсен тӗлӗнчен иртсенех лешсем каллех ҫӗлӗк тӑхӑнаҫҫӗ...

Вӗсем пурте юртӑра пурӑнаҫҫӗ, элтепер юрти ҫеҫ ыттисенчен пысӑкӑшӗпе уйрӑлса тӑрать; вӑл юртӑра пин ҫын е ытларах та вырнаҫать, унта эрмен кавирӗсем сарнӑ. Ун юртин варринче патша пуканӗ пур, ӑна византи парчипе витнӗ.

Вӗсен йӑлисенчен пӗри ҫапла: камӑн ывӑлӗн те пулин ача ҫуралсан ӑна ашшӗнчен малтан аслашшӗ хӑй патне илет те ҫапла калать: «Ӑна ар шутне кӗриччен /ӳссе ҫитиччен/ пӑхса ӳстерме эпӗ ашшӗнчен те тивӗҫрех», - тет.

Вӗсенчен кам та пулин вилсен ун еткерлӗхне ҫав ҫын ывӑлӗсенчен маларах унӑн пӗр тӑван шӑллӗ е пиччӗшӗ илет. Ҫакна пӗлсен эпӗ элтепере ун пек тума юраманни ҫинчен каларӑм, еткерлӗх йӗрки ҫинчен вӑл мӗн ӑнланса иличчен тӑнлантартӑм.

Эпӗ вӗсен ҫӗр-шывӗнчи пек ҫиҫӗм нумай ҫиҫнине урӑх ниҫта та курман. Эхер те пӳрте /юртӑна/ аҫа ҫапсан вӗсем ун патне ҫывхармаҫҫӗ, ӑна мӗнле пулнӑ ҫаплипех, унта мӗн пуррине те, ҫыннипе пурлӑхне те, - пӑрахса хӑвараҫҫӗ, вара ҫавсем йӑлтах ҫӗрӗшсе пӗтиччен те унта пымаҫҫӗ. Хӑйсем ӑна: «Ку - ыпханлӑ ҫын килӗ», - теҫҫӗ.

Вӗсенчен кам та пулин теприне ятарласа вӗлернӗ пулсан вӗсем ӑна уншӑн асаплантарса вӗлереҫҫӗ. Эхер те ӑна асӑрхамасӑр вӗлернӗ пулсан ун валли хурӑн хӑмаран арча тӑваҫҫӗ,   ҫынна ҫавӑнта хупаҫҫӗ те ҫиелтен пӑтапа ҫапса лартаҫҫӗ, виҫӗ икерчӗпе пӗр курка шыв хурса яраҫҫӗ. Вӗсем ун валли виҫӗ пӗренене тӗве йӗнерӗн патакӗсем пек тӑратса лартаҫҫӗ, арчана вӗсен хушшине ҫакаҫҫӗ те калаҫҫӗ: «Эпир ӑна, ҫумӑрпа хӗвел пӗтертӗр тесе, ҫӗрпе тӳпе хушшине хуратпӑр. Тен, аллах каҫарӗ ӑна», - теҫҫӗ. Вӑл вара вӑхӑт иртнӗҫем хӑйне хӑй пӗтичченех, ӑна ҫил вӗҫтерсе пӗтеричченех ҫапла ҫакӑнса тӑрать.

Эхер те темӗн те пӗлекен ӑслӑ ҫынна курсан вӗсем: «Ку ҫын туррӑмӑра кӗлӗ тума пуринчен те тивӗҫлӗрех»,  -  теҫҫӗ. Вара ӑна тытаҫҫӗ те мӑйӗнчен  вӗренпе  йӑлмакласа ҫыхаҫҫӗ, кайран йывӑҫ ҫине ҫакаҫҫӗ. унта вара вӑл татӑкӑн-татӑкӑн татӑлса пӗтичченех ҫакӑнса тӑрать…

...Арҫынсемпе хӗрарӑмсем шыв хӗррине анаҫҫӗ те ҫаппа-ҫарамасланса пурте пӗрле шыва кӗреҫҫӗ, пӗр-пӗринчен нимӗнпе те хуппанмаҫҫӗ, нимӗнле намӑс ӗҫ те тумаҫҫӗ. Эхер те кам та пулин намӑс ӗҫ тусан, вӑл кирек кам пулсан та, ун валли тӑватӑ суха тимӗрӗ ҫапса лартаҫҫӗ, вӗсен ҫумне икӗ аллипе икӗ урине ҫыхса хураҫҫӗ, вара ӗнсерен пуҫласа пӗҫҫисем таранах пуртӑпа касса  ҫураҫҫӗ. Хӗрарӑма та вӗсем ҫавӑн пекех суд тӑваҫҫӗ. Кайран арҫын е хӗрарӑм пӗвӗн кашни татӑкне йывӑҫ ҫине ҫакаҫҫӗ. Шыва кӗнӗ чухне хӗрарӑмсем арҫынсенчен хупланччӑр тесе эпӗ нумай тӑрӑшрӑм, анчах та никама та ӳкӗте кӗртеймерӗм.

Вӗсем вӑрра та аскӑн ӗҫ тунӑ ҫынна вӗлернӗ пекех вӗлереҫҫӗ.

Вӗсен вӑрманӗсенче пыл хурчӗсен йӑвисенче пыл нумай, вӗсем вӑл вырӑна йӑлтах пӗлсе тӑраҫҫӗ те ҫав пыла пухма ҫӳреҫҫӗ...

Вӗсен сутуҫӑ нумай: вӗсем тӗрӗксен ҫӗрне каяҫҫӗ те сурӑхсем илсе килеҫҫӗ, Вису текен ҫӗр-шыва /хӑйсенчен ҫурҫӗрелле/ каяҫҫӗ, унтан кӑшсемпе /собольсемпе/ хура тилӗсем илсе килеҫҫӗ.

...Эпир элтепер патне пырса ҫитсен ӑна Хӗллече текен ҫӗрте чарӑнса тӑнӑ чухне тӗл пултӑмӑр. Ку вӑл виҫӗ кӳлӗ вырӑнӗ, вӗсенчен иккӗшӗ пысӑк, тепри - пӗчӗк /Атӑла юхса кӗрекен Вӑта тата Пасна шывӗсен хушшинчи Ҫутӑ кӳлӗ, Курӑш кӳлли тата Атман кӳлли/.

Ҫакӑнтан хазар ҫӗр-шывнелле юхакан Атӑл текен пысӑк шыв патне пӗр фарсаха /6-7 километра/ яхӑн. Ҫав шыв ҫинче пасар вырӑнӗ пур, унта кирек хӑш вӑхӑтра та халӑх йышлӑ. Унта хаклӑ йышши тавар нумай сутаҫҫӗ... Хазарсен ҫӗр-шывӗнчен карап килсе ҫитсен элтепер юлан утпа тухать те карапра мӗн пуррине шутласа пӑхать, вара пӗтӗм япалан вунӑ пайӗнчен пӗр пайне илет. Эхер те вырӑссем /руссем/ е ьпти йӑх ҫыннисем чурасем илсе килсен элтепер, чӑн та, кашни вунӑ чураран пӗрне суйласа илет...

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика