Иртнӗ эрнере республикӑри ача-пӑча сывлӑх центрӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура "Ачалӑх ячӗпе, ачалӑхшӑн" марафон уҫӑлчӗ. Асӑннӑ мероприятие "Раҫҫей ача-пӑча фончӗ" общество организацийӗн республикӑри уйрӑмӗ пуҫарнипе пирӗн хутлӑхра 1995 ҫултанпа, кӑҫалхипе вун ҫиччӗмӗш хут йӗркелеҫҫӗ.
Унта хутшӑнакансен йышӗ те, пухмач та ҫултан-ҫул ӳссе пырать. Пӗлтӗр, сӑмахран, 1400 ытла предприяти-организаци 5,6 млн тенкӗ хывнӑ. Уйрӑм муниципалитетра ыр кӑмӑллӑх шучӗпе пухӑннӑ укҫана хуҫалӑхӗ ҫунса кайнӑ граждансене пулӑшмашкӑн /Элӗк районӗнче, тӗслӗхрен, 30 пин тенкӗ/, сипленме хушма условисем туса памашкӑн /Ҫӗмӗрле районӗнче/ тӑкакланӑ.
Кӑҫалхи марафон тӗллевӗ - общественноҫа ҫамрӑк ӑрупа ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтусем тӗлӗшпе тимлӗрех пулмашкӑн сӗнесси, йывӑр шӑпаллӑ ачасемпе ҫемьесене хӳтӗлес енӗпе граждансен, ӗҫ коллективӗсен, общество организацийӗсен, пултарулӑх союзӗсен вӑйне пӗрлештересси, ыр кӑмӑллӑха хутшӑнакансен йышне пысӑклатасси.
"Пухмач ҫултан-ҫул пуянланса пыни сӑваплӑ ӗҫе ҫынсем чунпа, кӑмӑлтан хутшӑннине, йывӑрлӑха лекнӗ ентешсене пулӑшмашкӑн вӗсем хатӗррине ҫирӗплетет," - тет марафонӑн ҫум председателӗ, Раҫҫей Федерацийӗн Патшапӑх Думин комитет председателӗн ҫумӗ Константин Косачев. Сӑмах май, "Ачалӑх ячӗпе, ачалӑхшӑн" ыр кӑмӑллӑх юхӑмне кӑҫал та Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев ертсе пырать.
Ҫул ҫитмен ҫамрӑксен тӑнӑҫлӑхӗ тата вӗсен телейлӗ ачалӑхӗ - Чӑваш Ен, Раҫҫей аталанӑвӗн ҫирӗп никӗсӗ. Ахальтен мар-тӑр вӗсен ырлӑхӗшӗн нумай тӑрӑшаҫҫӗ: ҫуллен ҫӗнӗ шкулсем, сад-ясли, вӗренӳ центрӗсем хута каяҫҫӗ, вӗренмешкӗн, ӑс-тӑна ҫивӗчлетмешкӗн, пур енлӗн аталанмашкӑн, спорт занятийӗсенче пиҫӗхмешкӗн, пушӑ вӑхӑта усӑллӑ ирттермешкӗн, сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пымашкӑн условисем туса параҫҫӗ.
Хисеплӗ вулаканӑмӑрсем, сӑваплӑ ӗҫе эсир те тӳпе хывасса, пӗчӗккисен тӗнчине ҫутӑрах, илемлӗрех, вӗсен пурнӑҫне телейлӗрех. савӑнӑҫлӑрах тумашкӑн хӑвӑрӑн чунӑр ӑшшине хӗрхенмессе шанатпӑр.
Валентина Смирнова.