Нарăс уйăхĕн 11-мĕшĕнче Шупашкарти Хĕрлĕ тÿремре иртнĕ патриот акцине Раççей истори çулталăкне халалларĕç. “Раççей яланлăха!” ятпа иртрĕ вăл. Çанталăк килте ларма хистерĕ пулин те халăх сивĕрен хăрамарĕ. Пилĕк пине яхăн çын пухăнчĕ унта.
Мероприяти кĕске митингран пуçланчĕ. Патриот акцине Раççей Геройĕ, Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ Николай Гаврилов генерал-лейтенант “регион аталанăвĕн, халăхсен пĕр шухăшлăхĕн, республика ертÿлĕхĕ лартнă тĕллевсем пурнăçа кĕрессин никĕсĕн уявĕ” тесе палăртрĕ. Çĕр-шыв пуласлăхĕ, малашлăх пирĕн алăра пулнине те аса илтерчĕ.
Николай Гаврилов чĕннипе ятарласа килнĕ хăнана - паллă телеертÿçе, Раççей халăх артистне Леонид Якубовича - пухăннисем тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕç. Вăл пирĕн патра пĕрремĕш хут кăна мар ĕнтĕ.
- Эпĕ Раççейпе мухтанатăп. Пирĕн аслă çĕр-шывăмăрăн историйĕ те мăнаçлă. Эпир - вăйлă Раççейшĕн тата сывă пурнăç йĕркишĕн! - терĕ Леонид Аркадьевич.
Сăмах май, çав кунах “Тĕлĕнтермĕш уйĕ” телевăйă ертÿçи К.Иванов ячĕллĕ чăваш патшалăх академи драма театрĕнче пресс-конференци ирттерчĕ.
Леонид Якубович Шупашкара черетлĕ хутчен килессе пуринчен ытла тĕп хуламăрта пурăнакан Надя Семенова кĕтнĕ-тĕр. Саккăрти хĕр ача пĕлтĕр раштав уйăхĕнче “Тĕлĕнтермĕшсен уйне” хăйне велотренажер кирлине пĕлтерсе çыру янă. Парнене Çĕнĕ çул умĕн илнĕ сусăрскер. Леонид Аркадьевича тав тăвас тесе вăл кукашшĕпе тата кукамăшĕпе шăпах асăннă пресс-конференцие килчĕ те. Телеертÿçĕ хĕр ачан пурнăçĕпе кăсăкланчĕ, велотренажер мĕнле ĕçленине ыйтса пĕлчĕ. Унсăр пуçне тепĕр парнепе - ноутбукпа - хавхалантарчĕ.
- Пирĕн аталаннă экономика пултăр, çурт-йĕрпе спорт керменĕсем çĕкленччĕр, социаллă тытăм вăй илтĕр тесе ĕмĕтленетĕп, - патриот акцийĕ ирттернĕ май йĕркеленĕ митинга малалла тăсса сăмах каларĕ Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ Анатолий Игумнов. Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççей тата Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Аркадий Айдак ял хуçалăх ыйтăвĕсем çинче чарăнса тăчĕ, çĕр-шыв тата республика ертÿлĕхĕ вăл аталантăр тесе тăрăшнине палăртрĕ.
- Маларахрипе танлаштарсан эпир паян чылай лайăхрах пурăнатпăр. Хăнасене сĕтел тулли апат-çимĕçпе кĕтсе илетпĕр, мĕн кирлине лавккасенчен пĕтĕмпех туянма пултаратпăр, - терĕ вăл.
Республикăри спорт аэробикипе фитнес федерацийĕн пĕрремĕш президенчĕ Оксана Вербина Чăваш Енре, Раççейре юлашки вунă çулта пурнăç пахалăхне лайăхлатассишĕн чылай ĕç пурнăçланине асăнчĕ. Шкулсенче физкультурăн виççĕмĕш сехетне кĕртни ачасен сывлăхне ырă витĕм кÿнине палăртрĕ.
Пухăннисем çĕр-шывăмăрта юлашки вунă çулта мĕн тунине сыхласа хăварма ăнтăлнине, нумай нациллĕ Раççей ырлăхĕшĕн ĕçлеме хатĕррине палăртрĕç. Акцие пуçтарăннисем çавăн пекех Раççей тава тивĕçлĕ артисткипе Алена Аппинăпа пĕрле юрларĕç-ташларĕç.
Татьяна НИКОЛАЕВА.