Чувашская республика
Официальный портал органов власти
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Уважаемый пользователь.

Данный сайт обновлен и вы находитесь на устаревшей версии. Чтобы просмотреть актуальную информацию, перейдите на новую версию сайта http://www.cap.ru/. Данная версия будет закрыта в ближайшее время. 

Спасибо за понимание.

2012.02.14 Педагогӑн пурнӑҫпа тан пымалла (Хыпар)

Иртнӗ ҫул вӗренӳ тытӑмӗшӗн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ улшӑнусемпе ҫӗнӗлӗхсен ҫулталӑкӗ пулчӗ. Вӗсем пурте ҫӗр-шыв экономикине аталантарас ӗҫе тивӗҫлӗ тӳпе хывма пултаракан ҫынсем ӳстерес тӗллевпе ҫыхӑннӑ. Ҫав шутра вӗренӗве модернизацилемелли ксмплекслӑ программӑна палӑртмалла. Республикӑн кашни районӗпе хулинче ӑна пурнӑҫа кӗртес тӗлӗшпе курӑмлӑ ӗҫсем туса ирттереҫҫӗ. Вӗсем пирки хаҫатра пӗлтерсех тӑратпӑр. Паян «Хыпар» тӗпелне Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхне Сергей КУДРЯШОВА чӗнтӗмӗр.

-Сергей Владимирович, республика Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев ЧР Патшалӑх Канашне янӑ «Пӗтӗмпех ҫын валли тата ҫыншӑн» Ҫырӑвӗнче ҫапла палӑртнӑ: «Республика пуласлӑхӗ эпир хамӑр ачасем ҫине мӗнлерех пӑхнинчен тата вӗренӳ ӗҫӗӗлӗнчен килет». Ҫавна май чи малтанах тӗп хулара вӗренӗве мӗнлерех йӗркеленинчен пуҫлар-ха.

- Шупашкарта пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 66 учрежденире 45013 ача вӗренет, ку пӗлтӗрхинчен 6,3 процент ыгларах. Вӗсемпе 2934 педагог ӗҫлет. Юлашки ҫулсенче федерацин тата республикӑн тӗрлӗ программине, инноваци проекчӗсене хутшӑнни шкулсен пурлӑх никӗсне палӑрмаллах ҫӗнетме май пачӗ. Пӗлтӗр, акӑ, пӗтӗмӗшле вӗренӳ тытӑмне модернизацилемелли программӑпа килӗшӳллӗн 544,7 пин тенкӗлӗх вӗренӳ-лаборатори, 3394,1 пин тенкӗлӗх вӗренӳ-производство, 4442,9 пин тенкӗлӗх компьютер, 934,7 пин тенкӗлӗх спорт, 162,3 пин тенкӗлӗх медицина оборудованийӗ, 2018,2 пин тенкӗлӗх столовӑй валли тӗрлӗ хатӗр, 573,2 пин тенкӗлӗх вӗренӳ литератури туянтӑмӑр. Паян вӑтамран 13,2 ачана 1 компьютер тивӗҫет. Республикӑри вӑтам кӑтарту урӑхларах-ха: шкулсенче 8,4 вӗренекен 1 компьютерпа усӑ курать. Паллах, ҫакӑнпа танлашма тӑрӑшмалла. Ҫапах та ачасене паха пӗлӳ пама кирлӗ хальхи условисем компьютерсен, сӗтел-пукан е вӗренӳ оборудованийӗн хисепӗ ҫинче кӑна никӗсленсе тӑмалла мар тесе шухӑшлатӑп. Пирӗн саманара хӑйӗн ӗҫӗлӗнче ҫӗнӗ технологисемпе тухӑҫлӑ усӑ куракан тытӑм кӑна хальхи пурнӑҫпа тан пыма пултарнине палӑртмалла. Ҫакна шута илсе ӗҫлетпӗр. Хулари шкулсем пурте Интернетпа ҫыхӑннӑ, кашнинех сайт, электрон почти пур. Эпир информаци уҫҫӑнлӑхӗшӗн. Ку пире вӗренӳ тытӑмне ертсе пырас ӗҫе ашшӗ-амӑшне, общество представителӗсене анлӑрах хутшӑнтарма, ҫавна май вӗрентӳ пахалӑхӗн ҫӗнӗ шайне ҫӗкленме кирлӗ.

- Ӳсӗмсем пур-и?

-  Ачасен пӗлӳ пахалӑхне Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗсем тӑрӑх хаклас пулсан 2011 ҫулхи кӑтартусем ҫакӑн пек: вӑтам балл вырӑс чӗлхипе - 74,27 /республикӑра - 64,8/, математмкӑпа -  60,21   /55,2/.   Мӗн пур экзамена шута илсен 39 выпускник тӗрлӗ предметпа - 100-шер балл, вӗсенчен 1 -мӗш гимнази вӗренекенӗ - вырӑс чӗлхипе, математикӑпа, физикӑпа, 4-мӗш гимназири тата 62-мӗш вӑтам шкулти икӗ выпускник   икшер предметпа 100-шер балл пухма пултарчӗҫ. 18 шкул ачи /2010 ҫулта - 8/ предмет олимпиадин Раҫҫей   шайӗнчи, 197 вӗренекен /157/ республика шайӗнчи ҫӗнтерӳҫисемпе призерӗсем пулса тӑчӗҫ. Хушма вӗрентӗвӗн 6 учрежденине шкул ачисен 80 проценчӗ ҫӳрет.  Ачасен организацийӗсемпе пӗрлешӗвӗсенче 12,5 пин лидер тавра курӑма аталантарать. Шкулсенче ачасен туртӑмне шута илсе йӗркеленӗ 1522 пӗрлешӳ ӗҫлет. 29 пултарулӑх коллективне «Тӗслӗхлӗ» ят панӑ. Пӗлтӗр Шупашкарти шкулсен пӗрлештернӗ команди шкул ачисен спартакиадинче Чӑваш Ен Президенчӗн Кубокне тивӗҫрӗ. Шахмат тата бокс ӑмӑртӑвӗсенче те пирӗн команда пӗрремӗш вырӑн йышӑнчӗ. Пӗлтӗр Чӑваш Республикин Президенчӗн грантне 5-мӗш гимнази, 3-мӗш лицей, 10-мӗшпе 59-мӗш вӑтам шкулсем, 116, 118, 134, 143, 178-мӗш  садиксем,  Ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх керменӗ, ҫамрӑк техниксен станцийӗ тивӗҫрӗҫ. «Тӗп хулари вӗренӳ-2011» проектсен конкурсӗнче ҫӗнтернӗ 4-мӗш гимназипе 44-мӗш лицее, 24-мӗшпе 40-мӗш шкулсене те палӑртса хӑвармалла.

- Лайӑх пӗлӳ парасси чи малтанах педагог пултарулӑхӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ. Вӗрентекенсен квалификацине ӳстерес тӗлӗшпе мӗнле ӗҫлетӗр?

- Юлашки икӗ ҫулта Шупашкарти 10 учителе - вӗрентӳри ҫитӗнӳсемшӗн   Раҫҫей   Федерацийӗн   200 пин тенкӗлӗх премине, шкулчченхи вӗренӳ   учрежденийӗсен   тата   Ачасемпе  ҫамрӑксен   пултарулӑх   кер-менӗн 7 педагогне Чӑваш  Президенчӗн грантне парса  хавхалантарчӗҫ.   2 педагог   Президент стипендине  илсе тӑрать.  6 учитель - Раҫҫей шайӗнчи професси конкурсӗсен ҫӗнтерӳҫисемпе призерӗсем. Педагогикӑра   ӗҫлекенсен шалӑвне ӳстерни  те пуҫарулӑха  аталантарма пулӑшать.

Тӗпрен илсен, вӗрентӳри ертӳҫӗсен тата учительсен квалификацине ӳстерес ыйтупа уйрӑмах тимлӗ ӗҫлеме тӑрӑшатпӑр. Меслет тӗрлӗрен: иртнӗ ҫул Германири Интернаци Союзӗпе Шупашкартм Вӗрентӗвӗн мониторингӗпе аталанӑвӗн центрӗ хушшинчи килӗшӳ тӑрӑх 29 педагогпа ертӳҫӗ ҫак ҫӗршывра стажировкӑра пулчӗҫ; Мускаври Экономикӑн аслӑ шкулӗпе ҫыхӑну тытатпӑр. Педагогсем инҫет вӗренӳ мелӗсене уйрӑмах килӗштереҫҫӗ. Ҫак майпа ӗҫленӗ вӑхӑтрах квалификацие ӳстерме пулать. Пӗлтӗр хулари пин ыгла учитель республлкӑри тӗрлӗ шайра иртгернӗ семинарсемпе «ҫавра сӗтел» калаҫӑвӗсене хутшӑнчӗ. Унта Интернет урлӑ чылай учебник авторӗсемпе ҫӗр-шыври паллӑ ӑсчахсем те тухса калаҫрӗҫ. Ҫак вӗренӳсен витӗмӗ пысӑк. Анчах педагогика коллективӗсем ватӑлса пыни пӑшӑрхантарать. Шкула ҫамрӑксем килеҫҫӗ-ха, шел те, нумай тытӑнса тӑмаҫҫӗ. Ҫивӗч ҫак ыйтӑва патшалӑх шайӗнче татса памаллах. «Вӗренӳ ҫинчен» саккунӑн ҫӗнӗ проектӗнче ҫамрӑк специалистсене Раҫҫей субъекчӗсен шайӗнче пулӑшмалли хушма мерӑсене палӑртнӑ. Кунта пирӗн те, вӗренӳ учрежденийӗсен ертӳҫисен те шухӑшламалли чылай.

-Сергей Владинмрович, «Вӗренӳ ҫинчен» федераци саккунне йышӑнсан шкулчченхи вӗренӳ тытӑмӗнче уйрӑмах пысӑк улшӑнусем пулса иртмелле. Паянхи куна мӗнле те пулин ҫӗнӗлӗхсем пирки калама пулать-и?

- Проектра палӑртнӑ тӑрӑх - шкулчченхи вӗренӳ пӗтӗмӗшле вӗренӳ тытӑмӗн пӗрремӗш пайӗ пулса тӑмалла. Паянхи куна Шупашкарти 128 садике 24039 ача /1-6,5 ҫултисен 75 проценчӗ/ ҫӳрет. Ҫамрӑклӑх бульварӗнчи «Юнитекс» хушма вӗренӳ учрежденине тавӑрнӑ хыҫҫӑн йӗркеленӗ 184-мӗш садикре юсав пырать. 5 ҫемье ача сачӗ, 4 патронат ушкӑнӗ ӗҫлеҫҫӗ. Анчах лару-тӑру ҫӑмӑл теме ҫук - кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне черетре тата 19784 ача тӑрать. Ҫӗнӗ садиксене хута ярсан вӑл чакасса шанатпӑр. «Шупашкар хулин муниципалитет вӗренӳ тытӑмне 2009-2012 ҫулсенче аталантарасси» тӗллевлӗ программӑпа килӗшӳллӗн пӗтӗмпе 2025 вырӑнлӑх темиҫе садик уҫӑлмалла. 1,5-3 ҫулсенчи ача амӑшӗсене компенсаци укҫипе кӑҫал та тивӗҫтерӗҫ.

 

Алина ЛУКИЯНОВА.

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика