Чувашская республика
Официальный портал органов власти
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Уважаемый пользователь.

Данный сайт обновлен и вы находитесь на устаревшей версии. Чтобы просмотреть актуальную информацию, перейдите на новую версию сайта http://www.cap.ru/. Данная версия будет закрыта в ближайшее время. 

Спасибо за понимание.

2012.02.10 Шупашкарăм, шурă Шупашкар… (Çамрăксен хаçачĕ)

2012 çул - Раççей историйĕн çулталăкĕ. Кăçал çĕр-шыв историйĕпе çыхăннă темиçе пулăма паллă тăватпăр. Раççей патшалăхĕ чăмăртаннăранпа 1150 çул çитет. Тăван çĕр-шывăн 1812 çулхи вăрçинче çĕнтернĕренпе икĕ ĕмĕр хыçа юлчĕ. Петр Столыпин политик çуралнăранпа 150 çул иртрĕ.

Раççей - аслă çĕр-шыв. Вăл темиçе çĕр-çĕр халăхран тăрать. Чăваш Ен те Раççейĕн уйрăлми пайĕ. Манăн шухăшпа, кашни çын хăйĕн тăван кĕтесĕн историйĕпе кăсăкланма, ăна пĕлме тивĕç. Çакă çĕр-шыва хисепленине палăртать-çке-ха. Анчах шкул ачисемпе тĕл пулсан шăлт! аптăратăн. Чылайăшĕ республикăра миçе район, миçе хула пулнине те пĕлмест. Çавăнпа Чăваш Енри Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Сĕнтĕрвăрри, Канаш, Куславкка, Етĕрне, Улатăр, Çĕмĕрле, Çĕрпÿ хулисене çитсе килме тĕв турăм. Рубрикăна Шупашкар хулипе уçма шухăшларăм.

 

Историе пĕлеççĕ-и?

 

Урамра иртсе пыракансене çакнашкал ыйту патăм. Вулаканăмăрсене хуравĕсемпе паллаштаратăп.

Татьяна ЕФРЕМОВА, 23 çулта:

- Историрен Шупашкара пирвайхи хут 1469 çулта асăннине çеç ас тăватăп. ГЭС тунă вăхăтра чылай çурт шыв айне пулнине пĕлетĕп. Шупашкар - илемлĕ хула. Манăн шухăшпа, пирĕн хăнасене кăтартмалли, мухтанмалли пур. Вĕсене кÿлмеке илсе кайăттăм. Унта питĕ хитре. Шупашкарти музейсем те чаплă. Оперăпа балет театрĕнче те киленме аван.

 

Валентина ГАВРИЛОВА, 52 çулта:

- Шупашкар историне тĕпĕ-йĕрĕпех тĕшмĕртейместĕп, анчах кăштах пĕлетĕп. Тăван хуламăра хисеплемелле. Унăн историне пĕлменни ăна сума суманнипе танах. Шупашкара 1469 çулта пĕрремĕш хут асăннине, манăн шухăшпа, кашниех пĕлме тивĕç. 1920 çулта вăл - Чăваш автономи облаçĕн центрĕ, 1925 çулта - Чăваш АССРĕн тĕп хули. XVIII ĕмĕрте хулара пушар темиçе хут алхаснине пĕлетĕп. Юлашки 1773 çулта пулнăччĕ ахăр. Ватăлнăçемĕн манса пыратăп çав. Шупашкар историйĕпе тепĕр хут паллашмаллах-тăр.

 

Марина АЛЕКСАНДРОВА, 25 çулта:

- Университетра тăван халăх историне вĕрентрĕç. Çав предметпа экзамен та тытрăмăр. Преподаватель çирĕп ыйтнăран тĕплĕн хатĕрлентĕм. Шпаргалка çырмарăм, пĕтĕмпех ăша хыврăм. Экзаменра “пиллĕк” паллă илтĕм. Анчах халĕ мĕн вĕреннине ас тумастăп. Шупашкара 1469 çулта пĕрремĕш хут асăннине, XVIII ĕмĕрте пушарсем алхаснине манман-ха, анчах пăтăрмахсем миçемĕш çулта пулни пуçран тухса ÿкнĕ. Чиркÿсем çĕкленнине, ГЭС хăпартнине... Пĕрремĕш курсра йăлтах пĕлеттĕм. Шел те, халĕ вĕсене тепĕр хут тĕшмĕртмесĕр ыйтăвăрсене хуравлаймастăп.

Паллах, мана хуравсем туллин тивĕçтермерĕç. Шупашкарта пурăнакансем хула историйĕпе кăсăкланманни кăмăла хуçрĕ.

 

 

“Суаскар” - Шупашкар

 

Йăла тăрăх, хула чăмăртаннă çула çыру çăл куçĕсенче пирвайхи хут асăннипе çыхăнтараççĕ. Вырăс летопиçĕнче Шупашкар 1469 çултанпа, вырăс салтакĕсем Хусан ханствине кайма тухсан унта чарăннăранпа, тĕл пулать. Археологсем Шупашкарта чавса шыранисем хула хальхи вырăнта пулса кайнине çирĕплетеççĕ. Хула X ĕмĕр вĕçĕнче-XI ĕмĕр пуçламăшĕнче Атăлçи Пăлхар вăхăтĕнче никĕсленнĕ. Атăл тăрăхĕнче йĕркеленнĕ хальхи ытти хула пекех Атăлçи пăлхарсен ик çĕр ытла ял-салинчен пĕри пулнă. Меллĕ вырăнта - юхан шывсен хĕрринче - 1000 ытла çул каялла чăвашсем тĕпленнĕ. Вăл вăхăтра йĕри-тавра хальхи мари халăхĕн мăн аслашшĕсем пурăннă. Вĕсем чăвашсене хăйне евĕр ят панă: “суас”. Пĕр верси тăрăх, шăпах çакăнтан “Шупашкар” сăмах пуçланнă. Суаскар - “суассен /чăвашсен/ карталанă вырăнĕ”. Авалхи çармăс “кар” сăмахĕ “карта” тенине пĕлтернĕ. “Суаскар” мари тата чăваш чĕлхисен атланăвĕн витĕмĕпе “Шупашкара” куçнă. Эппин, “Шупашкар” çакна пĕлтерет: “чăваш крепоçĕ, чăвашсен вырăнĕ”. Çак ят “Чепе Суар” сăмахпа пĕрле “çуралнă”. Пăлхар-суварсем хăйсем крепоçа çапла каланă. Тепĕр 500 çултан çак сăмах вырăсла янăрама тытăннă: “Чебоксары”. Çапла майпа хуламăрăн вырăсла ячĕ “Чепе Суартан” /тепĕр майлă - “Пĕчĕк Суар”/ пулса кайнă.

Тепĕр верси çапларах. Алексей Студенецкий /“Паллашăр: Шупашкар” кĕнеке авторĕ/ хулан вырăсла ячĕ чăвашлинчен пулнă тесе шухăшлать. “Шупашкар” “шу” тата “кар” сăмахсенчен “çуралнă”. Тепĕр майлă, шупа /шывпа/ карса илнĕ. Чăннипех те, хула йĕри-тавра шыв пулнă: Атăл, Чебоксарка.

 

 

Аталанать, чечекленет...

 

1555 çулта, Чăваш çĕрĕ Мускав патшалăхне кĕрсен, çĕр-шывăн кăнтăрти чиккине хÿтĕлемешкĕн крепоç хута янă, Шупашкар уесĕ йĕркеленнĕ. Хула Атăл хĕрринче вырнаçнăран суту-илĕве аталантарма меллĕ пулнă. Пĕчĕк юхан шыв Чебоксарка та посад тата ремесла халăхĕн кулленхи нушине тивĕçтермешкĕн самаях пулăшу панă. Хулара кремль те пулнă. Вăл сăрт çинче чи çÿллĕ, хÿтĕ вырăнта ларнă. Хăш-пĕр çăл куç палăртнă тăрăх, кремль патшалăх тилхепине IV Иван тытса пынă вăхăтра çĕкленнĕ.

Введени соборĕ - Шупашкарти пĕрремĕш тĕн çурчĕ. Ăна XVI-XVII ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурринче хăпартнă. 1566 çулта Хаяр Иван патша хушăвĕпе посад çĕрĕ çинче арçынсен мăнастирĕ çĕкленнĕ. 1584 çулта йывăçран хĕрарăмсен Николаевск мăнастирне тунă. Купсасем хăйсем валли чул çурт купаланă. 1625 çулта Шупашкарта 458 çар служащи шутланнă. 1646 çулти пĕтĕмлетÿ тăрăх, посадра 1661 арçын пурăннă. XVII ĕмĕр вĕçĕнче Шупашкар сыхланмалли функцие çухатнă, Атăл çинчи паллă суту-илÿ центрĕ пулса тăнă. Хула чан шăратассипе палăрнă. Шупашкар чанĕсене Раççейре те, Европăра та пĕлнĕ. Суту-илÿ аталанни, православи тĕнĕ сарăлни тата чăваш халăхне тĕне кĕртни хулана лайăх витĕм кÿнĕ, вăл архитектура енчен вăйлă аталаннă. Шупашкарта чиркÿ çĕкленнĕ. Шатрун чанлă тата авалхи эрешлĕ Введени соборĕ паянчченех сыхланса юлнă. XVII ĕмĕр вĕçĕнче мăнастирсем хула тулашĕнче те çĕкленме тытăннă. Хĕвел анăç енче, Атăл хĕрринче, 1672 çулта арçынсен кĕлĕ туса пурăнмалли вырăнĕ йĕркеленĕ пулнă. Кăнтăр енче, сăртсен хушшинче, 1700 çулта арçынсен Сретени мăнастирĕ никĕсленнĕ.

 

Çуннă, кĕлленнĕ... Ура çине пур пĕр тăнă

 

Хăш-пĕр çăл куçа ĕненес тĕк, хулара йывăç çуртсем çĕкленнĕ вăхăтра Чебоксарка юхан шывĕн сылтăм енче Пукрав чиркĕвĕ пулнă. Анчах вăл çунса кĕлленнĕ. 1672 çулта унăн вырăнĕнче чиркÿсене çÿрекен халăхăн укçипе çĕннине çĕкленĕ. Ăна купаланипе хулан малтанхи историйĕ - “йывăç” тапхăрĕ - вĕçленет. Анчах хырпа юман XVII ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче те строительствăри тĕп материал шутланнă. XVIII ĕмĕрте Христос вилĕмрен чĕрĕлсе тăнин, Христос Тÿпене çĕкленнин тата Пукрав чиркĕвĕсем хута кайнă.

XVIII ĕмĕрĕн пĕрремĕш чĕрĕкĕнче хăш-пĕр çар служащине /ухăçăсене, казаксене/ куланай тÿлекен йышне кĕртнĕ. 1723 çулти пĕрремĕш тĕрĕслев кăтартăвĕсем тăрăх, Шупашкарта куланай тÿлекен 1924 çын /арçынсем/ пулнă. XVII ĕмĕр вĕçĕнче-XVIII ĕмĕр пуçламăшĕнче Шупашкар Атăл çинчи паллă суту-илÿ центрĕ шутланнă, 1781 çулта вара Хусан кĕпĕрнийĕн провинци хулин статусне илнĕ. 1767 çулта II Екатерина патша Атăл тăрăх Шупашкар çывăхĕнчен иртнĕ чухне хула сăнĕпе киленнĕ, ăна Чулхуларан илемлĕрех тесе палăртнă. Шупашкар пирки Радищевпа Шевченко та çырнă. Хула капăррине ытти çул çÿревçĕ те асăннă.

XVIII ĕмĕр вĕçĕнче Шупашкар чăваш çĕрĕ çинчи чи пысăк тăрăх шутланнă. Хулара ытларах йывăç пÿртсем пулнă. Ун чухнехи Шупашкар сыхланса юлман. Тустаруллă пушарсем самаях шар кăтартнă. 1704, 1720, 1755, 1758, 1773 çулсенче хулара “хĕрлĕ автан” ташланă. 1773 çулти пушар чылай тăкак кÿнĕ: хула территорин 2/3 пайĕ çунса кĕлленнĕ. Ку Шупашкар аталанăвне япăх витĕм кÿнĕ.

1879 çулта хулара 4498 çын /2308 хĕрарăмпа 2190 арçын/ кун кунланă. Вĕсенчен 2450-шĕ - мещен, 277-шĕ купса, 146-шĕ - дворян. XIX ĕмĕр пуçламăшĕнче промышленноç пуян пулман: хăма çуракан пĕр завод тата темиçе пĕчĕк завод ĕçленĕ. 1880 çулта хулара 783 çурт /вĕсенчен 33-шĕ чулран купалани/, 91 лавкка, 3 училище, 2 больница, 1 банк шутланнă. XVIII-XIX ĕмĕрсенче промышленноçа мар, суту-илĕве ытларах аталантарнă. Çапах хăш-пĕр завод çĕкленнĕ: кирпĕч, сăран, çу, чан кăлараканнисем. Шупашкар салат, хĕрлĕ эрех туса кăларакан центр пулса тăнă.

Шупашкарăн иккĕмĕш планне I Николай император 1829 çулхи çĕртмен 29-мĕшĕнче çирĕплетнĕ. Çак тапхăрта чул çурт ытлах купаламан. XIX ĕмĕрте пĕр чиркÿ, темиçе чиркÿ тăрри, тĕрме, тĕн чиркĕвĕ çĕкленнĕ. Чул çуртсем ĕмĕр вĕçĕнче çеç “чĕрĕлнĕ”. Шупашкарти Ефремов купсасен ячĕпе çыхăннă тăватă çурт паянхи кунчченех сыхланса юлнă.

 

 

XVIII ĕмĕрте - тĕп центр

 

XX ĕмĕр пуçламăшĕнче хулара 5,1 çын пурăннă. Шупашкар 1920 çултанпа Чăваш автономи облаçĕн центрĕ. Ку хула аталанăвне лайăх витĕм кÿнĕ. 1925-1992 çулсенче вăл Чăваш АССРĕн тĕп хули шутланнă. Тĕп хула статусĕ строительствăна аталанмашкăн май панă. Тĕслĕхрен, Тĕп суд çурчĕ /1926 çул, Р.Люксембург урамĕ/, “Хресчен çурчĕ” /1927 çул, К.Иванов урамĕ/ çĕкленнĕ. Вĕсем паянхи кун та пур. 1940 çулта Шупашкарта 40 пин ытла çын кун кунланă, 1958 çулта - 100 пин ытла çын. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хулана Харьковри тата Мускаври электроаппарат завочĕсене эвакуациленĕ. 1941 çулхи чÿкĕн 4-мĕшĕнче каçхине Шупашкар çийĕн пĕр самолет вĕçнĕ, 20 яхăн бомба пăрахнă.

1930-1937 çулсенче хулан Совет Союзĕнчи пирвайхи тĕп планне йĕркеленĕ. Анчах ăна çирĕплетмен. Çакă Шупашкар ГЭСĕн вырăнне тата строительство вăхăтне палăртманнипе çыхăннă. 1987 çулта Шупашкар центрĕнче кÿлмек тунă. Çавна пула ĕлĕкхи хăш-пĕр çурт çĕр питĕнчен çухалнă.

 

Ирина Алексеева.

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика