2012 çул - Раççей истори çулталăкĕ. Ун пирки Раççей Президенчĕ Дмитрий Медведев Указ кăларнă.
Кăçал çĕр-шыв историйĕпе çыхăннă темиçе саманта паллă тăватпăр: Раççей патшалăхне чăмăртанăранпа 1150 çул çитет, Тăван çĕр-шывăн 1812 çулхи вăрçинче çĕнтерÿ тунăранпа - 200 çул, Петр Столыпин çуралнăранпа - 150 çул.
Раççей патшалăхĕ йĕркеленнĕ саманта 862 çулпа çыхăнтараççĕ. Славян тата финн-угор йăхĕсем, хирĕç тăрусемпе вăрçă-харçăран ывăнса çитнĕскерсем, килĕштерсе пурăнасси пирки килĕшÿ тăваççĕ. Ертÿçе вара вырăнтисемпе çыхăнман çынна суйлама тĕв тытаççĕ. Çав çын - Рюрик кнеç пулнă. Унăн йăхĕнчен тухнисем çĕр-шыва çич çĕр çул ытла ертсе пынă.
1812 çулхи çĕнтерÿ тата... Вырăс историйĕнчи паллă пулăм. Вăрçă нихăçан та ырă тумасть. Çĕр-шыв экономикин ун чухнехи çухатăвĕ 1 млрд тенкĕпе танлашнă теççĕ. Çапăçура 300 пине яхăн çын вилнĕ. Раççейĕн хĕвел анăç районĕсем арканнă, çапах та парăнман. Халăхăн пур сийĕ те çапăçусенче паттăрлăх кăтартнă, тăван çĕр-шывĕшĕн пурнăçне шеллемен. Çавăнпа çĕнтернĕ те.
Раççей империйĕн патшалăх деятелĕсенчен пĕри - Петр Столыпин - çуралнăранпа 150 çул çитет терĕмĕр. Пĕр вăхăт асăннă политик манăçлăхра пулнă. Тĕрĕссипе вара историри унăн пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк. Вăл правительствăна çĕр-шыв питĕ йывăр лару-тăрура /Вырăс-яппун вăрçи хыççăнхи тăнăçсăрлăх, унта та кунта - революци вут-хĕмĕ, экономика арканăвĕ тата ытти те/ чухне ертсе пынă. Патшалăх халь-халь арканса каяс хăрушлăх умĕнче тăнă. Шăпах çак тапхăрта çĕр-шыв тилхепине Петр Столыпин, яваплă та харсăр çын, тытни чылай йăнăшпа çухатăва сирсе яма пулăшнă. Петр Аркадьевич ячĕпе çавăн пекех Раççейĕн тахçанхи çивĕч ыйтăвне - çĕр ыйтăвне - татса парасси те çыхăннă.
Иккĕленÿ çук: республикăри вулавăшсемпе музейсенче, клубсемпе шкулсенче Раççей истори çулталăкне халалланă куравсем, тĕрлĕ каçпа тĕл пулу, ытти мероприятисем иртĕç. Пирĕн вара çакăн пек шухăш çуралчĕ: кăçал чăваш кун-çулĕнче те истори тĕлĕшĕнчен паллă самант чылай. Айтăр-ха, вĕсене те аса илер, халăхпа пĕрле паллă тăвар. Хамăрăн юнпа, чунпа çывăх пулăмсем, тен, вĕсем аслă çĕр-шыв шайĕпе ытла пĕлтерĕшлех те мар пек туйăнĕç, çапах та çаксем те пирĕн пысăк тĕнчен, патшалăхăн «картлашкисене» хывма, чикĕсене татма, çыхăнтарма пулăшнă. Аслă Раççей пĕчĕк тытăмсенчен, вун-вун, çĕр-çĕр халăх тĕпленнĕ кĕтессенчен тăрать. Эпир - Раççейĕн пĕр пайĕ, сыпăкĕ. Эппин, хамăрăн историе пĕлни - Раççее хисеплениех.
Айтăр-ха, хăш-пĕр самант пирки аса илер.
1090 çул каялла /922 çулта/ Атăлçи Пăлхар патшалăхне Багдадран Арабсен халифĕн элчи /посолĕ/ килнĕ. Элчĕлĕх çыруçи Ахмед ибн Фадлан пăлхарсен элтеперĕ /патши/ Алмуш /Шилка ачи/ патĕнче мĕн курса илтни, вĕсен йăли-йĕрки çинчен çырса хăварнă.
1552 çул: тепĕр шăпа пуçламăшĕ. Чăваш халăх историйĕн вăрăм тапхăрĕнче касса уçнă тарăн йĕр - 460 çул каялла вырăс патшалăхĕ Хусан ханлăхне тĕп туни, Вăтам Атăл тăрăхне тытса илни. Историри ку чикĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Унччен Мускавпа Хусан вăрçисем Чăваш çĕрне сахал мар инкек-синкек кÿнĕ: хан çарне тăтăшах салтаксем памалла, Чăваш çĕрĕ урлă каçакан çарсене тăрантармалла пулнă.
«Шурча вăрçи» ятпа историе кĕрсе юлнă пăлхану хускалнăранпа кăçал 170 çул çитет. Сăлтавĕсем мĕнпе çыхăннă-ха?
1837-1841 çулсенче патша правительстви патшалăх хресченĕсене тытса пырас йĕркене çирĕплетнĕ. П.Д.Киселев сановник ертсе пынă комисси сĕннипе килĕшсе хресченсене тытса тăмалли ятарлă министерство тунă, ун аппаратне тытма çĕнĕ налук кĕртнĕ, вулăссене пысăклатнă. Общество кĕлечĕсене тырă ытларах хывтарнă, хресчен анисене татса илсе общество анисем тунă. 1840 çултанпа хире çĕр улми ларттарма тытăннă. Çак çĕнĕлĕхсене хресченсем йышăнасшăн пулман. 1842 çулта чăваш тата çармăс хресченĕсем пăлханни историе «Шурча вăрçи» ятпа кĕрсе юлнă.
Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçланиччен Шупашкар промышленноç тĕлĕшĕнчен аталаннă хула пулман-ха. Шăп 70 çул каялла, 1942 çултан пуçласа, Шупашкара индустри сăн-сăпачĕ кĕме пуçланă. Фашистла Германи пирĕн çĕр-шыва тапăнсан фронт çывăхĕнчи тăрăхсенчен тыла 1360 ытла промышленноç предприятине куçарнă. Çав шутран 28 заводпа фабрика е цех Чăваш АССРĕнче тĕпленнĕ.
Республика кун-çулĕнче 2012 çул ытти пулăмпа та палăрса тăрать. Сăмахран, Чăваш чĕлхи кунне 20-мĕш хут паллă тăвăпăр. Чăваш наци конгресне йĕркеленĕренпе 20 çул çитет. Çак тата ытти паллă самантсене аса илмесен, вĕсен пĕлтерĕшĕсене халăх патне çитереймесен пире намăс пулмалла.
Раççей истори çулталăкĕ чăваш кун-çулĕн çулталăкĕ те пултăр.
Надежда СМИРНОВА.