РФ Президенчĕ Дмитрий Медведев 2012 çула Раççей историйĕн çулталăкĕ тесе палăртнă, Указа алă пуснă. Документра палăртнипе килĕшÿллĕн - çакă çĕр-шывăмăрăн тĕнче историйĕн аталанăвĕпе, Раççей кун-çулĕпе кăсăкланакансен йышне ÿстерме тивĕç.
2012 çул историшĕн пĕлтерĕшлĕ пулăмсен юбилейĕсемпе пуян. Пĕрремĕшĕнчен, Раççей патшалăхĕ чăмăртаннăранпа - 1150 çул, Мининпа Пожарский ертсе пынипе поляксене Мускавран хăваласа янăранпа - 400 çул, Тăван çĕр-шывăн 1812 çулхи вăрçи чарăннăранпа - 2 ĕмĕр, Петр Столыпин çуралнăранпа 150 çул çитет. Хальлĕхе РФ Правительствине Раççей историйĕн çулталăкне ирттермешкĕн йĕркелÿ комитечĕ хатĕрлеме хушнă. Ушкăнăн тĕп мероприятисен планне тăратмалла. Çĕр-шывăмăрăн кун-çулне йĕрлекенсемпе çакăн пирки сăмахлас терĕмĕр. Раççей историйĕн çулталăкĕ халăх шухăшлавне витĕм кÿрĕ-ши?
Малека ГАСАНОВА, И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн истори факультечĕн 5-мĕш курс студентки:
- Патшалăх ертÿçи обществăна çапла майпа Раççей историйĕпе кăсăклантарни хавхалантарать. Халăх çĕр-шывăмăр кун-çулĕпе кăсăкланнине ырлатăп. Истори пурăнма вĕрентет. Иртнине пĕлсен пуласлăхри йăнăшсенчен хăтăлма май пур. Унсăр пуçне аслă çĕр-шывăмăрăн çĕнтерÿсемпе пуян историйĕ халăх шухăшлавне паха витĕм кÿрĕ.
Истори факультечĕн студенчĕсен тĕпчев ĕçĕсем университетра вăй хуракансене çеç мар, аслă шкулпа çыхăнура тăманнисене те интереслентерессе шанатăп. Ăслăлăха кÿлĕннĕскерсем вара Раççей историйĕн çулталăкĕпе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ мероприятисене хаваспах хутшăнĕç.
Ирина МЕНЬШИКОВА, Чăваш наци музейĕн директорĕ:
- Музей историпе тачă çыхăннă. Куравсем темиçе ĕмĕр каяллахи пулăма çутатаççĕ. Чăваш наци музейĕ хăнасене ялан хапăл. Унăн филиалĕсем те халăха кĕтеççĕ. Аваллăх управçисен залĕсенче çĕр-шывăмăр кун-çулĕ курăнать. Музей ĕçченĕсем çамрăк ăрăва илĕртес тĕллевпе тĕрлĕ акци йĕркелеççĕ. Сăмахран, кăрлачăн 23-мĕшĕнче çарпа патриот воспитанийĕн уйăхлăхĕ пуçланать.
Раççей историйĕн çулталăкĕпе килĕшÿллĕн йĕркелеме палăртнă мероприятисем 2012 çулăн иккĕмĕш çурринче пуçланĕç. Чăваш наци музейĕ айккинче тăрса юлмĕ. Пирĕн алăксем яланах уçă.
Евдоким ЕГОРОВ, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕ:
- Кăçал 94 çула пусрăм пулин те пурнăçран юлмастăп. Çĕр-шывăмăршăн пурнăçа шеллемесĕр çапăçрăмăр. Паллах, унăн пуласлăхĕ кулянтарать. Çамрăк ăру пирĕн паттăрлăха хисеплеменни те пăшăрхантарать. Терт-нушине самай куртăм. Фронта каймашкăн пушмак та çукчĕ, çăпата сырма тиврĕ. Çапăçусене çĕр-шывăмăрăн çутă пуласлăхĕ çинчен шухăшласа кĕреттĕмĕр. Дмитрий Медведев 2012 çула Раççей историйĕн çулталăкĕ тесе палăртнине, паллах, ырласа йышăнатăп. Массăллă информаци хатĕрĕсенче çĕр-шывăмăр кун-çулĕшĕн пĕлтерĕшлĕ пулăмсене çутатĕç, вĕсен витĕмне палăртĕç, паттăрсене аса илĕç. Халăхăн вĕсен ячĕсене пĕлмеллех.
Евгений ЕФИМОВ, Элĕк районĕнчи Чăваш Сурăм вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ, истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ:
- Кăçал истори учителĕсемшĕн пĕлтерĕшлĕ çул. Дмитрий Медведев йышăнăвĕ Тăван çĕр-шывăмăрăн историне тĕплĕнрех тĕпчес, çĕнĕлĕхсем уçас енĕпе ĕçлеме хистет. Патшалăх кун-çулĕ вырăнти историе тĕпченинчен пуçланать. Сăмахран, 2011 çул Элĕк районĕн историкĕсемшĕн ăнăçлă пулчĕ. Пĕтĕм Раççейри «Пирĕн культура эткерĕ» конкурсăн пĕр номинацийĕнче ентешсем пухса хатĕрленĕ «Элĕк энциклопедийĕ» кĕнеке пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Халĕ районти тавра пĕлÿçĕсем кăларăмăн иккĕмĕш пайĕпе ĕçлеççĕ. Паллах, Раççей шайĕнчи ăмăртури çĕнтерÿ вĕсене хастартарах пулма, сумлă ĕçсем тумашкăн çунат хушать.
2012 çулта истори пĕлтерĕшĕ ÿсессе шанатăп. Кăçал Раççей кун-çулĕнче çырăнса юлнă пулăм нумай. Тĕслĕхрен, 1242 çулхи ака уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чудское кÿлĕре, 1812 çулта Бородино сали çывăхĕнче çапăçусем иртнĕ. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Сталинградшăн юн тăкнăранпа та 70 çул çитет. Раççей историйĕн çулталăкĕпе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ комитет историри пулăмсем пирки ултавлă кĕнекесем кăларакансемпе кĕрешессе шанас килет. Çамрăк ăру тĕрĕссине пĕлтĕр, çĕр-шывпа мăнаçлантăр.
Ольга КАЛИТОВА ыйтса пĕлнĕ.