Чувашская республика
Официальный портал органов власти
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Уважаемый пользователь.

Данный сайт обновлен и вы находитесь на устаревшей версии. Чтобы просмотреть актуальную информацию, перейдите на новую версию сайта http://www.cap.ru/. Данная версия будет закрыта в ближайшее время. 

Спасибо за понимание.

2012.01.13 Умра пысăк тĕллевсем. вĕсене пурнăçлатпăрах!

Улшăнакан тĕнчен улшăнми чăнлăхĕ - Çĕнĕ çула кашниех - ача-пăча-и вăл е яш-кĕрĕмпе хĕр упраç, вăй питти е сумлă ватă - чун хавалĕпе, çутă, çĕнĕ ĕмĕт-шухăшпа, малашлăхлă тĕллевпе кĕтсе илет: ĕнерхине пĕтĕмлетет, ыранхине палăртать. Чăннипех раштавпа кăрлач чикки - паллă пулăмсене, тунă çитĕнÿсене аса илмелли, пуласлăха илсе каякан çулсене тепĕр хут хакламалли вăхăт пулнине никам та хирĕçлемĕ. Эппин, эпир те сыв пуллашнă çула пĕтĕмлетме хăтланса пăхар: мĕнлерех иртрĕ вăл, мĕнпе асра юлчĕ?

2011 çул историре кăткăс, çав вăхăтрах нумай çĕнĕлĕх кÿнĕ, пĕчĕк тата пысăк ĕçсен çулталăкĕ пулнипе çырăнчĕ. Çакна республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн салам-тав сăмахĕнче палăртрĕ: «Эпир Чăваш Енĕн социаллă тĕллевлĕ бюджечĕн тупăшĕсене ÿстернине пула ăна темиçе хутчен çĕнетсе йышăнтăмăр, çавăнпах социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсем палăрмаллах лайăхланчĕç. Республикăра инноваци пысăк проекчĕсене тата социаллă пĕлтерĕшлĕ программăсене пурнăçлама тытăннă, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркеленĕ тата ĕçлекенсен шалăвне ÿстернĕ, çĕнĕ çулсемпе пурăнмалли çурт-йĕр хута янă, çуртсен картишĕсене тĕпрен юсанă, ача-пăчан хальхи вăхăтри спорт площадкисене уçнă. Эпир сывлăх сыхлавне, вĕрентĕве, культурăна тата спорт сферине çĕнетес ĕçе малалла тăсатпăр...»

Ырă пулăмсен темиçе самантне пайăррăн асăнас килет: «Чăваш Республикин 2011 çулхи тата 2012 тата 2013 çулсенчи тапхăрти бюджечĕ çинчен» саккуна çĕнетесси Улатăра монохуласен йышне кĕртсе ăна модернизацилемелли комплекслă инвестици планĕн хăш-пĕр мероприятине пурнăçлассипе, Чăваш Ен Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен ĕç тăвакан чи лайăх влаç органĕсен йышне кĕнипе, бюджет тăкакĕсене эффективлă ÿстермелли программăри мероприятисене пурнăçлассипе тăрăшуллă пулнипе çыхăннă, çавна май федераци бюджетĕнчен уйăракан пысăк суммăна тивĕçнĕ. Унпа пĕтĕмпех уйрăм категорири çынсене сиплевшĕн тÿлеме, агропромышленноç комплексне пулăшма, сыватмăшсене медицина изделийĕсемпе, эмел препарачĕсемпе тивĕçтерме, сусăр çынсене реабилитацилеме техника хатĕрĕсем туянма усă курĕç. Миллиард тенкĕне яхăн хушма укçа республикăн ĕçлес пултарулăхĕ пĕчĕк маррине аван кăтартать.

Тăван республикăмăр ансат мар вăхăтра та Раççейри тата ют çĕр-шывсенчи пысăк инвесторсемшĕн хăйĕн илĕртÿлĕхне упраса хăварма кăна мар, ăна ÿстерме те пултарни малтанхи шухăша çирĕплетет. Чăваш Ен тĕрлĕ сферăра тĕнче пĕлтерĕшлĕ пилот проектсене пурнăçа кĕртекен регион пулса тăчĕ: Çĕнĕ Шупашкарта хĕвел модулĕсен производстви аталанать, пĕрлех ăслăлăхпа тĕпчев центрĕ пулать. Испани бизнесĕн пирĕн çĕр-шыв промышленноçĕн аталанăвне хывакан чи пысăк инвестицийĕ республикăна килет. Çав капашсăр пысăк суммăсем пире лайăх шалуллă ĕç вырăнĕсем йĕркелеме, тĕрлĕ шайри бюджета çирĕплетме мехел параççĕ. Пурăнмалли çурт-йĕр фончĕпе строительстви пысăкланса аталанать, патшалăх пулăшнипех нумай çемье хăтлă хваттерлĕ пулса тăчĕ.

Тÿрех калар - Чăваш Ен ытти енĕпе те унччен çĕнсе илнĕ чикĕсенчен чакмарĕ, умри тĕллевсене пурнăçласа экономикăна вăйлăн аталантармалли çул-йĕртен пăрăнмарĕ. Ĕç тăвакан влаç органĕсен пĕлтĕрхи тухăçлă ĕçне те федераци шайĕнче тивĕçлĕ хаклани эпир кашни отрасльтех тухăçлă-тупăшлă тăрăшма, умри йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма пултарни тениех мар-и? «Çитĕнÿ йăлтах этемрен, пĕр тĕллевпе пурăнакан тата вăй хуракан халăхăмăртан килет» текен ăнлава нумай нациллĕ республикăри кашни çын тĕрĕс ăнланниех, ăна таса кăмăлпа пурнăçлама тăрăшниех, тăнăçлăха тытса тăниех тăван тăрăха малалла талпăнуллă утма хăват парать: Чăваш Ен çĕрĕ çинче пĕлтĕр шкулсем, культура учрежденийĕсем, общество инфратытăмĕн çĕнĕ ытти объекчĕсем, физкультурăпа спорт комплексĕсем çĕкленчĕç. Республика ертÿлĕхĕ çĕнĕ йышши сывлăх сыхлавĕ, паха вĕрентÿ, хуласемпе ялсенче ĕçлеме тата канма хăтлă условисем тума çине тăчĕ, ку енĕпе курăмлă çитĕнÿ турĕ. Ача çураласси палăрмаллах ÿсрĕ, çын вилесси чакрĕ, çакăнпа çыхăннă туртăмсем çулран çул çирĕпленчĕç. Чăвашстат промышленноç, энергетика производствин калăпăшĕ ÿснине, тавар сутассин, общество апатланăвĕн, халăха тĕрлĕ пулăшу кÿрессин кăтартăвĕсем лайăхланнине çирĕплетет. Общество секторĕнче те, уйрăм хуçалăхсенче те выльăх шучĕ упранса юлчĕ, выльăх-чĕрлĕх продукцине туса илессине чакарман...

Политика «анинче» те пĕлтерĕшлĕ улшăнусем пулчĕç. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин иртнĕ суйлаври Патшалăх Канашне янă «Пĕтĕмпех çын валли тата çыншăн» Çырупа тухрĕ. Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Дмитрий Медведев влаçа децентрализацилес /центрти органсен хăш-пĕр правипе функцине вырăнти органсене парас/ Хушăва çирĕплетрĕ, полномочисене çĕнĕлле уйăрассине тапхăрпа, темиçе çулта ирттерме сĕнчĕ. Михаил Игнатьев Пуçлăх çак полномочисене республика хăй çине илме хирĕç маррине пĕлтерчĕ. Çулталăк вĕçĕнче Чăваш Енĕн парламенчĕ çĕнĕ ертÿçĕпе ĕçе кÿлĕнчĕ, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумне - экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрне Иван Моторина республика Правительствин ертÿçи пулма çирĕплетрĕ. РФ Патшалăх Думин аялти палатинче Чăваш Республикинчен тăваттăн ĕçлĕç: Константин Косачевпа Руслан Тихонов /«Пĕрлĕхлĕ Раççей»/, Анатолий Аксаков /«Тĕрĕслĕхшĕн тăракан Раççей»/, Валентин Шурчанов /РФКП/. Республикăра ĕçлĕ çул çÿревпе РФ Президенчĕ çумĕнчи Ача правине хÿтĕлес енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Павел Астахов пулчĕ. ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Хулари стоматологи поликлиникин» васкавлă стоматологи пулăшăвĕн уйрăмне тата питпе янах шăммин амбулаторийĕпе пластика хирургийĕн центрне уçма хутшăнчĕ... Тата ытти вун-вун пулăм.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырура шанăç кÿрекен çакăн пек йĕркесем пур: «Çынран хакли нимĕн те, никам та çук. Эпир çыннăн пурнăç шайне çĕклесси пирки нумай калаçатпăр. Паянхи Çыру хыççăн хамăр тата тăрăшарах ĕçлесе çынсен пурнăç шайне лайăхлатма пултарасси пирки иккĕленместĕп... Эпир сирĕнпе Чăваш Еншĕн мĕн тумаллине пĕлетпĕр. Çав пĕлÿре - пирĕн çĕнĕ вăй тата çĕнĕ шанчăк».

Çĕнĕ çулта та пире çăмăл килмĕ. Малашлăх мĕнле пуласси, каларăмăр ĕнтĕ, пĕтĕмпех хамăртан килет. Мĕншĕн тесен ырă ĕçсен тÿсĕмлĕ тапхăрĕнче вăл япăх пулас çук. Умра - шанчăклăх, çирĕплĕх кÿрекен малашлăх.

 

ЮРИЙ СТЕПАНОВ.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика