Иртсе пыракан çулталăка Раççей космонавтикин ячĕпе хисеплени çĕр-шыв историйĕшĕн, унăн аталанăвĕшĕн çав тери пĕлтерĕшлĕ пулчĕ. Юрий Гагарин тĕнче уçлăхне хăпарнăранпа çур ĕмĕр çитнине шута илсе Дмитрий Медведев Президент ятарлă Указа питĕ вăхăтлă алă пусрĕ. Çакă пирĕн çĕр-шывра пурăнакансене кăна мар, чикĕ леш енче тĕпленнисене те уçлăха чи малтан кам çитнине аса илме-пĕлме, çак тытăм çитĕнĕвĕсемпе кăсăкланма май пачĕ. Шел те, ПНО Тĕп Ассамблейи кăçал çеç ака уйăхĕн 12-мĕшне Этем космоса вĕçнин пĕтĕм тĕнчери кунĕ тесе палăртма йышăнчĕ. Ют патшалăхсем тĕнче уçлăхне тĕпченинче Совет Союзĕ тĕп вырăн йышăннине тавçăрни кăçал Лондон варринче Юрий Гагарин палăкне уçни те кăтартать. Раççей Правительствин Председателĕ Владимир Путин пĕр тĕл пулура: “Космоса парăнтарнинче пирĕн çĕр-шыв тÿпи капашсăр пысăккине ачасемпе çамрăксен пĕлмеллех, паянхи космонавтикăн ÿсĕмĕсем пирки тĕшмĕртмеллех”, - тенĕччĕ. Питĕ тĕрĕс сăмахсем. Çул çитменнисенчен хăшĕ-пĕри космоса никамран малтан хăш патшалăх çынни вĕçнине, вăл мĕн ятлă пулнине тавçăрма та пăрахнăччĕ вĕт. Иккĕленместĕп: шкул, район, регион, çĕр-шыв шайĕнче кăçал йĕркеленĕ мероприятисемпе конференцисем, конкурссемпе олимпиадăсем ÿсекен ăрăва уçлăх çинчен ытларах пĕлме, пĕрремĕш космонавтсенчен тĕслĕх илме хăпартлантарĕç.
Чăваш Еншĕн ку çул уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Паллах, çакна çăлтăрсем патне хăпарнă виççĕмĕш космонавт Андриян Николаев пирĕн республикăра çуралса ÿснипе сăлтавламалла. Çапах вăл кăна мар, Николай Бударинпа Муса Манаров ячĕсем те Чăваш çĕр-шывĕпе тачă çыхăннă. Раççей Геройĕ Николай Бударин шкул ачисемпе, аслă вĕренÿ учрежденийĕсенче ăс пухакан çамрăксемпе тăтăшах тĕл пулчĕ, вĕсене кăсăклантаракан ыйтусене хуравларĕ. Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕн Андриян Николаевăн ячĕпе те нумай тĕл пулу-мероприяти йĕркеленчĕ. Вĕсенчен хăшĕ-пĕрне асăнмасăр иртеймĕн: “Космонавт çулĕпе” чупу, Николаев вулавĕсем, “Тĕнче уçлăхне çул хыватпăр” конкурс, “Советская Чувашия” пуçарнă ăмăрту, дзюдоистсен тупăшăвĕ... Çаксенчен те пĕлтерĕшлĕреххи, сумлăраххи - Андриян пиччемĕрĕн палăкне уçни. Ку ĕç тавра чăваш интеллигенцийĕ нумай калаçрĕ-тавлашрĕ, çапах халĕ Шупашкарта паллă ентешĕмĕрĕн пуç-бюсчĕ кăна мар, тулли палăкĕ пурришĕн пирĕн чунран савăнмалла. Тĕрĕссипе, Андриян Григорьевич монументне Чăваш Енĕн тĕп хулинче кăна мар, Смоленскра та çĕклерĕç. Çакă чăннипех те пархатарлă пулăм.
Тăван республикăмăрта пур çамрăк космонавтсен юхăмĕ, тÿррипе каласан, урăх нихăш регионта та тĕллевлĕ ĕçлемест. Пирĕн тăрăхра пурăнакан ачасемпе çамрăксем отрядсем йĕркелесе пысăк çитĕнÿсем тăваççĕ. Республикăри слетсене, тупăшусене хутшăнса сумлă ятсем çĕнсе илеççĕ, çамрăк космонавтсен пĕрлешĕвĕпе туслă кашни хастарах “çăлтăр” ята тивĕçме ĕмĕтленет, ăна илме вара сахал мар тар тăкмалла. Вăтам шкултан вĕренсе тухакансем çар, авиаци енĕпе аслă пĕлÿ паракан учрежденисен студенчĕсем пулса тăни пушшех мăнаçлантарать. “Юхăм ĕçне кÿлĕнни ачан лидер туйăмĕсене аталантарать, çакă вара пурнăçра çав тери кирлĕ”, - тенĕччĕ Муркаш районĕнчи Юнкă вăтам шкулĕнче тăрăшакан Ирина Киршева аслă вожатăй. Унăн сăмахĕсемпе килĕшмесĕр тăраймăн. Республикăри кашни шкултах çакнашкал пĕрлешÿ пулсан тем пекехчĕ. Паллă ĕнтĕ: ачасенчен кашниех летчик пулаймĕ, авиаци тытăмĕнче те вăй хураймĕ. Ан тив, вĕсем пысăк çитĕнÿсем тума, йывăрлăхсенчен хăрамасăр малалла пуç усмасăр утма хăнăхчăр. Çакă пурнăçăн анлă çулĕ çине тухсан сывлăш пекех кирлĕ вĕт.
Ман шухăшпа, ку тĕлĕшпе 2011 çул ăнăçлă иртрĕ. Ÿсекен ăру уçлăхпа малашне ытларах та ытларах интересленессе шанас килет. Çитес çула та пĕлтерĕшлĕ тытăмпа çыхăнтарасчĕ. Сăмахран, сывлăх сыхлавĕпе. Юлашки вăхăтра “врач йăнăшĕ” ăнлав пирĕн пуçа нихăçан тухаймиех кĕрсе вырнаçрĕ. Унта та кунта тухтăр айăпне пула çын ĕмĕрлĕхех куç хупни çинчен пĕлтереççĕ. Шурă халатлисен Гиппократ сăмахне асра тытса суйланă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласчĕ.
Дмитрий МОИСЕЕВ.