Хисеплĕ ентешĕмĕрсем!
Сире Конституци кунĕпе, Раççейре пурăнакансемшĕн чи пĕлтерĕшлĕ уявсенчен пĕринпе саламлатăп!
Раççей Федерацийĕн 1993 çулта йышăннă Тĕп Саккунĕ пирĕн çĕр-шыври право тытăмĕн тĕп шăнăрĕ, обществăн тăнăç аталанăвĕн никĕсĕ, мирлĕ пурнăçа упраса хăварассипе килĕшӳлĕхĕн паллипе шанăçĕ пулса тăчĕ.
Раççей Конституцийĕ паян Чăваш Ен Правительстви тытса пыракан патшалăх политикин ориентирĕ,çĕр-шывăн пĕлтерĕшлĕ документне тĕпе хурса эпир çынсен пурнăçне лайăхлатма тăрăшатпăр, вĕсен прависемпе ирĕклĕхне, социаллă хӳтлĕхне тата тăнăçлăхне пурнăçлассине тивĕçтеретпĕр. Пирĕн паянхи тĕп тĕллевсенчен пĕри - халăхăн пурнăç шайĕпе пахалăхне лайăхлатасси, экономика аталанăвне ӳстересси, хамăрăн историллĕ аваллăха упрасси, çирĕппĕн малалла талпăнасси, çак тĕллевсен ӳсĕмĕ республикăри кашни çынран, унăн хастар граждан позицийĕнчен тата яваплăхĕнчен килет.
Çĕр-шывăн Тĕп Саккунне пăхăнса çын хăйĕн прависене туллин пĕлет, çав вăхăтрах хăйĕн тивĕçĕсене- Тăван çĕр-шыва хӳтĕлесси, çут çанталăк пурлăхне упрасси, аслă ăрăва хисеплесси, ачасемшĕн тăрăшасси, çĕр-шыв пуянлăхĕшĕн тăрăшса ĕçлессине асра тытмалла.
Нумай нациллĕ Чăваш Ен Раççей Федерацийĕн Конституцийĕ панă хаклăха яланах сума суса упрĕ. Хисеплĕ ентешĕмĕрсем, тăнăçлăх, килте татулăх, çирĕп сывлăх, çĕрсенче ӳсĕм, ыранхи куна шанăçпа кĕтсе илме сунатăп.
Чăваш Республикин
Президенчĕ М.Игнатьев
Дорогие соотечественники!
Искренне поздравляю вас одним из самых важных для россиян праздников – Днем Конституции!
Принятый в 1993 году Основной Закон Российской Федерации стал ядром всей правовой системы в стране, фундаментом стабильного развития нашего общества, залогом сохранения мира и согласия.
Сегодня Конституция России служит ориентиром государственной политики, которую осуществляет Правительство Чувашии. Опираясь на самый важный документ страны, мы стремимся сделать жизнь наших граждан лучше, во главу ставим права и свободу человека, его социальную защиту и благополучие. Сегодня нашей главной целью является повышение качества и уровня жизни населения, дальнейшее динамичное развитие экономики, сохранение бережного отношения к своему историческому прошлому и уверенное движение вперед. Успех в решении этих задач зависит от каждого жителя республики, от их активной гражданской позиции и личной ответственности.
Соблюдая Основной Закон страны, человек прекрасно знает свои права, но в то же время он должен помнить и о своих обязанностях – защищать свое Отечество, бережно относиться к природным богатствам, уважать и почитать старшее поколение, заботиться о детях и работать во благо Родины.
Убежден, многонациональная Чувашия будет и впредь чтить ценности, провозглашенные Конституцией Российской Федерации. Желаю вам, дорогие соотечественники, мира и благополучия в доме, крепкого здоровья, успеха во всех начинаниях, уверенности в завтрашнем дне!
Президент
Чувашской Республики М. Игнатьев