Чувашская республика
Официальный портал органов власти
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Уважаемый пользователь.

Данный сайт обновлен и вы находитесь на устаревшей версии. Чтобы просмотреть актуальную информацию, перейдите на новую версию сайта http://www.cap.ru/. Данная версия будет закрыта в ближайшее время. 

Спасибо за понимание.

2011.12.08 Чăвашринех туянатпăр-ши? (Хыпар)

Питне хĕрлĕ шатра тапса тухнă хĕр пĕрчине амăшĕ больницăна илсе пынă. «Витаминсем çитмеççĕ тесе юраман çимĕç çитернĕ ĕнтĕ, - хĕрхенеççĕ ăна черетре тăракан çамрăк хĕрарăмсем. - Хамăрăн çук пек. Пан улми, ытти улма-çырла та çулсерен тулăх çитĕнет. Халĕ садсене пăхма пăрахнăран нимĕнле «хими» те кĕмест. Экологи енчен тасаскерсене ачасене мĕншĕн çитерес мар?» «Канашра малашне пахча çимĕç тирпейлеме тытăнаççĕ, - савăнса пĕлтерет тепри. - Текех пахчара туса илни сая каймĕ».

Тĕрĕсех. Пирĕн çимĕçе Мускавсем те кăмăллаççĕ, лайăх хак параççĕ. Кăçал та «Ылтăн кĕркунне» куравран 77 медальпе /30-шĕ - ылтăн, 20-шĕ - кĕмĕл/ таврăнчĕç. Награда пĕлтĕрхинчен ытларах.

Вырăнтине сутма «Органика» лавккасен тытăмне туса хуни, районсенче ял хуçалăх пасарĕсем уçăлни, рынокăн çĕнĕ пайне йĕркелеме «Чăваш биопродукчĕ» логотип туни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Анчах халăх хамăрăнне яланах ирĕклĕн туянма пултарать-и? Çук иккен. Чылай сутуçăн çаврăнăçулăхĕ çитмест. Иртнĕ уйăх пуçламăшĕнче ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев Кÿкеçри «Сахарок», «Колокольчик» лавккасенче пулчĕ. Хамăрăн тавара куç умне вырнаçтарма пĕлменнишĕн кунта вăй хуракансене ÿпкев тиврĕ.

Юлашки вăхăтра Михаил Васильевич кунсерен пĕр-пĕр предприятие çитсе рабочисемпе тĕл пулусем ирттерчĕ, социаллă пурнăçпа экономикăри улшăнусене хак пачĕ. Текех Буш «тукмакĕсене» манма вăхăт çитнине систерчĕ, малашне çĕр-шыв, вăл шутра тăван республика та, хăйне чăх ашĕпе, пурăна киле сысна какайĕпе те 100 проценчĕпех тивĕçтерессе çирĕп шантарчĕ. Вырăнти шанчăклă, экологи енчен таса, сывлăха сиен кÿмест. Тĕллеве пурнăçлама майсем çителĕклех.

Президент «Пĕтĕмпех çын валли тата çыншăн» Çырăвĕнче экономика ĕç-хĕлĕнчи тирпейлекен производствăн 12 тĕсĕнчен тăххăрăшĕнче производство индексне ÿстернине, ĕç тухăçлăхĕ 20% ытларах пысăкланнине палăртнă. Чăваш Ен ял хуçалăх производствин хăвăртлăхĕн ÿсĕмĕпе Атăлçи округĕнчи регионсен хушшинче 5-мĕш вырăн йышăнать.

2011 çулхи кăрлач-юпа уйăхĕсенче сысна какайĕ туса илесси - 20,5%, чăх ашĕ 7,2% ÿснĕ. Çулталăк вĕçленнĕ тĕле пĕтĕмĕшле кăтарту 109 пин тоннăна /пĕлтĕрхинчен 1,1% нумайрах/ çитмелле. Çакăнта Шупашкар районĕнчи Çĕнĕ Тутаркасси поселокĕ çывăхĕнчи чăх-чĕп комплексĕ çĕнĕрен ĕçлеме тытăнни, Патăрьелте сысна комплексĕ уçăлни пысăк пĕлтерĕшлĕ. 2012 çулта кашни районта выльăх-чĕрлĕх пăхакан çемье иккĕрен кая мар йĕркеленмелле. Агробизнеса кăмăлланă Шупашкар йĕкĕчĕ Сергей Григорьев Муркаш районĕнче инкубаторпа çулсерен 300 пине яхăн хур чĕппи кăларать. Шел, ытти регион ытларах кăмăллать. «Хыпарта» çырнă хыççăн /30.11.11/ республикăра та чĕпĕ туянакансен йышĕ ÿсессе шанас килет.

Палăртнине такăрлатма майсем пур-ха, анчах яланах экологи енчен таса та пăсăлман какай çиетпĕр-ши? Экспертсем халĕ АПШран, Чернобыль çывăхĕнчен килнисем чăнах сиенлĕ пулнине çирĕплетеççĕ. Çак тĕллевпе çĕр-шыв ял хуçалăх продукчĕ ютран килесрен чикке хупасшăн. Çав вăхăтрах хамăрăн та пахалăхĕпе яланах тивĕçтермест иккен. Сивĕтнĕ чăх ашне нормăпа 5 талăкран ытла тытма юрамасть. Вăхăт иртсен утилизацие ямалла. Чее сутуçăсем ăна вакласа вырнаçтарма тăрăшаççĕ. Çакна Михаил Васильевич тĕл пулусенче çине-çинех палăртрĕ.

Темиçе кун каялла «Шупашкар» пасара ятарласа кĕрсе тухрăм. 5-6 инке чăх ашĕ сутатчĕ. Президент калашле - вакласа та. Кам çирĕплетет, тен, срокĕ чăнласах тухнă? Хĕлле туянакан сахалрах. Ялсенче килĕрен тенĕ пек чăх, кăркка, хур-кăвакал, сысна, пăру пусаççĕ, хулари тăванĕсене те парса яраççĕ.

Пахча çимĕçе те яланах хамăрăн тееймĕн. Ял хуçалăх пĕрлешĕвĕсен, фермерсен хаклăрах сутса кĕсьене хулăнлатса пултăр. Çурçĕре, Çĕпĕре ăсатаççĕ - кам туянни пур пĕрех. Рынок пушă тăмасть. Ытти регионтан, чикĕ леш енчен килет. Çавăнпа «Чăвашрине туянăр» тени кулăшла илтĕнмест-ши е хут çинче çеç юлмасть-ши?

Сĕте шыв е çăнăх хушса сутни те, ытти тĕрĕсмарлăхпа та тĕл пулатпăр. Суя таварпа сутă тунинчен республика бюджечĕ те хур курать. Республика пуçлăхĕ Çырура право йĕркине сыхлакан органсем «Акатуй» тата «СПАР» лавккасенче суя эрехĕн 3 тĕсне /«Старорусская», «Пшеничная», «Выбор. Хлебная»/ сутни çинчен заявлени илнине асăннă. «Малтанлăха ирттернĕ тĕрĕслев тата суту-илÿ ĕçне тишкерни çакна уçăмлатнă: 90 организаци суя эрех сутнă. Япăх пахалăхлă «симĕс çĕлене» пула çулталăк пуçланнăранпа 220 çын вилнĕ», - тенĕ документра.

Рынокра тулашран килекен тавар хамăрăнне хĕстернĕрен, ирĕксĕрех унпа усă курнăран чун тĕпренчĕкĕсем аллергипе е ытти чирпе асапланнăран тĕлĕнме кирлех-ши?

 

Валентин ГРИГОРЬЕВ.

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика