Чувашская республика
Официальный портал органов власти
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Уважаемый пользователь.

Данный сайт обновлен и вы находитесь на устаревшей версии. Чтобы просмотреть актуальную информацию, перейдите на новую версию сайта http://www.cap.ru/. Данная версия будет закрыта в ближайшее время. 

Спасибо за понимание.

2011.11.30 Çăпатан кантри, япалан йĕрки пур (Хыпар)

Паян çĕнĕ йышши технологи, Интернет çын пурнăçĕнче еплерех вырăн йышăннине пурте пĕлетпĕр. Компьютер, телефон, телевизор тата ытти хатĕр кунсерен тенĕ пек аталанса пыраççĕ. Интернет кирек мĕнле ыйтăвăн хуравне те тупма пултарать. Ун урлă тус-юлташпа çыхăнма, аякри тăван-пĕлĕше тупма ансат. Юлашки вăхăтра тата блогсем, форумсем /Чăваш халăх сайчĕ ăна «канашлу» тесе куçарнă/ уçаççĕ. Вĕсенче кăсăклантаракан тĕрлĕ ыйту сÿтсе яваççĕ, ку е вăл пулăм, çын тата ытти пирки «калаçаççĕ».

Интернетпа усă курнă май чăвашла сайтсемпе те паллашма тăрăшатăн. Унта уcăллă хыпар çук мар. Сăмахран, чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри – Чăваш Республикин влаç органĕсен порталĕнче кăçалхи утă уйăхĕнче уçалнă чăвашла çĕнĕ сайт. Вăл хамăр регионăн экономика аталанăвĕн çул-йĕрĕпе, Чăваш Ен пуçлăхĕн, Правительствăн ĕçĕ-хĕлĕпе, тăван халăхăн историйĕпе, культурипе, йăли-йĕркипе паллаштарать. Çавăн пекех сайтра тĕрлĕ пай пур. Унта хаçатсенче пичетленнĕ материалсене вырнаçтарнă. Пысăк тепĕр уйрăмра - баннерсем. Михаил Игнатьев Президентăн Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă «Пĕтĕмпех çын валли тата çыншăн» Çырăвĕ, унăн интерактив кун кĕнеки те пысăк вырăн йышăнаççĕ.

Республикăри, çавăн пекех диаспорăри чăвашсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки каласа параканни вара – Чăваш халăх сайчĕ. Сайтсенчи форумсене, кун кĕнекисене «кĕрсе тухнă» хыççăн акă мĕн cавăнтарать: çамрăк ăрăва тепĕр чухне сивлеме пăхаçĕ пулин те хĕр-упраçа яш-кĕрĕме чăвашлăх, ял, республика, çĕр-шыв аталанăвĕ самай калаçтарать иккен-ха. Вĕсем чăннипех те çивĕч ыйтусене хускатаççĕ, хăйсен шухăшĕсене уççăн пĕлтереççĕ. «Атте-анне» тесе ÿснĕ 20-25 çулсенчи каччăсемпе пикесене паян кун-çул парнеленĕ çынсене ялта та вырăсла чĕнме хăнăхтарни, килте каллех чăвашла калаçманни /район центрĕнче вырнаçнă шкулсене яма хатĕрленеççĕ-ха ĕнтĕ/, шкул пĕтерсе хулана килсен троллейбусра харăс икĕ чĕлхепе перкелешни пăшăрхантарать. Элпи текенскер акă мĕн çырать: «Пĕрле вĕренекен пĕр чăваш манпа яланах вырăсла калаçма хăтланатчĕ. Çапла пĕррехинче чăтаймарăм: санăн аçупа аннÿ çав тери япăх çынсем-и, тен, аслаçу сире намăс кăтартнă? Йĕркеллĕ çынсем тĕк мĕншĕн тăван чĕлхерен вăтанатăн? - тесе ыйтрăм. Çухалса кайрĕ, тепĕр кунне вырăсла чĕнин...» Еплерех ăслă та анлă тавра курăмлă пирĕн çамрăксем. Чăвашлăх чысне хÿтĕлеме те пултараççĕ.

Интернет уçлăхĕнче çынсем пĕр-пĕринпе хутшăнса çыру çÿретни, кирлĕ ыйтăва сÿтсе явни, усăллă сĕнÿ пани лайăх паллах. Анчах акă мĕн шухăшлаттарать. Ытлашши «çÿпĕленмен-и» вĕсем? Мана хамăраннисем пăшăрхантараççĕ-ха. Чăваш халăх сайтнех илер. Ăна йĕркелесе яракана, Николай Плотникова, малтанхи утăмсем тума, паян та ку ĕçе йĕркелесе пыма чăннипех те самал мар. Ăна сивлесе ăс парас теместĕп, унта çыракансем пĕр-пĕрне хисеплемесĕр ытлашши сăмахпа перкелешни, чăваш пуплевне варалани пăшăрхантарать. Правилăсене пăхăнмасăр хăрушла йăнăшсемпе çыраççĕ. Кунта тĕрлĕ пулăмпа шухăша сÿтсе явмалли вырăн тени пуçа мĕн пырса çапать çавна каламаллине пĕлтермест-çке. «Пуç çапма хушсан çамкине шăтарнă» тени пулмасть-ши ку? Калăпăр, нумаях пулмасть кунта чăваш эстрада юррисене шăрантаракан Дипендра Мани Канаш районне концертпа кайсанн ăна «чутах мăйне пăрса яман» текен хыпар тухрĕ. Пăтăрмах ăкă мĕнрен пÿçланнă: залра ларакансенчен пĕри каччă «Кукаçипе куками» юрра пăснăшăн /таса чăвашла юрламанран/ кÿренсе юрăçа чарма шут тытнă... Телее, ĕç-пуç йĕркеллех вĕçленнĕ. Çак информаци хыççăн юрăç пирки клоун, кулăш менекенĕ, чăваш чĕлхине варалаканĕ тесе çырăççĕ. Шел, çыннăн кирек ăçта, çав шутра çырура та, культура, хăйне тытма пĕлни кирли пирки пĕр сăмах та çук. Начаррипе лайăххине уйăрма, хамăра хамăр хисеплеме вĕренсчĕ. Чăвашла сайтсемпе эпир çеç мар, ытти халăх çыннисем те паллашаççĕ ахăртнех.

Паян, 15-20 çул каяллахипе танлаштарсан, хаçат-журнал çырăнса илекенсен, вулакансен йышĕ чакрĕ. Информацие Интернет урлă «шĕкĕлчеççĕ», чуна ыраттаракан ыйтусен хуравне те çакăнтах шыраççĕ. Статистика кăтартăвĕ тăрăх - Раççей халăхĕн 1/3 пайĕ Интернетпа усă курать. Пичет кăларăмĕсем çулсерен хăйсен вулаканĕсен 2 процентне çухатаççĕ. Çĕр-шыври хаçат-журналăн вăтам тиражĕ вара 16 пин экземпляр, ку - Европа шайĕпе пăхас тăк чылай сахалрах. Апла тăк пурнăçпа тан утас, хамăр çамрăксене шăпах чăвашлăхпа кăсăклантарас тесен чăвашла сайт ытларах çеç мар, вĕсем пуянрах, халăха çывăхрах пулни кирлĕ. Унта официаллă мероприятисемпе, ыйтусемпе пĕрлех ахаль çыннăн кулленхи пурнăçĕнче тĕл пулакан пулăмсене те сÿтсе явасчĕ. «Çăпатан кантри, япалан йĕрки пур», - тенĕ ваттисем. Юрать, çĕр-шыври пур сайта та пăхса, тĕрĕслесе-сăнаса тăма май çук тейĕпĕр. Тен, уйрăм çырусене редакцилеме пулать?

 

         Татьяна Кротова

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика