Чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне тата республика халăхĕ патне янă çырупа паллаштарчĕ. Республика аталанăвĕн килес çулхи тĕп çул-йĕрне палăртакан документра сывлăха сыхлас ĕçе тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха модернизацилессине уйрăмах палăртнă. Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май Михаил Игнатьев Çырăва çынсем тĕрлĕрен йышăнассине палăртнă: "Эпир пурте тĕрлĕ вĕт". Çапах та еплерех хаклаççĕ-ха ăна республикăра пурăнакансем?
Альбина ЕГОРОВА, Чăваш Республикин Конкурентлă политика тата тариф енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертуçи:
– "Пĕтĕмпех çын валли тата çыншăн" Çырури тĕп шухăша ятĕнченех ăнланма пулать. Унта пурнăçăн тĕрлĕ енне шута илнĕ, шăнăрĕ çыншăн тăрăшни. Тĕп вырăна çынна кăларни республикăн Социаллă пурнăçпа экономика аталăнăвĕн 2020 çулчченхи стратегийĕнче те сисĕнет. ЧР Патшалăх Канашне янă Çыpypa ку шухăша Михаил Васильевич пушшех палăртрĕ. Президент никама та – çамрăк çемьесем-и вĕсем е аслă çултисем-и – манман. Экономика аталаннă май халăхăн социаллă пурнăçне укçа-тенкĕ ытларах хывма май килет. Çыpyпа Патшалăх Канашне тухиччен темиçе кун маларах çеç республикăн амăшĕн капиталĕ çинчен калакан Указ кăларнăччĕ.
Çынсен пурнăç пахалăхне лайăхлатасси экономикăна тивĕçлипе аталантармасăр, республикăна инвестици килмесĕр пулмасть. Çакна тĕпе хурса ĕçлет паян Чăваш Ен. Çĕнĕ ĕç вырăнĕсем уçăлни çынсен тупăшне ÿстерме май парать.
Вячеслав СИДОРОВ, Шупашкар район администрацийĕн пуçлхĕн çумĕ капиталлă строительство, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ:
Республика Президенчĕ Михаил Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă Çырy чăннипех те витĕмлĕ, ăна халăха мĕн кирлине шута илсе хатĕрленĕ. Чăваш Ен çурт-йĕр хăпартассипе федерацин Атăлçи округĕнче ахаль те лайăх шайра пырать пулин те республика ертÿçи малашлăх валли тата пысăк тĕллев лартать. Вăрçă ветерăнĕсемпе участникĕсен çемйисене çурт-йĕрпе тивĕçтерессине çитес çул татма палăртнă, нумай ачаллă çемьесемпе тăлăхсене те республика манмĕ. Кашнинех пырса тивекен тема, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пирки те Президент сăмах хускатрĕ.
Анатолий ТЕРЕНТЬЕВ, Комсомольскинчи 1-мĕш вăтам шкул директорĕ:
Михаил Васильевич Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çыpypи тĕллевсене ырлатпăр. Шкул çурчĕсене юсас, компьютерсене тата автобус паркне çĕнетес, хăрушсăрлăх тытăмне аталантарас ĕçсене малалла тăсма палăртнине те хапăлласах йышăнатпăр. Иккĕмĕш çул ĕнтĕ Комсомольскинчи 1-мĕш вăтам шкула ятарлă проектпа килĕшÿллĕн юсатпăр. Çĕнелчĕ, вăйланчĕ темелле. Çавăнпах çак тĕллев республика пуçлăхĕн тĕп-тĕрĕс çулĕ. Вĕренни пурнăç тăршшĕпех кирлĕ-çке. Ачасене вĕри апатпа тивĕçтересси те шкулта пурнăçлансах пырать. Куллен çитеретпĕр. Анчах уншăн ăшшĕ-ăмăшĕнчен укçа пухма тивет. Маларах ача пуçне кăштах та пулин уйăратчĕç. Çакă самай пысăк пулăшуччĕ. Автобуссене çĕнетесси те çивĕч ыйту. 2002 çултанпа автобус 3 ялтан ачасене турттарать. Кивелсе те пырать ĕнтĕ. Çĕннине илме черетре тăратпăр.
Мефодий АРХИПОВ, Чăваш Республикин халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçин çумĕ:
ЧР Патшалăх Канашне çуллен яракан Сырура Президент çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелесси Правительствăшăн кăна мар, вырăнти влаç органĕсемшĕн те чи пĕлтерĕшлĕ тĕллев пулмаллине палăртрĕ. (Çĕнĕ производствăсене аталантарассипе программăсем йышăннă май граждансен ĕç вырăнне йышăннисĕр пуçне хăйсен пĕтĕм пултарулăхĕпе, пĕлĕвĕпе усă курмаллине, кăтартмаллине шута илмеллине те асăнчĕ. Пирĕн тытăмра та улшăнусем пуррине палăртмаллах. Ĕçсĕррисен 40 ытла процентне 10 пин тенкĕрен пысăкрах шалуллă вырăнсем сĕнеççĕ. Паян аслă шкултан вĕренсе тухакан çамрăксен хушшинче чăннипех те кирлĕ специалист сахал. Техника специалисчĕсене ытларах хатĕрлемелле.
Никифор НАУМОВ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ: Хăлăхпа влаçăн пĕрлешес пулать. Ĕмĕтленнĕ вăхăт çитрĕ. ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Сырура пĕтĕмĕшле лару-тăрупа паллаштарни килĕшрĕ. Кунта Чăваш Ен ыттисенчен кая ан юлтăр тесе тăрăшни курăнать. Ял хуçалăхне ура çине тăратмаллине палăртнă. Ку, паллах, тĕрĕс тĕллев. Çапах промышленноç аталанăвĕ çинчен сахалрах каланăн туйăнчĕ. Социаллă çурт-йĕр хăпартни пирки ытларах пĕлес килет. Ман шухăшпа, стипенди ыйтăвне сÿтсе явма вăхăт çитнĕ. Вĕренекен çамрăксем малашлăх хуçисем-çке.