40-50 çул каярах ун çинчен илтмен-пĕлмен çын юлман та пулĕ çĕр çинче. Ара, Андриян Николаев хăйпе пĕрле çуралнă яла анчах мар, мĕн пур чăваш халăхне çăлтăрсем таран çĕклерĕ, ĕмĕрлĕхех чапа кăларчĕ. Хăй те Совет Союзĕн Геройĕ ятне икĕ хутчен тивĕçрĕ, историре виççĕмĕш летчик-космонавт пулса палăрса юлчĕ.
Вăхăт иртнĕçемĕн кирек мĕнле пулăм та сĕвĕрĕлет, шупкаланать. Шуршăл та хăй вăхăтĕнче тĕнче илтмелле кĕрлерĕ, шавларĕ. Халĕ вара шăпланчĕ. Хальхи вăхăтра вăл ытти чăваш ялĕ пекех. Космонавтика музейĕ пуррипе çеç вĕсенчен уйрăлса тăрать. Мĕн тери чаплă, хăватлă колхоз та арканчĕ, ял та улшăнчĕ. Çапах та йывăрлăха çĕнтерме пултарчĕ вăл. Урăхла каласан, Шуршăл хăй ятне çĕтермерĕ. А.Николаев ячĕллĕ колхоз вырăнне халĕ урăх хуçалăхсем йĕркеленнĕ: «НамЭко» тата «Сувар». Космонавт ячĕ вара ниçта та çук. Эпир, аслă ăру çыннисем, колхозра ырми-канми ĕçленĕскерсем, çакăншăн пĕр вăхăт самаях пăшăрхантăмăр. Халĕ лăплантăмăр пулас. Ара, кăмăл юлчĕ пулсан та çынсем ĕçлеççĕ вĕт-ха. Пурнăç малаллах шăвать. Ялта çĕнĕ çуртсем çĕкленеççĕ, киввисене çĕнетсе юсаççĕ, машинăсем туянаççĕ, ачи-пăчине укçалла аслă пĕлÿ илме пулăшаççĕ. Ялта ĕçлесе илнĕ укçапа мар, паллах. Çемьене тăрантарас, ытлă-çитлĕ пурăнас тĕллевпе Мускав, Питĕр, Сочи çулĕсене такăрлатать ял-йыш. Çапла, ют çĕрте тар тăкаççĕ, сывлăхĕсене пĕтереççĕ çамрăксем, вăй питти арçынсем, çавăн пекех хĕрарăмсем те.
Ырри пирки те пĕлтерем вулакана. Кăçал Шуршăлсем сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне шкул çуртне тĕпрен юсарĕç: тăррине улăштарчĕç, пластик чÿречесем лартрĕç, вĕренÿ хатĕр-хĕтĕрĕ туянчĕç. Ялти культура çурчĕ тултан та, шалтан та çĕнĕ тум «тăхăнчĕ», хулари керменсенчен пĕрре те кая мар. Больницăна та юсаса çĕнетрĕç.
Çĕнтерÿ – 30 çул урамри 5-мĕш çуртра вара «Кивĕ çурт-йĕр» программа тăрăх юсав ĕçĕсем пуçланчĕç. Ку пĕтĕмпех чуна савăнтарать, малашлăха шанма хавхалантарать. Çавна май ял тăрăхĕн пуçлăхне Владимир Григорьева ырă сăмах калас килет. Тăван ялшăн чунне пама хатĕр Владимир Иванович.
Çитес çул А.Николаев тĕнче уçлăхне вĕçнĕренпе 50 çул çитет. Çак уява пирĕн хастар ĕçсемпе кĕтсе илесчĕ, паттăр ентешĕмĕр ятне ĕмĕр-ĕмĕр асра тытасчĕ. Тăван Шуршăлшăн, мĕн пур чăваш халăхĕшĕн вăл ырă ĕç тунине нихăçан та манар мар!
Алевтина ПЕТРОВА.
Сĕнтĕрвăрри районĕ.