Юрий ПОПОВ, "Вăрнарти аш-какай комбиначĕ" АУО директорĕ: Президент пирĕн ума пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕллевсем лартрĕ. "Пушă шантарусем памастпăр" тени уйрăмах асра юлчĕ. Михаил Игнатьев ял хуçалăх сферинчи лайăх ĕçе палăртрĕ. Çак çитĕнÿсем пире, ял çыннисене, савăнтараççĕ. Хуçалăх ертÿçи пулнă май курăмлă пулăшăва туятăп. Паян çĕнĕ техника, оборудовани туянатпăр, производствăна çĕнететпĕр, продукци калăпăшне ÿстерсе пыратпăр. Çакă пĕтĕмпех патшалăх пулăшнипе пулса пырать.
Николай МАЛОВ, ЧР Патшалăх Канашĕн Экономика политики, агропромышленноç комплексĕ тата экологи енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ: Президент Çырăвне итленĕ май унта чи малтанах çыншăн тăрăшни тĕп вырăнта пулнине асăрхарăм. Çакă лайăх, ман шухăшпа, питĕ тĕрĕс. Президент тĕллев вырăнне палăртнă кăтартусем малашлăх тĕлĕшпе шанăç кÿреççĕ. Шăпах республика пуçлăхĕ ыранхи куна шанни пушшех пĕлтерĕшлĕ, çак шанăç пире те, депутатсен корпусне, Чăваш Енре пурăнакансене, çирĕплĕх кÿрет.
Николай УГАСЛОВ, "Тус" АУО гендиректорĕ: Çыру тулли те пуян. Пĕтĕмпех çын валли, çыншăн – çакă чи кирли. Ку маншăн та, республика çыннишĕн, пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çырура паянхи экономикăна хакланă. Пирĕн резервсемпе ресурссем пур, анчах пире ÿсĕм кирлĕ. Ÿсĕм – пур енĕпе те: экономикăра, социаллă сферăра. Обществăн сывă мĕн пур вăйне, урăхла каласан влаçа, бизнеса, общество организацийĕсене, пĕтĕм обществăна, пĕтĕçтермелле. Пирĕн республикăн пуласлăхĕ лайăх, эпир ытти регионпа танлаштарсан мĕн пур ĕç-хĕлпе яланах малта пулăпăр.
Валерий ФИЛИМОНОВ, "Фармаци" ПУП гендиректорĕ: Чăваш Республики виççĕмĕш ача çуралнă çемьесене хушма 100 пин тенкĕ пама йышăнни савăнтарчĕ. Чи кирли – 2010 çулта палăртнă мĕн пур плана, шантарнине пурнăçлани. Регионăн пĕтĕмĕшле продуктне 199 млрд тенкĕ шайĕнче палăртнăччĕ, паян вара 200 млрд тенкĕ шайне тухатпăр. Урăхла каласан, аталанăвăн кризисченхи шайне çитрĕмĕр. Паян малашлăхри аталану валли никĕс пур ĕнтĕ. Ку енĕпе пирĕн, влаçăн мĕн пур юппин, çине тăмалла, вăй хумалла. Чăваш Ен пуçлăхĕ питех те кирлĕ тĕллевсем палăртрĕ.
Николай ГЛУХОВ, Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ: Чи кирли – пĕтĕмпех çын валли, çыншăн. Чăнах та, паян эпир, пĕтĕм сыпăкри влаç, çынсемшĕн ĕçлетпĕр. Вĕсен ырлăхĕшĕн çулсем тата ача сачĕсем тăватпăр, шкулсемпе сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене çĕнететпĕр, бюджет учрежденийĕсен ертÿçисен шалăвне пысăклататпăр, инвесторсене явăçтаратпăр, ытти енĕпе ĕçлетпĕр. Республикăра пурăнакансем çĕр-шыв тата Чăваш Ен ертÿçисен çак пулăшăвне туясса шанатпăр.
Ирина ПИСЬМЕНСКАЯ, "Россельхозбанк" АУОн Чăваш Енри филиалĕн директорĕ: Республика Президенчĕн Çырăвĕ пире Чăваш Ен экономикине, агропромышленноç секторне аталантарас енĕпе тытса пыракан çула малалла тăсма хистет. Ял хуçалăхĕнчи тавар туса кăларакансен конкурентлăхне çĕклесси, производствăна çĕнетесси, хуçалăх ĕçĕн инноваци формисем, ялсенче пурăнакансене ĕçпе тивĕçтересси – çакă Раççей ВТОна кĕрес умĕнхи вăхăтра питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Чăваш Енри ял хуçалăх продукцине тирпейлекенсен тата аграрисен таварĕсем паян Раççейре те, тĕнче рынокĕнче те нумай позиципе конкурентлă ĕнтĕ. Кунта "Акконд", "Ядринмолоко", "Ольдеевская" агрофирма, Вăрнарти аш-какай комбиначĕн, малашлăхлă ытти компани тĕслĕхĕсене асăнма пулать. "Россельхозбанк" АПКна патшалăх енчен финанспа кредит пулăшăвĕ кÿмелли инструмент пулнă май çак аталану çулĕ çинче пысăк пулăшу кÿрет. Кăçал банк Чăваш Енре уй-хир ĕçĕсене пурнăçлама панă кредитсен виçи 766,8 млн тенкĕпе танлашрĕ – иртнĕ çулхинчен 70) нумайрах. Пĕлтĕрхи шăрăх та типĕ çанталăк кÿнĕ сиене пĕтерес тĕлĕшпе те нумай ĕçленĕ. Паян республика ертÿçисен курăмлă пулăшăвне туйнă май яла укçа хывма ăнтăлакан инвестор нумайлансах пырать. Ку вара АПКн пуласлăхĕ лайăххине, пирĕн ял хуçалăхĕ çĕнелсе пынине, Президент палăртнă тĕллевсем пурнăçланассине пĕлтерет. Çапла пултăр тесе пĕтĕмпех тăвăпăр.
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА, Шупашкар хула пуçлăхĕн çумĕ: Президент Çырăвĕнче – пайăр тĕллев: пĕтĕмпех çын валли, пĕтĕмпех çыншăн. Паллах, мана Çырура республикăн тĕп хулин, Шупашкарăн, ыйтăвĕсем тĕлĕшпе тимлĕ пулни савăнтарчĕ. Пилот проекчĕ малалла тăсăлать – сахал тупăшлă, ачисем садиксене çÿреймен çемьесем малашне те 4330 тенкĕ компенсаци илĕç. Унсăр пуçне Шупашкарта хула бюджечĕн шучĕпе чылай ача сачĕ тума палăртнă. Чăваш Ен Президенчĕ виççĕмĕш е ун хыççăнхи ача çуралнăшăн 100 пин тенкĕ тÿлеме йышăнни те – регион шайĕнче çемьене пысăк укçа хывни. Нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсамалли фонд туса хуни те çемьене пулăшать, мĕншĕн тесен çурт-йĕр хуçисем асăннă ĕçе пурте хăйсен укçипе пурнăçлаймаççĕ. Çырура палăртнă кашни утăм – чăннипех çын валли тата çыншăн.
Владислав ВОЛКОВ, Элĕкри И.Я.Яковлев ячĕллĕ вăтам шкул директорĕ: Çырура çак тĕллев уçăмлă янăрарĕ: ĕç рынокĕнче кирлине кура инженерипе техника професси вĕрентĕвне аталантармалла. Шел, ку енĕпе ырă улшăнусем пур пулин те физика, математика, хими çав-çавах хисепсĕр-ха. Маншăн, вĕрентекеншĕн тата директоршăн, обществăри кăмăл-туйăма улăштарас енĕпе ĕçлени пысăк пĕлтерĕшлĕ.