Конcтантин КОCАЧЕВ, Раççей Патшалăх Думин Çĕр-шывcен хушшинчи ĕçcен комитечĕн предcедателĕ: Мĕн пур цифра - «плюcлă». Çaв «плюссемпе» Чăваш Ен пур енĕпе те тенĕ пекех Раççейри вăтам кăтăртусенчен ирттерет. Промышленноçра та, ял хуçалăх производствипе те, пурăнмалли çурт-йĕр хута ярассипе те, тĕп капитала хывакан инвестицисемпе те... Кирек хăш цифрăна ил - ыттисене пурне те Чăваш Енрен тĕслĕх илмешкĕн сĕнме юрать. Çaкнa ĕнтĕ Чăваш Республикин, Чăваш Енре пурăнакансен ĕç-хĕлĕн тĕп кăтартăвĕ. Çакăншăн Президент халăхĕ тав турĕ. Ман шухăшпа, тав çăмахĕсем аванс шучĕпе мар, ĕç кăтартăвĕсене хакланипе пулчĕç. Эппин, Чăваш Ен, çак çулпа малаллах талпăн!
Вcеволод АГАКОВ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ: Президент Çыpăвĕн тытăмĕ, вăл тарăн та анлă пулни килĕшрĕ. Влаç тивĕçне хамăр халăха пулăшссинче, уншăн ĕçлессинче курни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пĕтĕмпех çын валли, çыншăн пулмаллине Çыpy ятĕнчех пăлăртнă вĕт.
Экономикăн, реçпубликă пурнăçĕн кашни енне тĕплĕ тишкернĕ. Паянхи лару-тăрăвăн çавнашкал тарăн тишкерĕвĕсĕр çĕнĕ тĕллевсене палăртма мăй çук. Çaв тишкерÿ çинче никĕслесе республикăн социаллă пурнăçпа экономикăн малалли аталанăвĕн çулне кăтартнă. Çaв шутра - вĕрентÿре те.
Вĕрентÿ сферинче Президент професси вĕрентĕвĕн тытăмĕпе ĕç паракансен çыхăнăвĕ çинче пусăм турĕ. Пирĕн пысăк пĕлÿллĕ, çав вăхăтрах предприятисем ыйтакан специалистсене хăтĕрлемелле. Президент шăпах çак енĕпе ĕçлеме хиcтет.
Алла САМОЙЛОВА, Президентăн перинаталь центрĕн ертÿçи: Сиплев учрежденийĕн врачĕ пулнă май манăн Президент сывлăх сыхлавĕ пирки каланă сăмахсене палăртас килет. Çапла, паянхи кун тĕлне Чăваш Енре те, çĕр-шывра та ку енĕпе нумай тунă. Республикăра ача çуратасси ÿснипе, çынсем вилесси чакнипе çыхăннă кăтартусем савăнтараççĕ.
Çыpypa вара медицина пулăшăвĕ кÿрессин пахалăхне çĕклес тĕлĕшпе тĕллевсем пысăк. Çaв шутра пациентсемпе медицина ĕçченĕсен хушшинчи ырă хутшăнусене çирĕплетессине те пайăррăн палăртнă. Пĕр енчен, çăкна тăвсси питĕ ăнсат пек, тепĕр енчен - кăткăс. Мĕншĕн тесен çав хутшăнусенче обществăн пĕтĕмĕшле воспитанипе культура шайĕ те сăнарланать. Енчен те эпир пур çĕрте те - çемьере, шкулта, лавккара, урамра - ырă та кăмăллă пултăмăр тăк сиплев учрежденийĕсенчи культура шайĕ те çĕкленĕ. Михаил Васильевич çакăн çинчен те каларĕ. Врачпа пациент хушшинче ăнлану пулсан медицинăра халĕччен мĕн тунин – сывлăх сыхлавне, оборудовани туянма, юсав ĕçĕсем пурнăçлама пысăк укçа хывнин - витĕмĕ тата та пысăкрах, медицинăри пулăшу ĕçĕçем пахарах, халăх сывлăхĕ çирĕпрех пулĕç.
Николай КАЗАКОВ, Чăваш патшалăх филармонийĕн директорĕ, ЧР Композиторсен союзĕн ертÿçи: Çыpypa ял пирки калани савăнтарчĕ. Ял аталансан чăваш пĕтмест тесе шухăшлатăп. Раççей облаçĕсенче нумай ял пĕтнĕ. Президент каларĕ: пирĕн ялсем аталансах пыраççĕ; çулсем, газ, шыв – ялти пурнăç условийĕсем хуларипе танлашрĕç. Ялта уйрăм çынсем те укçа хывса фермăсем тăваççĕ, предприятисем yçаççĕ. Çaвнa май чăваш малашне Мускава каймасăрах укçа ĕçлесе илме пултарас шанăç пур.
Паллах, культура ыйтăвĕсене куçран вĕçертменни те кăмăллă. Культура министерствине пайăр хушусем пачĕ. «Искусствăпа сипленмелле» тениех мĕне тăрать. Тĕрĕссипе, культура пулмасан, ачасене тĕрĕс воспитани памасан лайăх çуртсем çĕклеме пултарнин, ыттин мĕн усси? Ку енĕпе Çыpypa палăртнă шухăшсем килĕшрĕç.
Николай НИКОЛАЕВ, Федерацин травматологи тата ортопеди центрĕн тĕп врачĕ: Президент республикăри социаллă пурнăçпа экономикăра, политикăра тăнăçлăх пурри çинчен каларĕ, çакă пире çывăх вăхăтра кал-кал аталанма май парĕ. Вăл нумай тĕллев палăртрĕ. Республика бюджечĕн 2/3 пайĕ социаллă тĕллевлĕ пулнине палăртрĕ. Çыpypa асăннă программăсенче те социаллă тĕллевсем тĕп вырăнта. Халĕ вара пирĕн вĕсене пурнăçлас енĕпе çине тăмалла. Çaкăн валли никĕс те, çынсен вĕсене пурнăçлас кăмăлĕ те пур.
Ман шухăшпа, çак Çыpy кашни çыншăн çывăх пулмалла, мĕншĕн тесен унти «пĕтĕмпех çын валли, çыншăн» текен лозунг тĕллевĕсем паллă - пурнăç пахалăхне çĕклесси. Çaкă - чи кирли.
Михаил МАРИCКИН, Улатар хула администрацийĕн пуçлăхĕ: Чи малтанах Президент иккĕленÿсĕр çирĕп кăмăллă пулни килĕшрĕ. Вăл çывăх вăхăт валли кăна мар, вăрахлăх тĕллевсене палăртрĕ. Паян хăш енĕпе ĕçлетпĕр, пире мĕн пăшăрхантарать - çав ыйтусене Çыpypa пурне те уçăмлатнă. Çaв шутра чи малта - экономика аталанăвĕ, инноваци ыйтăвĕсем. Социăллă ыйтусене тĕпе хуни пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Михаил Васильевич çитес çулхи кăрлачăн пĕрремĕшĕнчен çул-йĕр фончĕ ĕçлеме тытăнăсси çинчен каларĕ. Эппин, муниципалитетсен çул-йĕр фондне аталантарма укçа пулĕ.
Паллах, Çыpypa Улатăра монохула шучĕпе пулăшассине палăртни кăмăла çĕклентерчĕ. Федераци шайĕнче Улатăр аталанăвĕ валли кăçалах укçа уйăрмалли йышăну пур. Республика Президенчĕ çак ĕçе ырларĕ кăна мар, хулан комплекслă аталану планне федераци шайĕнче хÿтĕлес енĕпе те пысăк ĕç турĕ. Пирвайхи траншсем кăçалах çитмелле. Пĕр сăмахпа, ырă Çыpy, ăна патшалăх тата муниципалитетсен тытăмĕсем кăна мар, республикăра пурăнакан кашни çын хавхаланса йышăнасси пирки иккĕленместĕп.
Валерий ИВАНОВ, «Акконд» АУО гендиректорĕ: Пĕлтĕрхи Çыpy пекех кăçалхи те питĕ мал шухăшлă, аталану сĕмĕллĕ. Ертÿçĕ пулнă май хамшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ нумай саманта палăртрăм. Бизнеса ыранхи куна шанни кирлĕ. Хама илес пуласан хăш енĕпе ĕçлетĕп /кондитер изделийĕсен производстви, ял хуçалăхĕ, ытти/ - çав енĕпех малашне те ĕçлеме юранине илтсе ĕнентĕм. Калăпăр, Çыpypa патшалăх ял хуçалăхне малашне те пулăшса пырасси çинчен каланă. Ку, паллах, шанчăк кÿрет.
Николай КОНОВАЛОВ ыйтcа пĕлнĕ