Чувашская республика
Официальный портал органов власти
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Уважаемый пользователь.

Данный сайт обновлен и вы находитесь на устаревшей версии. Чтобы просмотреть актуальную информацию, перейдите на новую версию сайта http://www.cap.ru/. Данная версия будет закрыта в ближайшее время. 

Спасибо за понимание.

2011.10.26 Сахал мар космонавт тав тунă ăна (Хыпар)

Шкула çÿренĕ чухне тĕрĕс наукăсене кăмăлланă, тимĕр-тăмăрпа аппаланма килĕштернĕ Женя каярахпа хăйĕн пурнăçĕнчи 30 çулĕ тĕнче уçлăхне тĕпчессипе çыхăнма пултарасси, хĕсмечĕ Плесецк космодромра иртесси çинчен шухăшламан та.

Халĕ, унтанпа чылай вăхăт иртнĕ хыççăн, Вăрнар районĕнчи Хапăсри вăтам шкулта хăйсен ĕçне чунран парăнса тăвакан вĕрентекенсем нумай пĕлме тăрăшакан, çĕнĕ техникăпа ыттисенчен ытларах кăсăкланакан, пур предметпа та лайăх вĕренекен çамрăкăн пуласлăхĕ космонавтикăпа çыхăнассине малтанах туйса тăнине ун чухнех аван тĕшмĕртнине пытармарĕç: физика, математика, вырăс чĕлхипе литератури, астрономи, истори, географи предмечĕсемпе класс журналĕнчи унăн хушамачĕ тĕлĕнче ялан «5» пулнă. Тĕнче уçлăхне парăнтарнă малтанхи космонавтсен паттăрлăхĕпе хавхаланнă чылай ачан чун-чĕринче вĕсем пек пулас вăрттăн туртăм, ырă туйăм-ĕмĕт çуралнах ĕнтĕ. Анаткас Хапăсри Шашкинсен туслă çемйинчи аслă ывăлĕ Евгений вĕсен тĕслĕхĕпех çирĕп сывлăхлă, анлă тавра курăмлă çынсем кăна хăйсен çутă тĕллевне пурнăçлама пултарнине ялан асра тытса хăйне куллен пиçĕхтерме, тата тăрăшуллăрах вĕренме ăнтăлнă. Çакна асăрханă класс ертÿçи Маргарита Аверкиевна Осипова, математика учителĕ, хăйĕн юратнă вĕренекенне ăсату каçĕнче темиçе кĕнеке парнелет. Иккĕшĕ чылайччен малашлăх çинчен калаçаççĕ. Сăмах май, паянхи кун та ырă туйăмпа аса илет хăйĕн пирвайхи вĕрентекенне Таисия Алексеевна Цветковăна, пĕлÿ тĕнчине илсе кĕнĕ ытти аслă юлташне пурнăç тĕллевне тупма, ăна чыслăн пурнăçлама пулăшнăшăн пуç тайса тав тăвать космос çарĕсен ветеранĕ Е.Шашкин подполковник.

Шкулпа сыв пуллашнă хыççăн Хусанти А.Туполев ячĕллĕ авиаци институтне вĕренме кĕрет чăваш ачи. Физикăпа экзамен йышăнакан профессора тĕлĕнтерет вăл: аудиторие кĕнĕ çамрăк билет ыйтăвĕсене пач хатĕрленмесĕр, тÿрех хуравлама тытăнать. «Шел, вĕренÿ шайне хакламалли балсен шутĕнче «улттă» е ытларах балл çук, сирĕн пĕлÿ шайĕ пысăк, - тет ăна профессор хуравлама чарса. - Кун пекки манăн пурнăçра питĕ сахал пулнă...» Каярахпа та куçран «вĕçертмен» ăсчах пултаруллă çамрăка - наука конференцийĕсенче тĕрлĕ темăпа докладсем тутарттарнă, студентсен конструктор бюровĕн ĕçне хутшăнтарнă. Вĕçекен аппаратсен двигательне çĕнетессипе çыхăннă диплом проектне студент техника ăслăлăхĕсен кандидачĕ А.Губайдуллин ертсе пынипе хатĕрленĕ. Наукăри пысăк тĕпчев ĕçĕ пек хакланă ăна патшалăхăн экзамен комиссийĕ: институтăн Ăслăлăх Канашĕ чăваш каччине иккĕмĕш степень Дипломпа наградăланă, укçан преми панă. Институтран хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухнă аслă пĕлÿллĕ специалиста 1979 çулхи кăрлачăн 25-мĕшĕнче СССР Оборона министерствин приказĕпе «Инженер-лейтенант» звани парса Плесецк космодромри ун чухнехи ракетăпа космос комплексĕн çĕнĕ техникине сăнаса тĕпчекен çар чаçĕнче çĕр-шыв умĕнчи таса тивĕçне пурнăçлама хушаççĕ.

«Çапла эпĕ сăнавçă-офицерсен мухтавлă коллективне лекрĕм, - тет Евгений Владимирович. - Çар техники чăн пурнăçра «хăйне мĕнле тытнине» тĕпченĕ чухне çĕнĕ кÿртĕмпе хушу сахал мар. Чылай чухне стандартлă мар йышăну тума та, сăмахран, ку е вăл космос карапне сăнанă чухне пач çĕнĕ, комплекс тытăмĕнче çук урăх тĕрĕслев приборĕсемпе усă курма тивет». А.Батов аслă лейтенантпа пĕрле пирĕн ентеш пухса хатĕрленĕ ятарлă прибор çар чаçĕнче ирттернĕ офицерсен ăсталăхĕн техника куравне хутшăннă. Вăл аслă командование тÿрех кăсăклантарать: тĕплĕнрех хатĕрлесе Плесецк космодромри куравра кăтартма сĕнет. Кунтан ăна Мускава, стратеги пĕлтерĕшлĕ ракета çарĕсен /каярахпа - Космос çарĕсен/ главкоматне ăсатнă. 1980 çулта Совет Союзĕнчи Халăх хуçалăх çитĕнĕвĕсен куравĕнче /ВДНХ/, «Çамрăксен наука-техникăри пултарулăхĕ» пайра кăтартаççĕ. Авторĕсем, çав шутра - пирĕн тĕрленчĕк сăнарĕ те, асăннă куравăн бронза медальне тивĕçеççĕ. Тепĕр çултан прибор ăсталакансене артиллерин тĕп маршалĕ В.Толубко приказпа тав тăвать. Ку - ентешĕн хĕсметĕнчи пĕр пĕчĕк тĕслĕх çеç. 200 ытла изобретени сĕнĕвĕ панă вăл, 93-шне рационализаторсен сĕнĕвĕ тесе йышăннă, чылайăшĕшĕн автор свидетельстви илнĕ. Вĕсене пурне те пурнăçа кĕртнĕ.

Ĕçне кура - чысĕ, сумĕ. Мĕн тĕрлĕ награда çук Е.Шашкин подполковникĕн: Совет Союзĕн тата Раççей Федерацийĕн Оборона министерствисен, Космос çарĕсен командованийĕн наградисем, Ю.Гагарин ячĕллĕ космонавтика федерацийĕн Президиумĕн Дипломĕ... Анчах пуринчен те хаклăраххи, пĕлтерĕшлĕреххи - Г.Титов генерал-лейтенант /иккĕмĕш космонавт/ парнеленĕ сехет. Инкеклĕ лару-тăрура çухалса каймасăр хăйне пăхăнса тăракансене вилĕмрен хăтарнăшăн тивĕçнĕ ăна вăл. Герман Степанович хăй аллипе парнеленĕ тĕлĕнмелле çак сехет /ун пекки тĕнчере те 100 кăна/ хăй вăхăтĕнче тĕнче уçлăхĕнче пулнине палăртни те вырăнлă.

Аллăмра - РФ Оборона министерствин «Плесецк космодром» патшалăх сăнав космодромĕн пуçлăхĕ О.Майданов генерал-майор Е.Шашкин подполковник ячĕпе çырнă хаклав хучĕ: «75106-мĕш номерлĕ çар чаçĕнче хĕсметре тăнă чухне Е.Шашкин аслă инженер-подполковник хăй çирĕп дисциплинăллă, тарăн пĕлÿллĕ, хушнине вăхăтра, тĕплĕ пурнăçлакан офицер пулнине çирĕплетрĕ, тивĕçĕсене питĕ аван пĕлет, ăсталăхне ÿстерсех пырать. 1985 çулта «Мастер» квалификацие хÿтĕлерĕ. Хăйне пăхăнакансене кăткăс техникăна алла илме пулăшать. 1990 çулта «Çапăçури тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» медальпе наградăланă...» Тата ытти ырă нумай сăмахпа хаклать Олег Владимирович Евгений Владимировичăн хĕсметне.

Космос çарĕсенче иртнĕ 30 çулта космосăн 500 ытла объектне тĕнче уçлăхне кăларма хутшăннă вăл, тĕрлĕ аварие тĕпчекен комисси йышĕнче пулнă, юлташĕсене те çухатнă... Тем те пулнă унăн пурнăçĕнче. Вун икĕ çул каялла çар тумне хывнă вăл. «Манăн пурнăç çулĕ çапла пулнишĕн, ăс-хакăлăма космонавтикăна халалланăшăн нимĕн чухлĕ те ÿкĕнместĕп, - терĕ вăл манпа сыв пуллашнă май. - Плесецкри космодромра иртнĕ хĕсмет йывăрлăхне мăшăрăм Татьяна Станиславовна манпа пĕрлех чăтса ирттерчĕ. Мирный хулинче Галина, Ирина хĕрĕмĕрсем çуралчĕç, унти шкултан вĕренсе тухрĕç. Вĕсем мана ялан пулăшса пынă...»

Пакунсене хывнă пулин те пĕр самант пушă ларнине кураймăн ăна: тĕрлĕ вăхăтра Байконур, Капустин Яр, Свободный тата Плесецк космодромсенче хĕсметре тăнисен Шупашкарти пĕрлĕхĕн ĕçне хастар хутшăнать, вĕсенче çар тивĕçне пурнăçланă ентешсемпе паллаштаракан кĕнеке валли материал пухать, шкулта вĕренекенсемпе тăтăш тĕл пулса космонавтика темипе калаçусем, викторинăсем ирттерет. Вăл пуçарнипе нумаях пулмасть акă кăçалхи Космонавтика çулталăкне халалласа республикăри шкул ачисен хушшинче Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче «Хăвăн çăлтăрна туп» курав иртрĕ. Унти 26 шкулти 5-17 çулсенчи 519 ытла ача хăйĕн ĕçне сĕннĕ. Çĕнтерÿçĕсене чысланипе пĕрлех тупăшăва хутшăннисене те парнесĕр хăварман.

Чылайранпа пĕлетпĕр эпир пĕр-пĕрне. Иксĕмĕре те космос çарĕсенче хĕсметре пулни çыхăнтарчĕ. Çапах унăн хастарлăхĕнчен, вăл пурнăçа, ачасене тата вăхăта хаклама пĕлнинчен тĕлĕнме пăрахаймастăп.

 

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика