Чувашская республика
Официальный портал органов власти
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Уважаемый пользователь.

Данный сайт обновлен и вы находитесь на устаревшей версии. Чтобы просмотреть актуальную информацию, перейдите на новую версию сайта http://www.cap.ru/. Данная версия будет закрыта в ближайшее время. 

Спасибо за понимание.

2011.10.14 Тĕнче уçлăхĕ илĕртет (Ҫамрӑксен хаҫачӗ)

Муркаш районĕнчи Юнкă вăтам шкулĕнче 174 ача ăс пухать, вĕсенчен чылайăшĕ çамрăк космонавтсен “Юнга” отрядне çÿрет. Вĕренекенсем республика шайĕнче иртекен конкурссемпе фестивальсене куллен хутшăнса мала тухаççĕ, аттестат илнисем Мускаври, ытти хулари авиаци, техника енĕпе ятарлă пĕлÿ паракан институт-университетра ăсталăха туптаççĕ.
Юнкăри С.М.Михайлов ячĕллĕ вăтам шкулта çамрăк космонавтсен отрячĕ 2005 çулта ĕçлеме пуçланă. Тĕрĕссипе, пĕлÿ çуртĕнче тĕнче уçлăхĕпе çыхăннă кружок унчченех пулнă - ачасем Юрий Самушков педагогпа пĕрле ракетăсем ăсталанă. Ирина Киршева аслă вожатăй та республика шайĕнче пурнăçланакан “Космос инçечĕ пире йыхравлать” программăна çийĕнчех шĕкĕлченĕ.
- Эпĕ Совет тапхăрĕнче ÿснĕ, пионер организацийĕн витĕмĕпе пĕве кĕнĕ. Анчах ун чухне мĕн пур ĕçе вăйпа хистесе тутаратчĕç, халĕ вара ачасем хăйсем кăсăкланаççĕ, ракета макечĕсене ăсталаççĕ, конференцисене хатĕрленеççĕ, конкурссенче çĕнтерме ăнтăлаççĕ. Уроксем хыççăн 4-5 сехетченех аппаланатпăр, - калаçу пуçарчĕ Ирина Валериановна.
Вĕçев аппарачĕсен моделĕсене шăпăрлансем хăйсемех шухăшласа кăлараççĕ. Апла пулин те ертÿçĕ ĕç вăрттăнлăхĕсене шута илме хăнăхтарать. Сĕтел çинче ятарлă чертеж ÿкернĕ. Ун тăрăх çамрăк космонавтсем макетсене тĕрĕс хатĕрлеççĕ. Хăйсенчен пысăкрах модель ăсталакансем те пур иккен.
Тĕрĕссипе, аслă вожатăй вĕренекенсене тĕнче уçлăхĕпе çывăхлатнă май пĕчĕк чухнехи ĕмĕтне пурнăçа кĕртет.
- Атте плотник, столяр ĕçĕпе тăрмашнă май пире, виçĕ ачине, ракетăсем, ытти хатĕр-хĕтĕр туса паратчĕ. Эх, вĕçтерсе çÿреттĕмĕр вара, - иртнине хавхаланса аса илчĕ учитель. - Çапах, выльăх-чĕрлĕх нумай усранăран-ши, выляса тăранаймарăм. Çак çитменлĕхе халĕ пĕтеретĕп - шкул ачисемпе пĕрле стадиона тухса макетсене çÿл тÿпенелле хăпартатăп.
Чуна парса ĕçленин витĕмĕ пурах - отряд йĕркеленнĕренпе 72 ача - “Ĕмĕтленекен”, 26-шĕ - “Шыравçă”, 9-шĕ - “Маçтăр”, тепĕр икĕ хастар “Çăлтăр” ята тивĕçме пултарнă.
- Çÿлерех пусма çине хăпарас тесех ачасем кĕнеке хыççăн кĕнеке тишкереççĕ, Интернетран кирлĕ информаци уçлаççĕ, ыйтусен айне тăваççĕ. Ÿссен çакă вĕсене ĕçре çитĕнÿсем тума пулăшатех, - сăмах çăмхине сÿтрĕ Ирина Киршева.
Вăл кăна-и? “Юнга” виçĕ çул ĕнтĕ республика шайĕнче чи лайăххи шутланать. “Çамрăк космонавтсен чи лайăх отрячĕ” ята, паллах, ахальтен памаççĕ. Кăçал кăна Юнкă ачисем Пĕтĕм Раççейри “Çын - Çĕр - Космос” вĕренÿ, наукăпа тĕпчев олимпиадин регион тапхăрне хутшăннă. Унта Валерий Самушковăн тишкерÿллĕ ĕçĕ 3-мĕш вырăн йышăннă. Унсăр пуçне вĕсем Николай Бударин космонавт кубокне çĕнсе илес тĕллевпе авиаци моделĕсене тăрăллă çуртра вĕçтернĕ. Кунта шкул команди иккĕмĕш вырăна тухнă. Çамрăксен Николаев вулавĕсен финал тапхăрĕнче ултă вĕренекен тухса калаçнă. 3-мĕш класа çÿрекен Анастасия Киршева çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Пиллĕкĕшĕ 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене пайланă. Отряд членĕсем спортăн техника тĕсĕсене те кăмăллаççĕ. Хусан авиаци институтĕнчен вĕренсе тухнисен парнисене тивĕçес тĕлĕшпе вĕсем корд моделĕсене вĕçтернĕ - чи пултаруллисен йышне кĕнĕ. Чăваш Республикин ракета моделĕсен спорчĕн ăмăртăвĕнче “бронза” çĕнсе илнĕ.
Тĕнче уçлăхĕпе интересленекенскерсем конкурссемпе фестивальсенче хăйсен ăс шайне, тавра курăмне туллин кăтартса “Орленок” ача-пăча центрĕнче канмашкăн путевкăллă пулаççĕ. Паянччен çак хавхалантарăва çамрăк çичĕ космонавт тивĕçнĕ. Николаев вулавĕсенче çĕнтернĕ Александр Ильин Мускав облаçĕнчи Королев хулине тÿлевсĕр çитсе килнĕ.
Ачасен чун туртăмĕ аталанса пыни савăнтарать - чи маттуррисем Раççейри паллă вузсене вĕренме кĕреççĕ. Игорь Яндимиров, сăмахран, - Хусан патшалăх техника университетĕнче, Сергей Толстов Мускав авиаци институтĕнче аслă пĕлÿ илеççĕ.
- Ку чăннипех те мăнаçлантарать. Игорь авă ача чухнехи ĕмĕтне салтакран таврăнсан пурнăçлама пултарчĕ. Кун-çулне космонавтикăпа çыхăнтарма шухăшлакансем татах пурччĕ, анчах вĕсем çемьере укçа-тенкĕ çитсе пыманнипе е ашшĕ-амăшĕ аякка яма килĕшменнипе тĕллевĕ патне кармашаймарĕç. Техника факультечĕсене кĕрекен нумаййи те шкулта ятарлă кружоксем ĕçленипе çыхăннă-тăр, - пĕл¬тер¬чĕ аслă вожатăй.
11-мĕш класра пĕлÿ пухакан Денис Моряшкин авиаци институчĕн дипломне илесшĕн. Çак ĕмĕте пурнăçлама вăл тахçантанпах тапаçланать. Акă “Çăлтăр” ята та тивĕçме пултарнă. Çитĕнĕвĕсене кура ăна Раççей Президенчĕн премийĕпе чысланă.
“Юнга” отряда çÿрекен çамрăк космонавтсене тĕнче уçлăхĕпе кăсăкланни, пĕр-пĕринпе тупăшса çитĕнÿсем тума ăнтăлни пĕрлештерет. Пушă вăхăтпа пĕлсе усă кураканскерсем урам тăрăх йытă хăваласа чупмаççĕ, сиенлĕ йăласемпе туслашмаççĕ. Апла вĕсен малашлăхĕ те çутă пуласса шанас килет.
 
 
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика