Тăван халăхăмăр тĕнче уçлăхĕнче икĕ хут пулнă мухтавлă ывăлне - Совет Союзĕн икĕ хут Геройне, авиаци генерал-майорне, Шупашкар, Калуга, Смоленск, Ржев, Махачкала, Нальчик, Каспийск /Раççей/, Караганда /Казахстан/, Дархан /Монголи/, София, Петрич, Стара-Загора, Варна, Плевен /Болгари/, Карловы Вары /Чехи/, Буира /Алжир/ хисеплĕ гражданинне Андриян Николаев космонавт летчика - яланах сума суса пурăнма вăл çуралнă кун шурă Шупашкарта палăк уçрĕ. Раççей космонавтикин çулĕнче пирĕн нихăçан манăçми ентеше чысласа ытти çĕрте те тĕрлĕ мероприяти ирттерчĕç.
Смоленск хулинчи вăрçă, ĕç, Хĕç-пăшаллă Вăйсен тата право хуралĕн ветеранĕсен /пенсионерĕсен/ общество ор¬ганизацийĕ хăйсен тăван кĕтесне нимĕç фашисчĕсенчен тасатнăранпа 68 çул çитнине халалласа ирттернĕ хула кунĕнче Юрий Гагаринпа Андриян Николаев космонавтсен урамĕсем хĕресленнĕ, вăл Октябрьти Революци ячĕллĕ урама çаврăннă тĕлти илемлĕ вырăнта Смоленск хулин хисеплĕ гражданинĕн Андриян Николаевăн бюстне савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Ентеше хулан тата облаçăн экономика аталанăвне, социаллă пурнăçне пысăк тÿпе хывнăшăн çапла чысларĕç. Сăмах май, Андриян Григорьевич 1954 çулта Фрунзери çар летчикĕсен училищинчен вĕ¬ренсе тухсан Смоленск гарнизонĕнчи 401-мĕш истребительсен авиаци полкĕнче хĕсметре тăнă. Полк командирĕ Совет Союзĕн Геройĕ Л.М.Соколов алă пуснă характеристикăра Андриян Николаев лейтенант нумай пĕлме тăрăшакан, техникăна аван чухлакан, хăюллă вĕçевçĕ пулнине çирĕплетнĕ. Хăйĕн лăпкăлăхĕпе, чун çирĕплĕхĕпе нумайăшне тĕлĕнтернĕ вăл.
Сăнавлă пĕр вĕçевре унăн вĕр çĕнĕ самолечĕн двигателĕ ĕçлеме пăрахнă, тем пек тăрăшсан та вăл тепĕр хут чĕрĕлмен. Ним тума çуккине ăнланса илнĕ вĕренÿ вĕçевĕн комиссийĕ летчика катапультпа усă курма хушнă. Кăлтăкăн сăлтавне тĕпчесе пĕлес тĕллевпе çÿллĕшне хăвăрт çухатса пынă самолета вăл малтан çĕр çуммипе вĕçтерме, кайран «хырăмĕ» çине антарса лартма мехел çитернĕ. Çакăншăн командовани «хушнине итлемен» летчика Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă, алла çыхмалли сехет парнеленĕ. Кун хыççăн нимĕнле самантра та çухалса кайман Андриян Николаева тата пысăкрах яваплă вĕçевсене хутшăнтарнă.
1960 çулхине Смоленск çывăхĕнчи гарнизонри летчиксенчен «çĕнĕ тата хăватлă вĕçев аппарачĕсемпе сывлăша çĕкленме хатĕрлеме» /тĕнче уçлăхне парăнтарма хатĕрлекен космонавтсем пирки сăмах пынă, анчах пурте питĕ пысăк вăрттăнлăхпа пулнă/ суйласа илме комиссие чи малтанах пи¬рĕн ентешпе тепĕр икĕ летчика сĕннĕ. Анчах иккĕшĕ питĕ тĕплĕ комисси «али» витĕр тухайман. Совет Союзĕ пулнă патшалăхри летчиксенчен суйласа илнĕ 20 кандидатран пĕри шăпах пирĕн Андриян пулнă та. Каярахпа малтанхи 6 çынлă ушкăна та лекнĕ. Çакăнта туслашнă та вăл Смоленск çĕрĕ çинчи Гжатск хулинче /вырăнтисем «Гжать» теççĕ, халĕ - Гагарин/ çуралса ÿснĕ, тĕнчери пĕрремĕш космонавт ятне тивĕçнĕ Юрий Алексеевичпа. Хăйсем пурăннă чухне вĕсен çирĕп туслăхĕ татăлман...
Сумлă ентешĕн бюстне уçма Смоленск хулинчи ветерансен общество организацийĕ Чăваш Енри ветерансен пĕрлĕхне йыхрав янă. Ара, вĕсен пуçарăвĕпе-çке çĕкленнĕ вăл. Иккĕшĕ те пысăк тÿпе хывнине палăртмасăр хăвараймăн. Бронза бюста Шупашкарта калăплама, гранит постамента Санкт-Петербургра хатĕрлеме тата вĕсене вырăна турттарса тухса вырнаçтарма кайнă тăкакăн палăрăмлă пайне Герой хулари сумлă ветерансем саплаштарнă. Андриян Николаев бюсчĕпе Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ Владислав Немцев ĕçленĕ. Вăлах - паттăр ентешĕн Шупашкарти палăкĕн авторĕ те. Уяв мероприятине республикăри ветерансен Канашĕн ертÿçи Алексей Скворцов, Канаш членĕ Вячеслав Галкин, виççĕмĕш космонавтăн çывăх çыннисем - Анна Самсонова, Елена Николаева, Галина Анисимова тата çак йĕркесен авторĕ хутшăннă.
Раççей гимнĕ тата космос темипе хывнă юрăсем янăранă хыççăн митинга Смоленск хула пуçлăхĕ Александр Данилюк уçрĕ, чăваш халăхĕн паттăр ывăлĕ икĕ регион хушшинчи туслăха аталантаракан элчĕ пулнине тулли кăмăлпа палăртрĕ. Ырă сăмах нумай пулчĕ чыславра - Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕ, каярахпа Андриян Григорьевич хĕсметре тăнă 401-мĕш истребительсен полкĕн эскадрилья командирĕн çумĕ Анатолий Лысухин подполковник, Смоленск гарнизонĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Валерий Долгов полковник /сăмах май, Валерий Николаевич Чĕмпĕр облаçĕнчи Чăнлă районĕнчи Улхаш ялĕнче çуралса ÿснĕ чăваш, тĕлĕнтермĕшĕ çакăнта - Чăваш Енрен çитнĕ делегацие вăл тап таса тăван чĕлхепе саламларĕ. Ун çинчен кĕçех тата тепĕр ырă хыпар илтрĕмĕр: ăна генерал-майор званине пама тăратнă/, облаç кĕпĕрнаттăрĕн пĕрремĕш çумĕ Михаил Курков, Смоленск хула пуçлăхĕн канашçи, хула ветеранĕсен канашĕн ертÿçи Валерий Кузнецов полковник, общественноç представителĕсем тухса калаçрĕç. Чăваш Ен делегацийĕ ячĕпе виççĕмĕш космонавта сума суса хисепленĕшĕн, ун ячĕллĕ урамра бюст вырнаçтарнăшăн Смоленск халăхне Алексей Скворцов подполковник, космонавтăн шăллĕн Петр Григорьевичăн хĕрĕ Анна Самсонова чĕререн тав турĕç.
Кĕтнĕ самант çитрĕ: «Трава у дома» юрă кĕввипе облаçпа хула ертÿлĕхĕн çыннисем бюст çинчи виткĕçе сирчĕç. Куç умне ялан пирĕн чĕрене çывăх çыннăмăрăн сăнарĕ тухрĕ. Халĕ те чĕрĕ пекех.
Юрий ЛИСТОПАД