Чувашская республика
Официальный портал органов власти
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Уважаемый пользователь.

Данный сайт обновлен и вы находитесь на устаревшей версии. Чтобы просмотреть актуальную информацию, перейдите на новую версию сайта http://www.cap.ru/. Данная версия будет закрыта в ближайшее время. 

Спасибо за понимание.

2011.07.08 Космосри "ҫӳп-ҫапшӑн" пӑшӑржанать (Çамрăксен хаçачĕ)

Ҫуркунне иртнӗ "Анлӑ Атӑл ҫамрӑклӑхӗ" ӑслӑлӑх-практика

конференци-фестивалӗнче тӗнче уҫлӑхӗпе кӑсӑкланакансем валли ятарлӑ подсекци уҫнӑ. Раҫҫейре космонавтика ҫулталӑкӗ пулнӑран-ши - ҫак темӑпа тухса калаҫма нумаййӑн кӑмӑл тунӑ. Вӗсенчен пӗри -Мари патшалӑх техника университечӗн Сӗнтӗрвӑрринчи филиалӗнче ӑс пухакан Ольга Николаева - пӗрремӗш вырӑна тухнӑ.

 

Тӗрӗссипе, Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Шелттем пики ҫак ыйтӑва шкулта вӗреннӗ вӑхӑтрах тишкерме тытӑннӑ, анчах ун чухне вӑл ку ӗҫпе район шайӗнче кӑна палӑрнӑ. Филиалта пӗлӳ илме тытӑнсан вара Нина Яковлева преподаватель тӗпчеве тарӑнлатма сӗннӗ, пулӑшса пынӑ. Ҫапла майпа Ольга регионсен хушшинчи конференцире ҫӗнтерме пултарнӑ. Унӑн "Космонавтика пуласлӑхӗ. Тӗнче уҫлӑхӗнчи "ҫӳп-ҫап" ӗҫӗ студентсемпе вӗренекенсене те, преподава-тельсемпе ӑсчахсене те савӑнтарнӑ, 2-мӗш курса ҫӳрекенскерӗн шухӑшлавӗ, тавра курӑмӗ тӗлӗнтернӗ.

- Космоса лекекен искусственнӑй мӗн пур объекта, унӑн пайӗсене "ҫӳп-ҫап" теҫҫӗ. Ку ыйту паян чи ҫивӗччисенчен пӗри шутланать, мӗншӗн тесен вӗсем Ҫӗр планетӑшӑн та хӑрушлӑх кӑларса тӑратаҫҫӗ. Уҫлӑха малашне те вараласан хамӑршӑнах кутӑнла ҫаврӑнса тухма пултарать, - сӑмах пуҫарчӗ Ольга Николаева. - Ҫак ыйтӑва тӗнче шайӗнчи организацисем, сӑмахран, ПНО, куҫран вӗҫертмеҫҫӗ. Урӑхла май та ҫук - бортсенче пулнӑ наркӑмӑшлӑ япаласем атмосфера сийӗсене те аркатаяҫҫӗҫке. Ҫамрӑксем кирлӗ чухлӗ пӗлменни те сехӗрлентерет. Чылайӑшӗ космос "ҫӳп-ҫапӗ" пирки илтнӗ, анчах унӑн сиенӗ ҫинчен пачах тавҫӑрмасть. Ҫакна студентсен, Сӗнтӗрвӑрринче пурӑнакансен хушшинче ирттернӗ ыйтӑм уҫҫӑн кӑтартса пачӗ.

17 ҫулти пике шухӑшӗпе, ҫакӑн пирки ҫамрӑксене пӗлтер-меллех, "Кашниех ҫутӑ малашлӑхшӑн тӑрӑштӑр", - палӑртрӗ вӑл. Унсӑр пуҫне хӗр конференцие хутшӑнма тӳр килнӗшӗн хӗпӗртет.

- Пурин те тӗпчевӗ кӑсӑклӑччӗ, хам валли ҫӗннине нумай пӗлтӗм. Акӑ, сӑмахран, Мари Республикинчен ҫитнӗ хӗрсем космоса тӗнчипе палӑрнӑ Белкӑпа Стрелка кӑна вӗҫменни, вун-вун чӗр чун пурнӑҫӗ уҫлӑхра татӑлни, вӗсем Ҫӗр ҫине таврӑнайманни ҫинчен каласа кӑтартрӗҫ. Шупашкар пики Юрий Гагарин пурнӑҫӗнчи хальччен илтмен самантсене уҫса пачӗ, - хавхаланса пуплерӗ студентка.

Ольга экономикӑпа ҫыхӑннӑ специальноҫа алла илет пулин те тӗнче уҫлӑхӗпе малашне те кӑсӑкланасшӑн.

- Мана Андриян Николаев чӑваш ятне тӗнче шайне ҫӗклени хавхалантарать. Ахӑртнех, вӑл та, пирӗнтен уйрӑлса кайнӑ ытти космонавт та ҫамрӑксем уҫлӑха тӗпчени ҫинчен пӗлсен савӑннӑ пулӗччӗҫ, мӑнаҫланӗччӗҫ, - калаҫӑва пӗтӗмлетрӗ паллӑ ентешӗмӗр хушамачӗпе ҫӳрекенскер.

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика