1957 ҫулта космоса янӑ Лайка таврӑнайманран Сергей Королев ӑсчах тата конструктор хӑйӗн умне ҫирӗп тӗллев лартнӑ: йытӑсене пӗр талӑк вӗҫтермешкӗн тӗплӗ хатӗрленмелле. Анчах 1960 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче карапа вырнаҫтарнӑ Чайкӑпа Лисичкӑн та пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Белкӑпа Стрелка уҫлӑха кӑштахранах - ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче - хӑпарнӑ. Йытӑ пассажирсемлӗ "Спутник-5" 25 сехетре Ҫӗр йӗри-тавра 17 хут ҫаврӑннӑ.
Тӗплӗ хатӗрленӳ
Малтанах сӑнав валли 12 йытта ятарлӑ меслетпе суйланӑ. Пӗрремӗшӗнчен - тӑватӑ ураплӑ туссен 6 килограмран ытла таймалла мар, 35 сантиметртан ҫӳллӗреххисене те йышӑнман. Унсӑр пуҫне ултӑ ҫул ытла пурӑннисене тиркенӗ. Иккӗмӗ-шӗнчен - амасене ҫеҫ илнӗ, мӗншӗн тесен вӗсем валли тула кайма май паракан тум ҫӑмӑллӑнах янтӑланӑ. Виҫҫӗмӗшӗнчен - ҫутӑ ҫӑмлӑ хамхамсене кӑна хапӑл тунӑ. Мӗн сӑлтавпа тетӗр-и? Вӗсене монитор экранӗ урлӑ сӑнама чылай меллӗрех вӗт. Суйланӑ йытӑсене Мускаври медицина-биологи ыйтӑвӗсен институчӗн произодство базинче хатӗрленӗ, пӗчӗк кӗлетре пурӑнма, шӑв-шава лӑпкӑн тӳссе ирттерме хӑнӑхтарнӑ, ҫӑра хутӑш евӗр апат ҫитернӗ. Анчах тӑватӑ ураллисене пӗчӗк пӳлӗмре пурӑнмашкӑн вӗрентме уйрӑмах йывӑр пулнӑ. Ҫавӑнпа самаях тар тӑкма тивнӗ: хайхискерсене тимӗр ешчӗке янӑ та космос карапӗн макечӗ ӑшне вырнаҫтарнӑ. Пӗр талӑк ҫеҫ вӗҫтерме палӑртнӑ пулин те ҫакӑн пек условисенче сакӑр кун усранӑ. Хамхамсене алла хӑнӑхтаракансем Белкӑпа Стрелкӑна уйрӑммӑн асӑннӑ. Пӗрремӗшӗ хастарлӑхӗпе палӑрнӑ, тренировкӑсенче апат патне чи малтан пынӑ, йывӑрлӑха асӑрхасан вӗрме тытӑннӑ. Иккӗмӗшӗ сӳрӗкрех пулнӑ тӑк та "юлташӗнчен" юлман. Сӑмах май, ҫак йытӑсене малтан урӑхла чӗннӗ. Стратеги пӗлтерӗшлӗ ракета ҫарӗн пуҫӗ Митрофан Неделин вӗсем Альбина тата Маркиза ятлисене пӗлсен вырӑслисемпе улӑштарма хушнӑ. Ҫапла майпа Альбинӑпа Маркиза Белкӑпа Стрелка пулса тӑнӑ.
Вӗҫев
Ракетӑна йытӑсене кӑна вырнаҫтарман, вӗсемпе пӗрле уҫлӑ-ха 12 шӑши, тӗрлӗ хурткӑпшанкӑ, ӳсен-тӑран, кӑмпа, куккурус, тулӑ, пӑрҫа, сухан "иленнӗ". Карап кабинине лабораторири 28 шӑшие тата 2 шурӑ йӗке хӳрене янӑ.
Белкӑпа Стрелкӑна карапа икӗ сехет маларах вырнаҫтарнӑ, малтанах вӗсем хумханнӑ, кая-рахпа вара, ракета орбитӑна тухсан, лӑпланнӑ. Телекурав тытӑмӗ пулӑшнипе вӗҫеве мӗн пуҫламӑшӗнчен вӗҫне ҫитичченех сӑнама-йӗрлеме май килнӗ. Каярахпа вӑл е ку самантра йытӑсем хӑйсене мӗнле тытнине тӗпчевҫӗсем тишкерсе хак панӑ. Карап ҫӗр ҫине ҫӑмӑллӑн анса ларнӑ, хамхамсем хӑйсене лайӑх туйнӑ. Хатӗрлекенсем асӑрханӑ тӑрӑх - тренировкӑсем хыҫҫӑн вӗсем чылай сӳрӗкрех пулнӑ. Планета тавра тӑватӑ хут ҫаврӑннӑ хыҫҫӑн Лайка вӗрнӗ, тапкалашнӑ пулин те /Стрелка хӑйне лӑпкӑ тытнӑ/ унӑн организмӗнче нимӗнле улшӑну та асӑрхаман.
Йытӑсем Авиаципе космос медицинин институтӗнче пурӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра вӗсене садиксене, шкулсене, ача ҫур-чӗсене илсе ҫӳренӗ. Темиҫе уйӑхранах Стрелка йыш хушнӑ, ултӑ ҫури те сывӑ пулнӑ. Вӗсенчен пӗрине Пушинкӑна Никита Хрущев АПШ прези-денчӗн Джон Кеннедин арӑмне Жаклина парнеленӗ. Паянхи кун паллӑ йытӑсен кӳлеписене Мус-каври Космонавтика мемориал музейӗнче курма пулать.
Кӗнеке те ҫырнӑ...
Вӑхӑт нумай та иртмен - космос паттӑрӗсем пирки кӗнекесем тухма тытӑннӑ, фильмсем ӳкернӗ, вӗсен сӑнне конверт-сем, маркӑсем ҫинче курма тӳр килнӗ. Юлашки ҫулсенче вара Белкӑпа Стрелкӑна тӗрлӗ мультфильмра асӑрхама пулать. Вӗсенчен "Звездная сказка" /2004 ҫул/, "Настоящие приключения Белки и Стрелки" /2008 ҫул/ ача-пӑча картинисе-не асӑнма пулать.
Пӗлтӗр, ҫак йытӑсем тӗнче уҫлӑхне хӑпарнӑранпа 50 ҫул ҫитнӗ тӗле, Наци фильмӗн центрӗн студийӗ "Белка и Стрелка. Звездные собаки" компьютер фильмӗ кӑларнӑ. Ку ӗҫ - Раҫҫейри 30 капӑпӑшпа ӳкернӗ пӗрремӗш анимаци. Святослав Ушаковпа Инна Ев-ланникова режиссерсем ӑна ятарласа кӗҫӗн ҫулти ачасем валли янтӑланӑ. Суя фактсем пур пулин те ӑна тӗрлӗ ӳсӗмри хаваспах курать. Мультфильма пирӗн ҫӗр-шывра кӑна мар, ют патшалӑхсенче те кӑтартнӑ.