Чувашская республика
Официальный портал органов власти
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Уважаемый пользователь.

Данный сайт обновлен и вы находитесь на устаревшей версии. Чтобы просмотреть актуальную информацию, перейдите на новую версию сайта http://www.cap.ru/. Данная версия будет закрыта в ближайшее время. 

Спасибо за понимание.

2011.08.23 Палӑк часах уҫӑлӗ (Чӑваш хӗрарӑмӗ)

2011 ҫула Космонавтика ҫулталӑкӗ тесе палӑртсанах пуҫаруллӑ чӑвашсем халӑхӑн мухтавлӑ ывӑлне халалласа палӑк лартма сӗннӗччӗ. Унтанпа нумай та вӑхӑт иртмерӗ - сакӑр уйӑхра палӑртнӑ ӗҫе вӗҫне ҫитернӗ те. 3 метр ҫуллӗш постамент ҫине лартма палӑртнӑ 4,5 метрлӑ палӑк мӑнаҫлӑ пуласси иккӗлентермест. Сӑваплӑ ӗҫӗн пуҫаруҫисем Владислав Немцев скульпторпа Чӑваш Республикин Вӑрҫӑ, ӗҫ, хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйсен тата право хуралӗн органӗсен ветеранӗсен общество организацийӗн ертуҫи Алексей Скворцов пулнине те аса илтерсе хӑварар.

Калининпа Николаев космонавт урамӗсем хӗресленнӗ ҫӗрте вырнаҫтарма палӑртнӑскер кӗҫех хӑйӗн вырӑнне йышӑнӗ. Ара ӑна Андриян Григорьевичӑн ҫуралнӑ кунӗнче - авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче - уҫма палӑртнӑҫке. Уява Раҫҫей космонавчӗсем, Николай Бударинпа Муса Манаров, Андриян Николаев тӑванӗсем, ӗҫтешӗсем, тӗнче уҫлӑхне ун хыҫҫӑн ҫул тытнӑ паттӑрсем хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Тӗрлӗ регионтан делегацисем те ҫитмелле.

 

Татьяна НИКОЛАЕВА.

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика