Тĕнче уçлăхне парăнтарнă ентешĕмĕр А.Николаев палăкĕ хатĕр. Ăна хăйĕн çуралнă кунĕнче, сентябрей 5-мĕшĕнче, Шупашкарти М.Калинин урамĕпе А.Николаев космонавт урамĕ хĕресленнĕ вырăнта уçĕç. Конкурса тăратнă çиче ĕçрен ко-мисси В.Немцеван скульптура композицине суйласа илнĕ. Владислав Дмитриевич каланă тăрăх палăка Н.Овчинниковăн «Здравствуй, Земля!» ÿкерчĕкне тĕпе хурса калăпланă. Паллах, хăйне евĕр сĕм те кĕртнĕ. Вăл, пăхăртан тунăскер, 4,5 метр çÿллĕш. Йывăрăшĕпе вара 800 кг яхăн. Çулсем иртнĕçемĕн пăхăр хăй тĕсне çухатать, çавăнпа та палăка вырнаçтарнă хыççăн тĕс кĕртмелли ятарлă сăрăпа сăрласа илемлетĕç. Сакна та палăртма кăмăллă: палăк çывăхĕнче Космонавтика сквере пуле. Унта малашне кăвак чăрăш, туя çитĕнĕ. «Сулсем иртнĕçемĕн, тен, Н.Бударинпа М.Манаров космонавтсен палăкĕсем те кунтах вырăн тупĕç», - терĕ ЧР вăрсă, ĕç, хĕç-пăшаллă вăйсен тата право хуралĕн органĕсен ветеранĕсен (пенсионерсен) общество организацийĕн ертÿçи А.Скворцов. Сăмах май, палăка шăпах çак организаци пуçăравĕпе хатĕрлеме шут тытнă. Ăна халăх укçи-тенкипе лартма палăртнă. «Хальлĕхе счет çине икĕ млн тенке яхăн укçа пухăннă, - тет Алексей Васильевич. - Ытларах нимене Елчĕк районĕнче пуранакансем хастар хутшăнчĕç. Шупашкар, Тăвай районĕсем те малтисен ретĕнче пулчĕç. Патăрьел, Шăмăршă, Хĕрлĕ Чутай, Çĕмĕрле районĕсем япăх ĕслерĕç. Анчах та хăйсене тивĕçлипе кăтартма кая юлман-ха. Ятарлă счет çине паян та укçа куçарма юрать».
Палăкăн хакĕ 6 млн тенкĕ. Нимере пухăннă укçа пурнăçланă ĕçшĕн тÿлесе татма çителĕксĕррине пурте пĕлетпĕр. Палăка уçиччен кирлĕ суммăна пухса çитересси шиклентерчĕ. «Пурте йĕркеллех пулать, - лăплантарчĕ А.Скворцов. - Малашне район, ял администраци пуслăхĕсене те явăçтарасшăн. Сак ятпа вĕсем патне ятарлă çырусем янă».
Нимене Канаш хули те хастар хутшăннине каларĕ вăл. Çамрăксемпе пĕрлех ватăсем те ырă пуçаруран юлмаççĕ. Акă нумаях пулмасть Вăрнар районĕнчен Люция Ильина, чир-чĕре пăхмасăр (икĕ костыльпе çÿрет), Шупашкара килсе çитнĕ. Сăваплă ĕçе хутшăнса мăшăрĕпе пин тенкĕ укçа хывнă. «Пĕччен сурсан типсе пырать, халăх сурать - кÿлĕ пулать» тени тĕрĕсех çав.
Иртнĕ эрнере республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен ĕсченĕсем А.Николаев палăкĕн авторĕпе, ытти паллă ÿнерçĕпе, комисси членĕсемпе тата космонавтăн тăванĕсемпе курса калаçрĕç. Палăка кĕске вăхăтра ĕлкĕртес тесе В. Немцев скульпторпа ĕçтешĕсем ырми-канми тăрăшнă. «Андриян пиччемĕр паян пирĕнпе пĕрлех савăнать пулĕ, - терĕ Петр Григорьевичăн кинĕ Елена. - Сăнĕпе те, ытти енĕпе те хăй пекех. Пурнăçра та çав тери лăпкăччĕ, тĕплĕ шухăшлама юратакан çынччĕ вăл. Çaк енĕсем палăкра та палăраççĕ. Пире, тăванĕсене, ытларах ку проект кăмăла кайрĕ». Иван Григорьевичăн ывăлĕ Сергей те хăйĕн шухăш-кăмăлне пĕлтерчĕ. Вăл ятарласа Ленинград облаçĕнчен килнĕ.
Эскиз тăрăх паттăр ентешĕмĕр тăвăн тăрăхне, Шуршăл енне, пăхса тăрĕ. «Тăван çĕр çинче çирĕп тăрать вăл, çуралнă ялне тинкерет», - терĕç калаçăва хутшăннисем.
Сăмах май, сентябрей 24-мĕшĕнче Смоленскра А.Николаевăн бюстне уçĕç. Унăн авторĕ те ЧР тава тивĕслĕ художникĕ В.Немцев.
Палăк хатĕр тейĕпĕр. Çaпax укса-тенкĕ ыйтăвĕ те татăласса шанас килет. Халăх кар тăрсан ĕç-пyç пулатех.
В.МАКСИМОВА.