Пирĕн Тăван çĕр-шывăн кашни кĕтесĕнчех иртнĕ тата хальхи вăхăтри паллă çынсен пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă чуна çывăх вырăнсем пур. Чăваш Республикинче тĕнчипе палăрнă ентешсене пысăка хурса хаклаççĕ.
К.В.Иванов, И.Я.Яковлев, Çеçпĕл Мишши, В.И.Чапаев, А.В.Асламас, Г.Н.Викторов, Н.Ф.Гаврилов... Вĕсен ячĕсем яланлăхах пирĕн асăмăрта. Çак çынсене сума суса палăксем уçнă, асăну хăмисем вырнаçтарнă. Музейсенче, заводсемпе фабрикăсенче, патшалăх тата общество организацийĕсенче вĕсене нихăçан та манăçа кăлармаççĕ.
Чăваш халăхĕшĕн хăйĕн «Кăйкăрĕн» - Андриян Григорьевич Николаевăн - космос паттăрлăхĕпе çыхăннă вырăнсем уйрăмах хаклă. Шăпах вăл уçлăха малтисен йышĕнче тухса Чăваш Ен пирки тĕнчене пĕлтерчĕ.
Акă чукун çул вокзалĕнчен инçех мар «Восток-3» апат-çимĕç лавкки вырнаçнă. Демократи улшăнăвĕсен çулĕсенче çĕнĕ хуçасем тĕплĕн шухăшламасăрах «3» цифрăна илсе пăрахнă, ятăн космос идейипе çыхăннă пĕлтерĕшне ним вырăнне те хуман. Телее, каярах çак йăнăша тÿрлетрĕç.
1962 çултан пуçласа Николаев космонавт урамĕн официаллă ят - «Николаев урамĕ» - пулнă. «Космонавт» сăмаха хушнăранпа вăл кам ячĕпе хисепленни пушшех те уçăмланчĕ. Общество транспорчĕн водителĕсем чарăнăва туллин - «Николаев космонавт урамĕ» - тесе калани лайăхрах пулмалла. Паян çак урамра СССР космонавт летчикĕ А.Г.Николаев ячĕллĕ вăтам шкул ĕçлет, легендăна кĕнĕ ентешĕмĕр ячĕпе асăну палли пур. Çак урамрах ачасен кану паркĕ космонавт ячĕпе хисепленет, ăна хирĕçех «Спорт» хăна çурчĕ Чăваш Республикине килекенсене йышăнать.
Николаев космонавт урамĕ Ленин проспекчĕпе хĕресленнĕ вырăнта «космос» лавккисем иккĕ те пурччĕ. Питĕ шел, çапах та паян пĕри çеç - хуçалăх таварĕсен лавкки «Спутник» - юлнă. Юнашарах «Чайка» /тĕнчери пĕрремĕш хĕрарăм-космонавт космоса вĕçнине халалласа çакăн пек ят панăччĕ/ апат-çимĕç лавкки уçнăччĕ. Анчах та çĕнĕ хуçасенчен хăшне-пĕрне çак илемлĕ ят килĕшмен пулмалла. Реконструкци хыççăн суту-илÿ лапамне «Мускав банкĕпе» йÿнĕ кĕпе-тумтир сутакан эконом-класс лавкки пайланă, «Пятисотка» ят панă. Çурта юсаса çĕнетнĕ хыççăн лавкка ятне упраса хăварма май пулнă-çке. Хулари ытти «космос» лавкки сыхланса юлнă-ха - «Стрелка», «Восход»...
Тата пирĕн пĕрремĕш космонавтăн Ю.А.Гагаринăн палăкĕ, легендăра юлнă космодром строителĕсемпе ветеранĕсене халалланă «Байконур» микрорайон пур.
Кăçал хулари çĕнĕ объектра, Космонавтсен скверĕнче, Николаев космонавт тата Калинин урамĕсем хĕресленнĕ çĕрте, хамăрăн паллă ентешĕмĕр Андриян Григорьевич Николаев ячĕпе монумент çĕкленĕ. Вăл - космос пионерĕсенчен пĕри, чăваш çĕрĕ çитĕнтернĕ пĕрремĕш космонавт. Космоса парăнтарас ĕçе Андриян Григорьевич пысăк тÿпе хывнă. Тăван çĕрĕнче çакнашкал палăка вăл чăннипех те тивĕçлĕ.
Кăçалхи ака уйăхĕнче Шупашкарăн тĕп архитекторĕ С.А.Стройков мана пулас скверăн эскизĕсемпе паллаштарчĕ. Унта аллейăсем, чечек клумбисем, ларса канма саксем пулĕç. Манăн иккĕленÿ çук: сквера хула дизайнĕн правилисене пăхăнса йĕркелĕç, çывăх вăхăтрах вăл Шупашкар çыннисен канмалли чи юратнă вырăнĕ пулса тăрĕ.
Хальхи вăхăтра сквера илĕртÿллĕ тума, тирпей-илем кĕртме пĕрле çыхăну тытмалли çулсем шырамалла. Ака уйăхĕнче проектсен конкурсĕ иртнĕччĕ. Çавăнта тăратнă кашни проект /е унăн элеменчĕ/ скверта тивĕçлĕ вырăн тупма пултарать. 2012 çулхи çурла уйăхĕччен, Андриян Григорьевич Николаев космоса пуçласа вĕçнĕренпе 50 çул çитиччен, кашни скульпторах хăйĕн идейине пурнăçа кĕртме пултарать. Сквер территорийĕнче космоса парăнтарнисене - С.П.Королев, Б.Е.Черток, М.К.Янгель ученăйсене, В.В.Терешкова, А.А.Леонов, В.М.Комаров, Н.М.Бударин, М.Х.Манаров космонавтсене - халалланă скульптура композицийĕсене, Çамрăк космонавтсен пĕрлехи /Раççей/ эмблемине вырнаçтарсан лайăх пулмалла.
Çитес çулхи çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче, çĕр-шывăн виççĕмĕш космонавчĕ уçлăха пуçласа вĕçнĕренпе 50 çул çитнĕ тĕле, паллах, халăх уявĕ пулать. Хăтлă скверти çак уяв чăваш халăхĕ хăйĕн легендăна кĕнĕ ентешне Андриян Григорьевич Николаева чун-чĕререн хисепленине кăтартса парĕ.
Эпĕ нумай çул Ленинград облаçĕнчи Колпинăра пурăнатăп. Унта, çар мухтавĕн хулинче, иртнĕ ĕмĕрти блокадăпа çыхăннă кунсене, çынсене аса илтерекен кашни чула, çĕр лаптăкне сума суса пурăнаççĕ. Хулари паркра пысăках мар çавра кÿлĕ пур, вăл бомба пăрахнипе пулнă шăтăка аса илтерет. Ку чăнахах та çапла иккен, хула çине пăрахнă 1496 бомбăран пĕри çавнашкал йĕр хăварнă. Паян вырăнти администраци унта пурăнакансем сĕннипе çак шăтăк çывăхне асăну хăми вырнаçтарма палăртать.
Сергей НИКОЛАЕВ