Хаклă ентешĕмĕрсем!
Сире Республика Кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп!
Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Ен халăхĕ пĕлтерĕшлĕ пулăма – Республика Кунне – уявлать. Вăл пирĕншĕн чăваш халăхĕ хăйĕн кун-çулне ирĕклĕн палăртма пултарнине, обществăри мал ĕмĕтлĕ вăйсем пĕр шухăшлă пулнине, Чăваш çĕрĕ çинче килĕштерсе, туслă пурăнакан халăхсен пĕрлĕхĕ тĕрекленсе пынине çирĕплетекен хăйне майлă символ. Аслă та савăк уяв кунĕнче эпир хамăра Чăваш Ен ятлă хăтлă, çутă çурт çĕклекен пысăк та туслă çемье пек туятпăр. Чуна çывăх çĕр-шывăмăр çулсерен пуянлансах, капăрлансах пытăр.
Эпир хамăрăн тăван енпе, унăн пуян историйĕпе тивĕçлипе мухтанатпăр, чăваш халăхĕн аваллăхран тăсăлакан йăли-йĕркине асра тытатпăр, мăн асаттемĕрсене сума сăватпăр, паллă ентешĕмĕрсене тивĕçлипе чыслатпăр.
Республика хăйĕн çуралнă кунне пултаруллă та хĕрÿ ĕçре кĕтсе илет. Çĕнĕ производствăсем уçăлаççĕ, пурăнмалли çурт-йĕр хута ярасси ÿсет, экономикăра, спортра, наукăра, вĕренÿре, медицинăра тата культурăра инноваци технологийĕсем ĕçе кĕрсе пыраççĕ. Социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕнче пĕчĕк тата вăтам бизнес ĕçĕнче тăрăшакансен ырă витĕмĕ палăрать. Паян пирĕн республикăра общество инфратытăмĕ кал-кал аталанать: çĕнĕ шкулсемпе ача сачĕсем, спорт керменĕсем çĕкленеççĕ, пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсен, ял клубĕсен йышĕ ÿсет, вĕренÿ центрĕсем йĕркеленеççĕ. Хăюллăнах çапла калама пултаратпăр: нумай нациллĕ Чăваш Ен малашлăха шанчăклăн пăхать.
Республикăра пурăнакан кашни çынна çирĕп сывлăх, ăнăçупа телей, тăнăçлăх тата çитĕнÿ сунатăп!
Чăваш Республикин
Президенчĕ Михаил Игнатьев
Дорогие соотечественники!
Сердечно поздравляю вас с Днем Республики!
24 июня жители Чувашии отмечают знаменательную дату – День Республики, который является для всех нас символом национального самоопределения, сплочения прогрессивных общественных сил, укрепления единства народов, веками живущих в мире и согласии на чувашской земле. В этот праздничный день мы ощущаем себя большой, дружной семьей, строящей уютный и теплый дом под названием Чувашия. И пусть наша родина год от года становится богаче и краше.
Мы гордимся своим родным краем, его богатейшей историей, помним многовековые традиции чувашского народа, свято чтим наших предков, воздаем дань уважения выдающимся землякам.
Республика встречает свой день рождения в созидательном труде. Открываются новые производства, увеличивается ввод жилья, внедряются инновационные технологии в экономике, спорте, науке, образовании, медицине и культуре. Ощутимый вклад в социально-экономическое развитие вносят представители малого и среднего бизнеса. Сегодня в нашей республике динамично развивается общественная инфраструктура: строятся новые школы и детские сады, возводятся современные дворцы спорта, расширяется сеть офисов врача общей практики и сельских клубов, создаются образовательные центры. Можно смело сказать – наша многонациональная Чувашия с уверенностью смотрит в будущее.
От всей души желаю всем жителям республики крепкого здоровья, благополучия, счастья, мира и процветания!
Президент
Чувашской Республики Михаил Игнатьев