Республикӑри "Ачалӑх ячӗпе, ачалӑхшӑн" ыр кӑмӑллӑх марафонне Элӗксем хастар хутшӑнаҫҫӗ. Унӑн счечӗ ҫине вӗсем 80 пин тенке яхӑн куҫарнӑ.
Куславкка районӗнчи 30 учреждени-предприяти, ял тӑрӑхӗ сӑваплӑ ӗҫе 50 пин тенкӗ хывнӑ.
Мускав район администрацийӗн специалисчӗсен тӳпи 10 пин те 800 тенкӗпе танлашать. Ку хутлӑхра опекӑна тата попечительлӗхе илнӗ 282 тӑлӑх тата ашшӗ-амӑшӗн хӳттине туйман ача пурӑнать, ют тӗпренчӗке тӑван кил ӑшшине йышӑннӑ 14 тата сахал тупӑшлӑ 3612 ҫемье шутланать. Шел те, пулӑшу кӗтекен - йывӑр чирлекен ҫул ҫитмен ҫамрӑк та сахал мар.
Район-хула халӑхӗ ыр кӑмӑллӑх шучӗпе куҫарнӑ укҫа ача ҫурчӗсене, интернат шкулсене, воспитанипе ӗҫ колонийӗ-сене тата ятарлӑ шкулсене социаллӑ пулӑшу пама, пур енлӗн хӳтӗлеме, ача-пӑча сиплев учрежденийӗсем валли медицина оборудованийӗ, эмел, ятарлӑ тренажерсем туянма, культура мероприятийӗсем йӗркелеме, уйрӑмах пултаруллӑ ҫамрӑксене стипенди пама каять. Апла тӑк, хаклӑ вулаканӑм, сӑваплӑ юхӑма эс те хутшӑн - марафон пухмачне кӑштах та пулин пуянлат. Ҫакна пурнӑҫлама ансат: "Раҫҫей ача-пӑча фончӗ" общество организацийӗн регион уйрӑмне /адресӗ: Шупашкар хули, Петров урамӗ, 7 ҫурт/ ҫитмелле е 62-89-42 телефонпа шӑнкӑравламалла кӑна.
Марафон реквизичӗсем:
Получатель: ЧРО ООБФ "Российский детский фонд"
ИНН 2128005408
КПП 213001001
Р/СЧ 40703810075220160067
В ЧУВАШСКОМ ОСБ №8613 Г.ЧЕБОКСАРЫ
БИК 049706609
К/СЧ 30101810300000000609
Марафон кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗччен тӑсӑпать., Хальлӗхе унӑн пухмачӗнче 5 млн ытла тенкӗ. Пус ҫумне пуҫ хушса унӑн суммине ӳстермелӗх вӑхӑт нумаях та юлман. Ырӑ тумашкӑн вара кая мар-ха. Васкӑр, хаклӑ. ҫыннӑмӑрсем, васкӑр, сирӗн пулӑшӑвӑра кӗтекенсем те пуррине ан манӑр.
Валентина ИЛЬИНА