Шурӑ Шупашкарта чӑваш халӑхӗн мӑнаҫлӑхӗн, сумлӑ ывӑлӗн Андриян Николаев космонавтӑн палӑкне вырнаҫтарма йышӑнни республикӑри ҫамрӑксен чунӗнче те савӑнӑҫ туйӑмӗ вӑратрӗ.
Андриян Григорьевич Совет Союзӗнчи виҫҫӗмӗш, тӗнчери пиллӗкмӗш космонавт шутӗнче тӗнче уҫлӑхне парӑнтарни, вӑл чӑваш ятне ҫӑлтӑрсем таран ҫӗклени пирӗн асаттесемпе аттесен ӑрӑвӗсемшӗн кӑна мар, пирӗншӗн те, ҫамрӑксемшӗн, пирӗн хыҫҫӑнхи нумай ӑрушӑн ырӑ тӗслӗх, паттӑрлӑх сим-волӗ пулнӑ, пулӗ те. Ҫавӑнпа та хам тата пӗрле вӗренекен студентсен ячӗпе палӑкпа ҫыхӑннӑ темиҫе шухӑша палӑртас терӗм.
Ана уҫассине Андриян Григорьевич тӗнчен анлӑ уҫлахне пӗрремӗш хут тухнӑ кунпа ҫыхӑнтарсассӑн пӗлтерӗшлӗрех те, сумлӑрах та. Нихӑҫан манӑҫми ҫав самантпа пире 50 ҫул ҫыхӑнтарать вӗт. Ҫакӑ пуриншӗн те чӑн-чӑн пысӑк уяв пулӗ.
Паян палӑк тавра пыракан тавлашӑвӑн сӑлтавне аякра шырама кирлӗ мар: унӑн эскизӗ нумайӑшне килӗшмест. Ӑна татса панӑ чухне темшӗн-ҫке халӑх шухӑшне картман пек туйӑнать. Кун ҫинчен «Хыпар» нумай ҫырать. Енчен те тавлашу скульпторсемпе архитекторсен хушшинче кӑна пынӑ пулсан - ӑнланмаллаччӗ. «Гонораршӑн ҫа-пӑҫаҫҫӗ» теме пулатчӗ.
Палӑка республикӑра пурӑнакансен шучӗпе - нимелле -ҫӗклеме йышӑннӑ тӑк унӑн тавра «пухӑннӑ» ыйтусене халӑхпа килӗшсе ҫураҫуллӑн татса памалла. Тӳре-шаран та ҫынсен сӑмахне илтмеллех пулӗ. Ҫакна асра тытса пулас палӑкӑн эскизне улӑштарма май тупасса шанатпӑр. Пирӗн тӑрӑхра пултаруллӑ, ӑста скульпторсемпе архитекторсем ҫук мар вӗт-ха. Конкурса малалла тӑснӑ, ӳнерҫӗсене ытларах вӑхӑт панӑ пулсан -тавлашу хӗрсе пымӗччӗ. Васкаса тӑвакан ӗҫ нихӑҫан ӑнӑҫлӑ, килпетлӗ пулмасть, пурне те ҫырлахтармасть. Андриян Николаев космонавтӑн палӑкне пур енчен те тишкерсе, тиркевлӗ куҫпа пӑхса тумалла. Чи кирли - халӑхӑн сӗнӗвӗсене шута илмелле.
Алина ИСАКОВА,
И.Я.Яковлев ячӗллӗ
ЧППУ студентки