Пирӗн ӑрури ҫынсемшӗн нихӑҫан манӑҫми тата чӗрере яланах мӑнаҫлӑх туйӑмӗ вӑратакан ҫак пулӑм халӗ те темиҫе уйӑх каялла ҫеҫ тӗнчене тӗлӗнтернӗ хыпар пек туйӑнать: «Тӗнче уҫлӑхӗ-нче - этем...» Юрий Гагари-нӑн «Кайрӑмӑр!» сӑмахӗсемлӗ пӗрремӗш вӗҫев хыҫҫӑн вӑ-хӑт самаях иртрӗ: кӑҫал ҫур ӗмӗр ҫитет. Ҫак тапхӑрта, статистика ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, 514 ҫын Ҫӗр тавра вӗҫсе ҫаврӑннӑ. Космонавтсем планета тулашӗнче 10 пин кун ирттернӗ, 100 ытла кун уҫлӑха тухнӑ. 36 ҫӗр-шыв представителӗ орбитӑра пулса курнӑ. Чӑваш ҫӗрӗ те унта виҫӗ паттӑра ӑсатса ӑш пиллӗн кӗтсе илнӗ: Совет Союзӗн икӗ хут Ге-ройӗ, авиаци генерал-май-орӗ А.Г.Николаев чӑвашпа /1962 тата 1970/ Совет Со-юзӗн Геройӗ, Азербайджан-ра ҫуралнӑ лак ҫынни М.Х.Ма-наров /1987-1988, 1990-1991/ тӗнче уҫлӑхне икӗ хут тухнӑ. Улатӑр районӗнче ҫут тӗнчене килнӗ Раҫҫей Геройӗ Н.М.Бударин вырӑс вара ӑна виҫӗ хут /1995, 1998 тата 2003 ҫулсем/ парӑнтарнӑ. Унта халӗ те Раҫҫей космонавчӗ-сем ӗҫлеҫҫӗ. Апла тӑк кос-мос ҫаплипех чӗнет, туртать, йыхравлать.
Сӑмахӑм хальхинче урӑххи тавра. Совет Союзӗн виҫ-ҫӗмӗш космонавчӗ /тӗнчери - пиллӗкмӗш/, тӑван халӑхӑ-мӑрӑн мухтавлӑ ывӑлӗ Анд-риян Григорьевич Николаев *" пирӗнтен яланлӑхах уйрӑлса кайнӑранпа кӑҫал ҫичӗ ҫул, ҫитес ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 11 -мӗшӗнче чикӗсӗр уҫлӑха тух-нӑранпа 50 ҫул ҫитет. Иккӗмӗшӗ - сумлӑ уяв. Рес-публика ӑна чыслӑн кӗтсе илсе паллӑ тӑвасси нимӗн чухлӗ те иккӗлентермест. Вӗсенчен чи пӗлтерӗшли, паллах, Чӑваш Республикин Президенчӗн Михаил Игнать-ев йышӑнӑвӗпе ентешӗмӗрӗн шурӑ Шупашкарӑмӑрта чӑ-вашсен ырӑ йӑлипе - нимел-ле - ҫӗкленекен палӑкӗ. Ӑна ӑҫта вырнаҫтарасси уҫӑмлӑ маррине пӑхмасӑр ятарласа уҫнӑ счет ҫине укҫа хывакан-сен шучӗ те, унта пырса кӗнӗ кӗмӗл те кунсерен тенӗ пек ӳссе-нумайланса пырать. Пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗ тӗлне 200 пин тенкӗ пухӑннине пӗлтерчӗҫ Чӑваш Республикинчи вӑрҫӑ, ӗҫ, хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйсен тата йӗркелӗхе хураллакан орган-сен ветеранӗсен /пенсионерӗсен/ общество организа-цийӗнчен. Предприятисемпе учрежденисем, ватӑсен об-ществисем, уйрӑм ҫынсем таса кӑмӑлпа укҫа куҫа-раҫҫӗ. Вӗсен йышӗнче -Тӑвай тата Шупашкар район-ӗсенчи ветерансен канашӗ-сем /Тӑвайсем - 17835, Кӳкеҫсем - 14362 тенкӗ/, Шупашкарти троллейбус уп-равленийӗн /5090 тенкӗ/, В.И.Чапаев ячӗллӗ /2000/, ЧЭАЗ /6280 тенкӗ/ ӗҫпе вӑрҫӑ ветеранӗсем. Сӗн-тӗрвӑрри район администра-цийӗпе кунта пурӑнакансем /13761 тенкӗ/, Елчӗк район-ӗнчи пасар, БТИ /8550 тенкӗ/, «Отделфинстрой» ООО ӗҫченӗсем /15000 тенкӗ/, федерацин травмато-логипе ортопеди тата эн-допротезировани центрӗ яч-ӗпе Раҫҫей Федерацийӗн сывлӑх сыхлавӗнче тӑрӑша-кансен профсоюзӗ /50000 тенкӗ/ сӑваплӑ ӗҫрен пӑрӑн-ман. Уйрӑм ҫынсен тупи те пӗчӗкех мар. Сӑмахран, Крас-оармейски районӗнчи Тусай ялӗнчи Петр Григорьев пенсионер 3 пин тенкӗ, тӳрлен-мелли колонири Александр Иванов 1800 тенкӗ куҫарнӑ. Ку ӗҫ вӑй илет кӑна-ха.
Палӑк еплерех пуласси скульпторсемпе архитектор-сенчен нумай килнине кала-мӑпӑр. Унччен пӗр автор ӗҫӗпех ҫырлахас «хӑрушлӑх» пурччӗ. «Хыпар» хаҫат ҫине тӑнипе Андриян Григорьеви-чӑн палӑкӗн эскизне хатӗр-лекенсен конкурсне ирттер-ме йышӑнчӗҫ. Дна Шупашкар хула администрацийӗн пуҫ-лӑхӗн архитектурӑпа хула строительствин ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен ҫумӗ А.Анисимов ертсе пырать. Комисси йыш-ӗнче - В.Нагорнов скульп-тор, «Чӑвашгражданпроект» институг директорӗ Р.Рахи-мов, Раҫҫей халӑх художникӗ Р.Федоров, Чӑваш Ен Прези-денчӗн культура ыйтӑвӗсем-пе ӗҫлекен канашҫи М.Кондратьев, культура еткерне упракан патшалӑх центрӗн ертуҫи Н.Муратов. Ятлӑ-сумлӑ ӑстасен пӗтӗмлетӳллӗ шу-хӑшӗ халӑх кӑмӑлӗпе тур килтӗрехчӗ.
Темиҫе шухӑш палӑртса хӑварӑттӑм. Палӑка ҫаплипех икӗ ҫын сӗннӗ ҫӗрех вырнаҫтарасшӑн. Темшӗн-ҫке «Хыпарӑн» йышлӑ вулаканӗ-сен шухӑшне шута илмен пек туйӑнать. Вӗсем хӑйсем енчен темиҫе вариант сӗнчӗҫ ӗнтӗ. Палӑка Ҫӗнӗ Шупашкарпа Шупашкар хуш-шинчи ҫул хӗрринче сквер уҫса унта вырнаҫтарма, ҫулне «Космонавтсен проспекчӗ» ят пама сӗннӗ шухӑша ырлакан сахал мар пулчӗ. Вырӑнӗ чӑннипех лайӑх. Халӗ сӗнекен, М.Калинин урамӗпе А.Ни-колаев космонавт урамӗ хӗресленнӗ вырӑн, тем тесен те, тепӗр 10-20 ҫултан «ҫырлахтарма» пӑрахать.
Палӑк эскизӗсен конкурсне ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пӗтӗмлетеҫҫӗ. Унпа килӗ-шӳллӗн виҫӗ ҫӗнтерӳҫе па-лӑртаҫҫӗ. Вӗсенчен мала тух-нин эскиз проектне палӑк тума ҫирӗплетеҫҫӗ. Ҫапла таха... Анчах палӑка халӑх укҫи-тенкипе ҫӗклеме палӑртатпӑр пулсан, ҫав ӗҫсем конкурс комиссине ҫитнӗ май, вӗсе-не пахалама, суйласа илме, тен, халӑха хӑйне те хутшӑн-тармалла? Комисси суйласа илнипе пӗрлех республика ҫыннисем те хӑйсен вариан-тне сӗнччӗр. Калӑпӑр, Чӑ-ваш наци музейӗнче-и е урӑх ҫӗрте-и - икӗ-виҫӗ эрнелӗх кӑтартма пулатех-тӗр.
Юрий СТЕПАНОВ