Чувашская республика
Официальный портал органов власти
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Уважаемый пользователь.

Данный сайт обновлен и вы находитесь на устаревшей версии. Чтобы просмотреть актуальную информацию, перейдите на новую версию сайта http://www.cap.ru/. Данная версия будет закрыта в ближайшее время. 

Спасибо за понимание.

2011.04.12 Ветерансем тупӑшрӗҫ (Хыпар)

Ӗҫпе вӑрҫӑ, Хӗҫ-пӑшаллӑ Вӑйсен тата право органӗсен ветеранӗсен районти канашӗ пуҫарнипе Космонавтика ҫулталӑкне халалласа Комсомольски вӑрманӗнче йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗ иртрӗ. Уява ветерансен канашӗн ертӳҫин ҫумӗ В.Пундяков уҫрӗ, пурне те чупура ӑнӑҫу сунчӗ.

Ҫанталӑк аван тӑчӗ, кунӗпех хӗвел пӑхрӗ. Ҫавӑнпах-тӑр ӑмӑрту та савӑк иртрӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене тӗрлӗ усӗмре палӑртрӗҫ. Ҫитмӗл ҫултан иртнисен хушшинче пӗрремӗш вырӑна - В.Пундяков, иккӗмӗшне - Ф.Ефимов, виҫҫӗмӗ-шне Ю.Зубарев йышӑнчӗҫ. Вӗсенчен кӗҫӗнреххисен хуш-шинче С.Гаврилов, Н.Краснов, С.Кузьмин мала тухрӗҫ. Сакӑр вуннӑран иртнисем мансӑр пуҫне урӑх никам та пулмарӗ. Ҫавӑнпа эпӗ ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫрӗм. Хӗл каҫиччен манӑн йӗлтӗр йӗрӗ 465 ҫухрӑма ҫитрӗ. Ҫакна та шута илчӗҫ пулӗ. Хӗрарӑмсен хушшинче Л.Васильева, Т.Алексеева, Т.Кузьмина палӑрчӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене Хисеп хучӗсемпе тата хаклӑ парнесемпе чысларӗҫ. Чупӑва йӗркелесе ирттерме иртнӗ ҫулсенчи пекех «Промкерами-ка» предприяти пулӑшрӗ.

Амӑртӑва хутшӑннисемшӗн ҫак кун чӑн-чӑн уяв пулчӗ. Спортсменсем вӑрман уҫланкинче кӑвайт чӗртсе чей вӗретсе ӗҫрӗҫ. Пурте кӑмӑллӑ юлчӗҫ. Йӗлтӗр йӗрӗ пӗтиччен ярӑнма татах тухма калаҫса татӑлчӗҫ.

 

Рев. Моисеев.

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика