Календарьте ҫак куна хӗрлӗ тӗспе палӑртман. Апла пулин те паян - пысӑк уяв. Тӗнче уҫлӑхне парӑнтарассишӗн ӗҫлекен ҫӗр-ҫӗр ҫыншӑн кӑна мар, хӑйӗн ывӑл-хӗрне ҫӑлтӑрсем патне ӑсатнӑ халӑхсемшӗн, ҫӗр-шывшӑн та. Пайӑррӑн илсен - ман-шӑн та. Мӗншӗн тесен хӑй вӑхӑ-тӗнче эпӗ те ҫак ӗҫе хамӑн пӗчӗк ҫеҫ тӳпене хывнӑ-ҫке, ҫар хӗсмечӗ иртнӗ тапхӑрта ытти-семпе пӗрле темиҫе экипажа уҫлӑха ӑсатнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Чӑвашран килнӗ салтаксене «Андриян Николаев космонавт енте-шӗсем» тетчӗҫ. Пытармастӑп: ӑшӑмра мӑнаҫлӑх туйӑмӗ капланса килетчӗ ун чухне. Ҫак туйӑм паян та сӗвӗрӗлмест пирӗн чунӑмӑрсенче.
Пирӑн мӑнаҫланмалӑх сӑлтав та пур: Чӑваш Ен ҫӗрӗ тӗнче уҫлӑхне парӑнтарнӑ икӗ улӑп-паттӑра - А.Г.Николаевпа Н.М.Бударина, чӑвашпа вырӑса, -ҫуратса ӳстернӗ, виҫҫӗмӗшне - М.Х.Манарова, Дагестанри лак халӑхӗн ывӑлне - космоса ҫӗкденме хӑват панӑ. Вӗсен йыш-не'кӗрес тесе ҫутӑ ӗмӗтпе хавха-ланнисем - вун-вун яшпа хӗр. Космонавтика кунне халалласа историре манӑҫми йӗрпе ҫырӑн-са юлнӑ ҫак кун республикӑмӑр-та тӗрлӗ мероприяти иртӗ. Пал-лах, тёп уяв Шурщӑлти Космонавтика музейӗн мемориал комплексӗнче, Шупашкарти Ю.А.Гагарин палӑкӗ тата А.Г.Николаева асӑнса лартнӑ чул-палӑк патӗнче пулӗ. Унта республикӑри ял-поселоксенчен, шкулсемпе вӗ-ренӳ заведенийӗсенчен вун-вун делегаци ҫитӗ, ҫӑлтӑрсем витӗр йывӑр та тумхахлӑ, ҫав вӑхӑтрах мухтавлӑ ҫул хывнӑ Андриянӑмӑр, унӑн ӗҫтешӗсем ҫинчен ытларах пӗлӗ. Чӑваш Енри ҫамрӑк космонавтсен отрячӗсен ертӳҫисем, космонавт ентешсен паттӑрлӑхӗпе хавха-ланнӑ чӑваш-вырӑс тата ытти наци ачисем, Хусан авиаци институтӗнчен вӗренсе тухнисен ассоциацийӗн представителӗсем, Байконур, Свободный, Капустин Яр тата Плесецк космодромсенче хӗсметре тӑнӑ ветерансем паллӑ ентешӗмӗрӗн вил тӑприйӗ умӗнче пуҫ тайӗҫ.
Тӗнче уҫлӑхне тӗпчесси - питӗ хаклӑ. Сӑмахран акӑ паянхи кун пӗр килограмм тиеве тӗнче уҫлӑхне кӑларса унти комплекса ҫитерме тӑватӑ килограмм ытла ылтӑн хакӗ тӑкакланать. Хак ҫинчен сӑмах пуҫартӑмӑр пулсан ҫакна асӑнни вырӑнлӑ: Раҫҫей Федерацийӗ тӗнче уҫлӑхне тӗпчеме кӑҫал 15 миллиард тенкӗ палӑртать, ҫав вӑхӑтрах АПШ ҫӗр тулашӗнчи проектсене пурнӑҫа кӗртме кашни ҫул 15,4 миллиард доллар уйӑрать. Енчен тенкӗпе доллар хушшинчи уйрӑмлӑха шута илсен пирӗн ҫӗр-шывӑн ҫак тӗллевпе усӑ ку-ракан бюджечӗ Америкӑринчен 30 хут пӗчӗкрех.
«Хӗрӗх виҫӗ ҫул каялла Совет Союзӗ тӗнче уҫлӑхӗнчи тупӑшу-ра ҫӗнтерчӗ», - ҫак ятпа 2004 ҫулхи ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ют ҫӗршывсенчи массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче чылай материал пичетленсе тухрӗ. Вӗсене ҫиелтен кӑна тишкерес пулсан та статьясенчи тӗп шу-хӑш американсен мӑнаҫлӑх туйӑмне С.П.Королев академикпа унӑн ӗҫтешӗсем самаях туймалла пусарнине палӑртать. Пир-вайхи хут наука-техника прогресӗн тӗлӗнтермӗшӗ - этем тытса пыракан космос карапӗ орбитӑна тухса ҫӗр тавра пӗр хут вӗҫсе ҫаврӑннӑ кун пичет тата электрон информаци хатӗрӗсен сайчӗсемпе «Историри ҫак кун» рубрикинче «Совет Союзӗ» тата «Гагарин» сӑмахсем ытларах янӑранӑ. Ҫав вӑхӑтрах НАСА /АПШӑн космос тӗпчевӗн центрӗ/ ҫӗнӗ хыпарсен ярӑмӗсенче ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче пӗтӗм тӗнче питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ икӗ уява - Гагарин вӗҫевӗ 43 ҫул тата «Шаттл» карап пӗрремӗш вӗҫеве тухнӑранпа 23 ҫул ҫитнине - паллӑ тӑвать тесе ҫак пулӑмӑн пӗлтерӗшне ун чухне «шайлаштарма» хӑтланчӗ. Ҫур ӗмӗр ытла каярах икӗ суперпатшалӑх тӗнче уҫлӑхне тӗпчес енӗпе пуҫарнӑ тупӑ-шӑвӑн «ҫивӗчлӗхӗпе хӗрӳлӗхӗ» самай тамалчӗ пулин те - пач «сӳнмен-ха». Мӗншӗн тесен ҫак «тупӑшу» ҫӗр-шывсен хӑватлӑх-не палӑртакан хӑйне евӗр индикатор пекех.
Ю.А.Гагарин хыҫҫӑн паянхи кунччен 32 ҫӗр-шывӑн 516 ҫынни, вӑл шутра - 55 хӗрарӑм, ун ҫулӗпе «утрӗ»: тӗрлӗ комплексра талӑкӗ-талӑкӗпе ӗҫлерӗ, тӗпчев ирттерчӗ. Ҫапах та, кирек мӗнле виҫсе хакласан та, эпир тӗнче уҫлӑхӗнче тунӑ ҫит-ӗнусен картне хальлӗхе нихӑш ҫӗр-шыв та ларайман. Пӗр пӗчӗк тӗслӗх ҫеҫ: «Мир» станцире ӗҫленӗ Валерий Поляков космонавт тӗнче уҫлӑхӗнче 437 талӑк та 17 сехет пулнӑ. Сергей Авдеев космонавт вара тӗнче уҫлӑхӗнче хӑйне евӗр рекорд тунӑ -пурнӑҫӗнчи 747 талӑка тӗпсӗр уҫлӑха тӗпчессине халалланӑ. Орбитӑра вӑрах ӗҫленӗ станци те пирӗнех - «Мир» станци! Ҫак комплекс 105 космонавта йышӑннӑ.
«Космос ӗмӗрӗн» малтанхи ҫулӗсенче Совет Союзӗ чӑнни-пех те ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ турӗ: 1962 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче пирӗн мухтавлӑ халӑхӑмӑрӑн паттӑр ывӑлӗ Андриян Григорьевич Николаев, кӑштахран унпа пӗрлех Украина кӑйкӑрӗ Павел Романович Попович пӗрлехи вӗҫевре пулчӗҫ. 1963 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче тӗнче уҫлӑхӗ пӗрремӗш хут хӗрарӑма - Валентина Те-решковӑна - йышӑнчӗ. 1964 ҫулхи юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Байконур космодром пирвайхи хут виҫӗ ҫынлӑ экипажа ӑсатрӗ. 1965 ҫулхи пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Алексей Леонов космонавт уҫӑ космоса тухрӗ. Каярахпа Совет Союзӗ пулӑшнипех Чехословаки, Болгари, Венгри, Куба, Вьетнам, Монголи, Инди тата ытти ҫӗр-шыв хӑйсен кос-монавчӗсемлӗ пулчӗҫ. Халӗ акӑ Китай тӗнче уҫлӑхне хӑй тӗллӗн тӗпчеме пуҫларӗ.
1961 ҫулхи ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ТАСС ҫын пӗрремӗш хут тӗнче уҫлӑхне ҫӗкленнине пӗлтернӗ, пурне те тӗлӗнтернӗ хыпар тӗнчипех ҫиҫӗм евӗр са-рӑлнӑ. Юрий Гагаринӑн «Кайрӑ-мӑр!» сӑмахӗпе унӑн 108 минутлӑх вӗҫевӗ наука прогресӗнче ҫӗнӗ тапхӑр - тӗнче уҫлӑхне ҫӗнӗлле тӗпчесси - пуҫланӑ. Унта Чӑваш Ен ҫӗрӗ те хӑйӗн тивӗҫлӗ тӳпине хывнӑ.
Юрий СТЕПАНОВ.