Эсир мана хӑть мӗн тейӗр те, пирӗн халӑх паян кунчченех пуҫ-лӑх куҫӗнчен пӑхса, вӑл мӗн каланине шута илсе пурӑнать, -хӑй тӗллӗн пуҫару тума вӗреней-мерӗ, хӑнӑхаймарӗ.
Шупашкарта мухтавлӑ ен-тешӗмӗрӗн, А.Г.Николаев космо-навтӑн мӑнаҫлӑ та чаплӑ палӑкӗ пулмалли ҫинчен эпӗ 2000 ҫул-сен пуҫламӑшӗнчех «Хыпар» ха-ҫатра ҫыртӑм. 2005 ҫулта пичет-ленсе тухнӑ «Сталин грамоти» кӗнекере вара, «Николаев» ятлӑ статьяра /209-216 стр./, ку ый-тӑва тепӗр хут ҫӗклерӗм, хамӑн шухӑша пӗр шахвӑртмасӑр ҫапла палӑртрӑм: «А.Г.Николаева пы-тарнӑ хурлӑхлӑ кунсенче, ҫурал-нӑранпа 75 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ каҫра тӗрӗс сӑмах нумай ка-ларӗҫ: Чӑвашӑн чи ҫутӑ Ҫӑлтӑрӗ; Чӑвашӑн чи мухтавлӑ ывӑлӗ; Чӑ-ваш пирки тӗнчене пӗлтернӗ Ҫын; чӑваша Уйӑх ҫинче те пӗлеҫҫӗ; Чӑвашӑн символӗ; Наци Геройӗ... Ҫав вӑхӑтрах тӗп хуламӑрта -шӗкӗр Шупашкарта - Наци Ге-ройӗн Гагаринӑннипек, Лени-нӑнни пек палӑк та ҫук. Респуб-лика лапамӗнче миллион-миллион ҫынна пӗтермелли самана туса хунӑ, чӑваш тӑрӑхӗнче нихӑҫан та пулман Ленинӑн палӑкӗ мар, Чӑвашӑн мухтавлӑ ывӑлӗн, Наци Геройӗн А.Г.Николаевӑн палӑкӗ мӑнаҫлӑн тӑмалла».
«Хыпар» хаҫатӑн ун чухнехи тиражне тата «Сталин грамоти» кӗнеке 3000 экземплярпа тухни-не шута илсен, ҫемьесенче виҫӗ ҫынран кая мар пурӑннине тӗпе хурсан - статьясене 80 пин ҫын вуланах. Анчах пӗри те «тӗрӗс, палӑк кирлех» тесе ҫыру ямарӗ, хӑйӗн шухӑшне пӗлтермерӗ. Апла пулин те «Хыпар» хаҫат ку ыйтӑва хускатма чарӑнмарӗ -статья хыҫҫӑн статья ҫырчӗ.
Халӗ мӗн куратпӑр? Республика пуҫлӑхӗ - Михаил Игнатьев Президент - палӑк пирки йышӑ-ну кӑларчӗ те чӑваш халӑхӗ вӑранчӗ - «Хыпар» хаҫата ҫыру хыҫҫӑн ҫыру килет: пичетлесе кӑна ӗлкӗр. Ҫак тӗслӗх статья пуҫламӑшӗнчи йӗркесене ҫӗр проценчӗпех ҫирӗплетрӗ.
Михаил Васильевич пуҫару ту-ман пулсан?.. Пурӑнаттӑмӑрччӗ ӗнтӗ ҫаплах айланса, пуҫлӑхсем хушасса кӗтсе, тӗрлӗ регионтан, тӗрлӗ ҫӗр-шывран килекен хӑна-семпе туристсене Николаев ура-мӗнчи пуҫ-палӑка кӑтартса та тӗлӗнтерсе.
Андриян Григорьевичпа те-миҫе те курнӑҫнӑ, калаҫнӑ. Анчах «пуҫ-палӑка ларттарма мӗншӗн ирӗк патӑр?» тесе ыйтма хӑюлӑх ҫитереймерӗм. Ку «палӑк» ӑнӑ-ҫсӑр пулса тухнине эпӗ вун-вун ҫынран илтнӗ. Чӗрепе туятӑп -юратнӑ космонавтӑмӑра та вӑл килӗшменех...
Хамӑн шухӑша эпӗ улӑштар-ман - А.Николаев палӑкӗ Шу-пашкар варринче, Ленин вырӑнӗнче пулмалла. «Ҫул пуҫ» палӑкне Ульяновсен Чӗмпӗрти музей-комплексне парнелемелле. Ман шухӑшпа, кӳршӗсем ӑна хапӑл тусах йышӑнӗҫ. Илсе кайнӑ чухне карттусне хывса юлмалла. «Мӗншӗн тесен вӑл Ленинӑн мар - Геннадий Никандрович Волко-вӑн: пирӗн сумлӑ ӑсчахӑн, чӑва-шӑн этнопедагогикине тӗнче шайне ҫӗкленӗ наука докторӗн, Чӑваш Республикин. хисеплӗ гражданинӗн.
Карттусӗ Ленин пуҫӗ ҫине мӗнле лекнине Геннадий Никандрович ҫакӑн пек каласа панӑччӗ: «Пединститут умне тухнӑччӗ. Уҫӑлмалла унталла-кунталла утатӑп. Ман пата иккӗн килчӗҫ те: «Площадьре Ленин палӑкне лар-ттарасшӑн. Ун валли эскизсем кирлӗ. Эсир ҫул пуҫ хурӑмах вӑтам пӳллӗ, аллӑрсене ҫурӑм хыҫне мӗнле тытни те килӗшрӗ, карттусӑр та рабочи-крестьянски, - терӗҫ. - Вӑхӑтӑр пулсан тата вунӑ-вун пилӗк минут уткаласа ҫӳрӗр-ха. Нимӗн те ан пӑшӑрха-нӑр: сирӗн карттуссӑр пуҫне палӑкра пӗтӗмпех Ленина хӑйне сӑнарлатпӑр». Эпӗ хаваспах килӗшрӗм. Мӗнле килӗшмӗн? Манӑн карттус Ленин пуҫӗ ҫинче пулать-ҫке-ха. Скульпторсем сӑмахне тытрӗҫ: палӑкри карттус -ярт! манӑн, пӗр улшӑну та кӗртмен».
А.Николаев палӑкне республика туремӗнче лартма хевте ҫитереймесен икӗ хула хушшинчи пушӑ вырӑнах суйласа илмелле. Кунта вара, ман шухӑшпа, космонавтсен палӑкӗсемпе ҫеҫ ҫырлах-малла мар, кунта чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркине, культурине, авалхипе хапьхи пурнӑҫне кӑтартакан кӗтес хӑтламапла.
Ӑна эпӗ ҫапларах куратӑп.
Автомашинӑсем ҫурекен аслӑ ҫулӑн икӗ енӗпе те тӑватӑ-пилӗк ретрек кая мар ҫӑка лартмалла: вӑл кустӑрма айӗнчен тухакан тусана ҫӑтса тӑрӗ. Ун ҫумӗнче туристсене, хӑнасене, хула-ял ҫыннисене кӗрсе ҫӳреме тепӗр анлӑ ҫул тумалла. Юнашар чечек йӑранӗсем йӗркелемелле. Унтан брусчаткӑран ҫуран утмалли ҫул сармалла. Вара тӑршшӗпех ӗлӗкхи чӑваш ялӗнчи хресченӗн ҫурчӗпе хуралтисене сӑнлакан тупе айӗн-чи музей, чӑваш апат-ҫимӗҫӗпе сӑйламалли кафе-ресторан, суве-нирсем сутакан ларексем, -республикӑри предприятисен аш-пӑшне, сӗт-ҫу юр-варне, конди-тер изделийӗсене, пахча ҫимӗҫ-не, промышленноҫ таварӗсене сутмалли лавккасем, Чӑваш Рес-публикин аталанӑвӗпе ҫитӗнӗвне кӑтартакан курав центрӗ, чӑваш йӑли-йӗркипе ҫыхӑннӑ музейсем, картина залӗсем тата ытти те, тата ытти те пулмалла.
Аслӑ ҫулӑн тепӗр енче вара Чӑваш Ене мухтава кӑларнӑ космонавтсен, артистсен, юрӑҫсен, ӑсчахсен, художниксен, скульпторсен, композиторсен, ҫыравҫӑсен, ҫӗр ӗҫченӗсен, рабочисен, спортсменсен... палӑкӗсене вырнаҫтармалла. Вӗсене утма ҫул хӗррипе мар, вӗҫе-вӗҫӗн, хӳме-пе картламасӑр тӑсӑлакан парксенче меллештермелле.
Калӑпӑр, чӑн малтан Космо-навтсен паркӗ пултӑр. Унта А.Николаевӑн, Н.Бударинӑн, М.Манаровӑн палӑкӗсене лартмалла. Вӗсем ҫинчен каласа паракан стендсем хатӗрлемелле.
Космонавтсен паркӗ ҫумӗнченех Ҫыравҫӑсен паркӗ пуҫлантӑр. Унта, сӑмахран, К.Иванов «Нарспи» поэма ҫырса ларнине курас килет. Ҫывӑхӗнчех Нарспипе Сетнер кӳлеписем тӑччӑр, килен-каян ҫине йӑлкӑшса пӑх-чӑр.
Кашни парк, паллах, хӑйне евӗрлӗ композиципе уйрӑлса тӑмалла. Ҫавӑн чухне кӑна вӗсем туристсене, хула-ял ҫыннисене илӗртӗҫ, ӗмӗрлӗхе асра юлӗҫ.
Ҫапла вара аслӑ ҫулӑн пӗр енче чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркипе, культурипе, пурнӑҫӗпе пал-лашӑпӑр, тепӗр енче - унӑн мухтавлӑ ҫыннисене курса мӑ-наҫланӑпӑр. Шупашкартан пуҫласа Ҫӗнӗ Шупашкара ҫитиччен тӑсӑлакан ҫак вырӑна «Чӑваш халӑхӗн проспекчӗ» ят парсан питех те аван пулӗччӗ.
Проспекта икӗ енчен кӗнӗ ҫӗрте те, аслӑ ҫул урлӑ, пысӑк аркӑсем тумалла. Ун ҫумӗнче чӑваш тумне тӑхӑннӑ арҫын шӑпӑр е кӗсле каласа тӑтӑр.
Капашлӑ ҫак проекта пурнӑҫ-ласан пирӗн пата килекен кашни хӑна, турист, инвестор Чӑваш халӑхӗн историне, унӑн мухтавлӑ ҫыннисене проспекта кӗрсе унран тухнӑ ҫӗре пӗтӗмпех пӗлӗ.
Туристсемпе инвесторсене ҫеҫ мар, хамӑра та кун пек проспект тахҫанах ӗнтӗ кирлӗ, пирӗн хыҫ-ҫӑн килекен ӑрусем валли кирлӗ. Арсений Тарасов ҫыравҫӑ калани-не ӗненес тӗк республика ерту-ҫисен Президент бульварне ҫакӑн евӗрлӗ тӑвас шухӑшсем пулнӑ имӗш. Анчах, ӑнланмалла ӗнтӗ, вырӑн унта хӗсӗк - лайӑх шухӑш сӑмах шайӗнчех юлнӑ.
«Чӑваш халӑхӗн проспектне» ӑсталама-хӑтлама вара майсем-хӑватсем ҫителӗклех: чӑвашлӑха кӑтартакан хутлӑх кирлӗлӗхне ҫеҫ чӗрепе ӑнланса илмелле, объектсене тума предприятисене, пуян бизнесменсене пайласа памал-ла, пин-пин чӑвашӑн пӗр ҫын пек пулса кар! ҫӗкленмелле.
Космонавт палӑкӗ, «Чӑваш ха-лӑхӗн проспекчӗ» пирки шухӑшласа иртнӗ эрнере тӗп хуламӑрӑн урамӗсем тӑрӑх ҫӳрерӗм. Кӑҫал Космонавтика ҫулталӑкӗ пулнине пӗлтерекен пӗр стенд, пӗр панно, пӗр хыпарлав курмарӑм...
Максим ГЕНОВ