Чӑваш Енре хальхи вӑхӑт-ра вӗренекен ҫамрӑксен пултарулӑхӗн фестивалӗ -«Студентсен ҫуркунни» -пырать. Кӑҫал ӑна Космо-навтика ҫулталӑкне халал-ланӑ. Ҫак паллӑ пулӑмпа ҫыхӑнтарса ятарлӑ номина-ци те ҫирӗплетнӗ. Студентсем тӗрлӗ жанрлӑ номер-семпе программӑсем хатӗрленӗ: юрӑ-кӗвӗ, ташӑ, театр... Ку хутӗнче конкурса ҫӗнӗ енсем те кӗртнӗ: видео тата журналистика.
Аслӑ професси пӗлӗвӗ паракан вӗренӳ заведений-ӗсенче пуринче те тӗрлӗ факультетра ӑс пухакансем хӑйсен пултарулӑхӗпе пал-лаштараҫҫӗ. Чи лайӑх сту-дентсемпе коллективсем республика фестивальне хутшӑнӗҫ, унӑн суйлав тап-хӑрӗсем ака уйӑхӗн 22-23-мӗшӗсенче культура училищин никӗсӗ ҫинче иртӗҫ. Финал - вӑл ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Я.Ух-сай ячӗллӗ Культура керме-нӗнче иртмелле - Чӑваш Енри пин ытла хӗрпе кач-
чӑна пӗр ҫӗре пухӗ,
* * *
Республикӑра Ю.Гагарин космоса вӗҫсе кайнӑранпа 50 ҫул ҫитнине халалланӑ уйӑхлӑх пырать. Асӑннӑ мероприятисене районсемпе хуласенчи ҫамрӑк космо-навтсем хастар хутшӑнаҫҫӗ.
Калӑпӑр, Чӑваш Енӗн чылай кӗтесӗнче кӗнеке тата пултарулӑх куравӗсем
ӗҫлеҫҫӗ: «Космос тӗнчи», «Пирӗн кӑйкӑр», «Космос ывӑлӗ» т. ыт. те. Хӗрлӗ Чутай районӗнче «Ҫӑлтӑрсен парачӗ» театрализациленӗ но-мер кӑтартнӑ. Улатӑрти ҫамрӑк космонавтсем литература хӑна пӳлӗмӗнче - «Вӑраннӑ тупе» ятлӑскерте - пулса курнӑ. Етӗрнери пултарулӑх ҫуртӗнчи «Авиамодель» пултарулӑх пӗрлешӗвӗнче ӑсталӑ-хне устерекенсем Чӗмпӗрти «АВИАСТАР» заводра экскур-сире пулнӑ, цехсенче тимӗр «вӗҫен кайӑксем» епле май-па ҫунатпа «пуянланнине» сӑнанӑ, ТУ-204СМ самолет салонне кӗрсе курнӑ.
Ҫак уйӑхлӑх вӑхӑтӗнче «Ҫӑлтӑрсем патне хывнӑ ҫулпа!» ятпа йӗркеленӗ Интернет-конференцие «Зрасе» /Шупашкарти 10-мӗш шкул/, «Кайӑк хур ҫулӗ» /Ҫӗрпӳри 2-мӗш шкул/, «Кондор» /Ҫӗмӗрлери 6-мӗш шкул/ отрядсенчи ҫамрӑк космонавтсем, Чулхулари «Туртӑм» центр представителӗсем тата Ю.Гагарин ячӗллӗ 66-мӗш вӑтам шкулти 11 -мӗш класс вӗренекенӗсем хутшӑннӑ. Вӗсем телекӗпер пулӑшнипе «космос юхӑмӗнче пӗр-пӗрин опычӗпе паллашнӑ. Хусан авиаци институтне пӗтернисен Чӑваш Енри ассоциацийӗн ертӳҫи Евгений Паршин аслӑ классенче ӑс пуха-кансен ыйтӑвӗсене - вӗсенчен ытларахӑшӗ космонавтикӑпа ҫыхӑннӑ профессисемпе кӑсӑкланнӑ -хуравланӑ. «Туртӑм» центр представителӗсем «Гагарин вунӑ кунлӑхӗ» /пӗлу уявӗ, ҫак тапхӑрта вӗренури пӗтӗм ҫитӗнӗве палӑртаҫҫӗ/ пирки капаса панӑ. Планетари ӗҫченӗсем «Союз» космос тренажер-не кӑтартнӑ, ун пекки урӑх нихӑш планетарире те ҫукмӗн. Унтан конфе-ренцие хутшӑннисем вӗсен сайтӗнче вырнаҫтарнӑ видеоурока /астрономипе космонавтика енӗпе/ пӑхса тӗлӗннӗ.
Ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ҫамрӑк космонавтсем «Пире космос анлӑшӗ чӗнет» республика слетне пухӑннӑ.
В.ПАВЛОВА