Чувашская республика
Официальный портал органов власти
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Уважаемый пользователь.

Данный сайт обновлен и вы находитесь на устаревшей версии. Чтобы просмотреть актуальную информацию, перейдите на новую версию сайта http://www.cap.ru/. Данная версия будет закрыта в ближайшее время. 

Спасибо за понимание.

2011.04.14 Космонавтсен проспектӗнче вырӑн туптӑр (Хыпар)

«Вунӑ ҫыннӑн - вунӑ, ҫӗр ҫыннӑн - ҫӗр шухӑш» тенӗ аслӑ ӑрурисем. Ҫавӑнпа ҫӗр шухӑша итлесе пӗр тӗрӗс шухӑш патне пырса тухма, кӗҫех татӑклӑ сӑмах калама тивет тӑван халӑхӑмӑрӑн. «Хыпар» хаҫат Чӑваш ҫӗрӗн мухтавлӑ ывӑлӗн Андриян Николаевӑн палӑкӗ мӗнле пулмалли, ӑна ӑҫта вырнаҫтармалли ҫинчен калаҫу пуҫарса йӑнӑшмарӗ: чылай ҫын хӑйӗн сӑмахне каларӗ ӗнтӗ. Паян тепӗр виҫӗ вулакан ҫапла тума кӑмӑл турӗ.

 

Михаил ЕРЕМИН, ӗҫпе вӑрҫӑ ветеранӗ, Йӗпреҫ поселокӗн хисеплӗ гражданинӗ:

- Чӑваш халӑхӗн ят-сумне ҫӑлтӑр-сем таран ҫӗкленӗ мухтавлӑ ен-тешӗмӗрӗн, Совет Союзӗн виҫҫӗмӗш космонавчӗн палӑкне ӑҫта вырнаҫта-рассипе ҫыхӑннӑ ыйту тавра пуҫланӑ калаҫӑва эпӗ те хутшӑнас терӗм. Манӑн шухӑшпа, татӑклӑ сӑмах кала-малли вӑхӑт ҫитсе пырать. Вӑл пӗр тӗллевлӗх патне хӑвӑртрах ҫитсе тух-тӑрччӗ кӑна. «Хыпар» хаҫатӑн нумай-нумай вулаканӗн панӑ сӗнӳпе килӗ-шетӗп. Атӑлпа Ҫавал хутлӑхӗнче ӳссе ҫитӗннӗ Улӑпӑн чаплӑ палӑк шӗкӗр хуламӑрпа Ҫӗнӗ Шупашкар хушшинчи ҫул хӗрринче вырӑн туптӑр. Ку тӑрӑх-ра ӳлӗмрен ҫӗкленме тивӗҫлӗ нумай хваттерлӗ ҫуртсем ӑна хупласа-хупӑр-ласа тӑрасран шикленмелли ҫук. Ҫакна архитекторсемпе скульпторсем чи малтан шута илеҫҫех ӗнтӗ.

Сергей КОНСТАНТИНОВ, ӗҫ ветеранӗ, Йӗпреҫ районӗнчи Ҫӑкалӑх ялӗ: - Андриян Николаев пирӗн ҫемь-ешӗн чӑн тупери ҫутӑ ҫӑлтӑр пекех туйӑнать. Ялти шкула ҫуренӗ чухнех Леня ывӑлӑм унӑн паттӑрлӑхӗпе хавха-ланатчӗ. Аттестат илсен, Андриян пекех вӗҫевҫӗ пулас тӗллевпе, ятарлӑ ҫар училищине вӗренме кӗчӗ. Афганистан-ра пиҫӗхрӗ, Ҫурҫӗр Кавказра боевиксене хирӗҫ ҫапӑҫрӗ. Вунӑ ҫул каялла унтах пуҫ хучӗ. Вилнӗ хыҫҫӑн ӑна Раҫҫей Геройӗ ятне пачӗҫ. Кӑҫалхи акан 9-мӗшӗнче вӑл ҫур ӗмӗр тултар-маллаччӗ.

Ывӑлӑм Андриян Григорьевич пирки ӑшӑ сӑмахсем кӑна калатчӗ. Пурӑннӑ пулсан-и, вӑл та манӑн шухӑша -виҫҫӗмӗш космонавтӑн палӑкне «Хыпар» хаҫат сӗнекен вырӑнта лартмалли шухӑша - хирӗҫлеместчӗ пулӗ. Икӗ хула хул-ҫурӑмӗсене мӑнаҫлӑн сарса пынине курса савӑнтӑр пирӗн Кӑйкӑрӑ-мӑр.

Всеволод ВАСИЛЬЕВ, педагогика ӗҫӗн ветеранӗ:

- Новосибирск облаҫӗнчи Каргат районне кӗрекен Ҫӗнӗ Салара пурӑнакан ентешсен /эпир кунта вун иккӗн/ шухӑшне пӗтӗмлетсе ҫакна ҫеҫ капӑпӑр: сумлӑ ентешӗсен палӑ-не Шупашкарта лартма палӑртнине ырлатпӑр, палӑк эскизӗсен конкурсӗ-нче чи лайӑх ӗҫ ҫӗнтерессе шанатпӑр. Тӗп халӑх скульптура ӑҫта вырӑн тупассине хӑй кӑтарттӑр. Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хушшинче лартни кунти тавралӑх сӑн-сӑпатне илемлет-се кӑна тӑрӗ. Уҫнӑ ҫӗре, тен, хамӑр та хутшӑнӑпӑр...

Геннадий КУЗНЕЦОВ калаҫнӑ

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика