Чувашская республика
Официальный портал органов власти
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Уважаемый пользователь.

Данный сайт обновлен и вы находитесь на устаревшей версии. Чтобы просмотреть актуальную информацию, перейдите на новую версию сайта http://www.cap.ru/. Данная версия будет закрыта в ближайшее время. 

Спасибо за понимание.

2011.04.01 Муса Манаров ҫинчен (Ҫамрӑксен хаҫачӗ)

Эпӗ 4-мӗш класра вӗренетӗп. Манӑн ӳссен космоса вӗҫес килет, ҫавӑнпа тӗнче уҫлӑхӗпе халех интересленетӗп. Андриян Николаев-па Николай Бударин пирки пӗлетӗп-ха, Муса Манаров ҫинчен ҫырса кӑтартаймастӑр-ши?

АНАТОЛИЙ. Шупашкар районӗ.

 

Муса Хираманович Манаров Азербайджанри Бакура 1951  ҫулхи пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Апла пулин те унӑн ачалӑхӗ Чӑваш ҫӗрӗ ҫинчи Улатӑр хулинче иртнӗ. Унти шкултан вӗренсе тухсан Муса Мускав авиаци институчӗн вӗҫев аппарачӗсен радиоэлектроника факультетӗнче ӑсталӑхне туптанӑ.

Малтанах инженерта вӑй хунӑ, унтан, 1974 ҫулта, космонавтсен отрядне кӗнӗ. 1987 ҫулхи раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнчен пуҫласа 1988 ҫулхи раштавӑн 21-мӗшӗччен "Союз ТМ-4" космос карапӗпе тата "Мир" орбита комплексӗпе вӗҫнӗ. Бортинженер тивӗҫне пурнӑҫланӑскер уҫлӑхра 365 талӑк та 23 сехет пулнӑ. Ҫапла майпа экипаж нумай вӑхӑт хушши вӗҫсе тӗнче рекордне ҫӗнетнӗ. Ӑнӑҫлӑ вӗҫевшӗн Муса Хирамановича Совет Союзӗн Геройӗн ятне панӑ тата Ленин орденӗпе, "Ылтӑн Ҫӑлтӑр" медальпе чысланӑ.

Муса Манаров уҫлӑха пӗрре хӑпарнипех ҫырлахман, 1990 ҫулхи раштавӑн 2-мӗшӗнче вӑл космоса тепре ҫӗкленнӗ. Ун чухне вӑл 175 талӑк та 2 сехет вӗҫнӗ.

Чӑваш Енре ӳснӗ Муса Хираманович халӗ Мускавра пурӑнать.

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика