Чувашская республика
Официальный портал органов власти
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Уважаемый пользователь.

Данный сайт обновлен и вы находитесь на устаревшей версии. Чтобы просмотреть актуальную информацию, перейдите на новую версию сайта http://www.cap.ru/. Данная версия будет закрыта в ближайшее время. 

Спасибо за понимание.

2011.04.01 Пусран тенкĕ пухăнать (Хресчен сасси)

«Ачалăх ячĕпе, ачалăх-шăн» марафон пухмачĕнче халĕ 3, 5 млн ытла укçа-тенкĕ.

Шупашкарти предприятисемпе организацисем çеç унăн счечĕ çине 1, 5 млн тенкĕ ытла куçарнă. Нумаях пулмасть «Газпром межрегионгаз» пĕрлешÿ пухмача 166 пин тенкĕпе пуянлатнă. ЧР финанс министерствин ĕçченĕсем те сăваплă ĕçрен айккинче юлман, 19 пин тенкĕ ытла пуçтарнă. ЧР вĕренÿ министерствин ĕçченĕсем вара - 9800 тенкĕ. Хулари васкавлă пулăшу больницин коллективĕ те нимерен пăрăнман, 14 пин тенкĕ куçарнă.

Ыр кăмăллăхшăн Етĕрне, Елчĕк, Патăрьел, Канаш, Çĕмĕрле, Улатăр, Йĕпреç районĕсенче, Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенче пурăнакансене уйрăмах палăртас килет.

Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин район çыннисене пуçарăва хутшăнма чĕнсе каланă. Вăрмарсем ниме ĕçне явăçса 145 пин тенкĕ ытла укçа пухнă.

Вĕренÿ учрежденийĕсем те хăйсен тÿпине хываççĕ. Патăрьел районĕнчи Тутар Сăкăчĕ, Сăкăт, Турхан, Шăнкăртам шкулĕсем ку енĕпе хастар ĕçлени палăрать. Ан тив, вĕсем марафон счечĕ çине куçарнă укçа-тенкĕ шучĕ нумай мар пулин те çын нушине ăнланни паха. Пусран вара тенкĕ пухăнать. Тенкĕ çумне тенкĕ хушсан ачалăха хÿтĕлемелли мул пулать.

В.Петрова.

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика