Чувашская республика
Официальный портал органов власти
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Уважаемый пользователь.

Данный сайт обновлен и вы находитесь на устаревшей версии. Чтобы просмотреть актуальную информацию, перейдите на новую версию сайта http://www.cap.ru/. Данная версия будет закрыта в ближайшее время. 

Спасибо за понимание.

2011.04.13 Асрах-ха манăçми тĕл пулусем (Хресчен сасси)

Пирвайхи космонавтсене тĕнчипех пĕлеççĕ. Шел, уçлăха чи малтан парăнтарнă Юрий Гагаринпа Герман Титов, чăваш кăйкăрĕ Андриян Николаев тата унăн «çăлтăрлă тăванĕ» Павел Попович украинец пирĕнтен иртерех уйрăлса кайрĕç.

Вĕсен кун-çулĕнче пĕр пек самантсем нумай. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче тĕнче уçлăхне çĕкленнĕ вунă космонавтран пурте тенĕ пекех ялсенче çуралса ÿснĕ, хаяр вăрçă вăхăтĕнче çитĕннĕ. Çавна май вĕсем, хальхи яш-кĕрĕмпе танлаштарсан, вăтам шкул та пĕтереймен. Ачаран йывăр ĕçе хăнăхнă, спорта юратнă. Професси училищисенче е техникумсенче вĕренме ăнтăлнă.

Смоленск облаçĕнчи Клушино ялĕнче çуралса ÿснĕ тĕнчери пĕрремĕш космонавт Ю.Гагарин, сăмахран, вун çичĕ çулта ремесленниксен училищине пĕтерсе фрезеровщик-литейщик пулса тăнă. Шуршăл каччи А.Николаев вара 1943-1947 çулсенче Иван пиччĕшĕпе пĕрле Сĕнтĕрвăрринчи вăрман хуçалăх техникумĕнче пĕлÿ илнĕ.

Гагарина халăх тĕнче уçлăхне çул хывнă пĕрремĕш çын пек пĕлет. Анчах та 1959 çулта Совет Союзĕнче йĕркеленнĕ космонавтсен отрядне чи малтан лекнĕ летчик Юрий Алексеевич мар, Павел Попович шутланать. Тĕнчери космонавтикăн никĕслевçи С.Королев академик сĕннипе Павел Романович хыççăн асăннă ушкăна Герман Титова, Юрий Гагарина тата Андриян Николаева йышăннă.

Хамăн пурнăçра мана çирĕм ытла космонавтпа тĕл пулма тÿр килчĕ. Андриян Григорьевичпа чи малтан 1965 çул пуçламăшĕнче, Канашри педагогика училищинче вĕреннĕ чухне, курнăçрăмăр. Совет Союзĕн виççĕмĕш космонавтне эпир, пулас вĕрентекенсем, училищĕн çĕнĕ çурчĕ умĕнче кĕтсе илтĕмĕр. А.Николаев каярахпа аудиторисемпе, çар мухтавĕн музейĕпе паллашрĕ, студентсемпе тĕл пулчĕ. Эпĕ ăна темиçе ыйту патăм, фотоаппаратпа ÿкерсе илтĕм.

70-мĕш çулсен варринче Совет Союзĕн Геройĕ ятне икĕ хутчен тивĕçнĕ Г.Береговойпа тата П.Поповичпа тĕл пулни халĕ те асрах. Вăл вăхăтра эпĕ ВЛКСМ республика комитечĕн массăллă спортпа оборона пайне ертсе пыраттăм. 1974 çулта «Орленок» çарпа спорт вăййисен республикăри финалĕ пулса иртрĕ. Çивĕч кĕрешÿре пĕрремĕш вырăна Çĕрпÿри 2-мĕш вăтам шкулăн команди тухрĕ, Минск герой-хулара ирттерме палăртнă çарпа спорт вăййисен финалне хутшăнма путевка çĕнсе илчĕ. Мана Чăваш Ен делегацине ертсе пыма шанчĕç.

Ăмăртусем палăртнă вăхăтра Минскăн тĕп площадĕнче иртрĕç. Совет Союзĕн кашни кĕтесĕнчен килнĕ пин ытла çамрăк армееца Беларуç КПСС Тĕп Комитечĕн пĕрремĕш секретарĕ, Совет Союзĕн Геройĕ П.Машеров, ВЛКСМ Тĕп Комитечĕн пĕрремĕш секретарĕ Е.Тяжельников тата «Орленок» çарпа спорт вăййисен командующийĕ Г.Береговой космонавт ăшшăн саламларĕç.

Финалăн виççĕмĕш кунĕнче Çĕрпÿри çамрăк армеецсем ăмăртнине Георгий Тимофеевичпа пĕрле Совет Союзĕн Геройĕ, çĕршыври чи паллă летчицăсенчен пĕри М.Чечнева сăнарĕ. Г.Береговой çавăн чухне Марина Павловнăна çапла каларĕ: «Андриян Григорьевичăн ентешĕсем вĕсем. Маттур, лайăх ăмăртаççĕ!»

Георгий Тимофеевич 1921 çулхи апрелĕн 15-мĕшĕнче Украинăри Полтава облаçĕнчи Федоровка ялĕнче çуралса ÿснĕ. Эппин, çак кунсенче вăл 90 çул тултармаллаччĕ. Г.Береговой çинчен мана Андриян Григорьевич нумай каласа панă.

«60-мĕш çулсенче Георгий Тимофеевич пирĕн космонавтсен отрядĕнче хĕрĕхрен иртнĕ пĕртен-пĕр летчикчĕ. Вăл 1938 çултах Луганскри çар летчикĕсен ятарлă шкулне пĕтернĕ, Тăван çĕршывăн аслă вăрçи пуçлансан фашистсене штурмлакан авиаци полкĕнче çапăçма пуçланă. Хăюллă та харсăр гварди капитанĕ Береговой 1947 çулхи октябрьте Совет Союзĕн Геройĕ пулса тăнă. Мирлĕ вăхăтра Георгий Тимофеевич тĕрлĕ йышши МиГ, Ла, Як, Ту самолетсене тÿпене çĕклесе вĕçевĕсене сăнанă. Космонавтсен отрядне лексен Береговойпа эпир çывăх юлташсем пулса тăтăмăр», – çапла пĕлтернĕччĕ пире А.Николаев.

П.Сидоров.

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика