...Пучинке вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн эпĕ ял хуçалăх ĕçĕн специалисчĕ пулас ĕмĕтпе хавхалантăм. Манăн хама тирпейлĕхпе перекетлĕхе тĕпе хуракан, пусран тенкĕ тума вĕрентекен экономистра курас килетчĕ. Чăваш ял хуçалăх институтĕнче вара çав специалиста хатĕрлекен факультет çукки тарăн шухăша ячĕ.
Манăн кулянăва «Красный партизан» колхоз ертÿçи Матвей Анисимович Ятманов асăрханă-мĕн, вăл, пирĕн пата «вăтăр пинлисен» шучĕпе Муркаш тăрăхĕнчен килнĕскер, пĕррехинче хăйĕн ĕç пÿлĕмне калаçса ларма чĕнчĕ. Сăмах манăн малашлăх патне те çитрĕ. «Эсĕ экономист пуласшăн тенине илтрĕм-ха эпĕ, - ывăлĕпе калаçнă пек тытма тăрăшрĕ Матвей Анисимович. - Аван, ырлатăп шухăшна. Дипломлă пулсан хамăрăн хуçалăха таврăнăн». Ăна хăш института кайни шанчăклăрах пуласси пирки систертĕм. Ятманов пĕлнĕ-ха республикăн тĕп хулинчи ял хуçалăх институтĕнче унашкал уйрăм çуккине. «Ниçта та мар, Саратова.... Унти институтра экономика факультечĕ пур. Çитменнине, хамăртан аякра мар. Тата Саратовра пĕрремĕш космонавт Юрий Гагарин вĕреннĕ! Кунти индустри техникумĕ ăна пурнăç çулĕ çине тухма путевка панă. Санăн кун-çулун кĕнекинчи пĕрремĕш страницăсем Атăл хĕрринчи çак хуларан пуçланччăр!»
Пил вырăннех йышăннă эпĕ ун чухне ял хуçалăх ĕçĕн ăста ертÿçи каланă сăмахсене. Алла аттестат илнĕ тапхăрта пирĕн ÿсĕмри яш-кĕрĕм чĕлхи çинче пĕр ят кăначчĕ: Юрий Гагарин! «Тĕнчери пĕрремĕш космонавта Саратов кăмăлтан йышăннă пулсан, мана, чăваш ачине, хирĕç пулмĕ-ха, - çак ĕмĕтпе хавхаланса Саратова çул тытрăм. Телейĕм çумрах пулчĕ: экзаменсене ăнăçлă тытнă хыççăн эпĕ те студентсен йышне кĕтĕм. Преподавательсен лекцийĕсене кăсăкланса итлеттĕмĕр, пушă вăхăт тупăнсан хулари паллă вырăнсемпе паллашма васкаттăмăр. Леонид Собинов ячĕллĕ консерватори умĕнчен те пĕрре кăна мар иртнĕ, вăл юрланă театр çурчĕ тĕлĕнче те темĕнччен тăнă. Пирĕн институтран инçех те мар вырнаçнă индустри техникумне вара темиçе те кĕрсе курнă, Юрий Гагарин вĕреннĕ класра пулнă.
Юрий Алексеевич хăй вĕреннĕ индустри техникумĕн преподавателĕсемпе студенчĕсем патне тĕнче уçлăхне кайса килнĕ хыççăн тепĕр темиçе уйăхранах çитме пулни çинчен пĕлсен эпир канăçа çухатрăмăр. Юлашкинчен хăçан килсе çитесси те паллă пулчĕ. Чаплă уяв пек кĕтме пуçларăмăр çав куна. Пĕрремĕш космонавт ăçта тата кампа тĕл пулассине палăртса хатĕрленĕ ятарлă программа пулман пирĕн алăсенче. Анчах студентсен сисĕм-туйăмĕ çивĕч пулчĕ: Юрий Гагаринăн çул çÿревĕ шăп та лăп индустри техникумĕ умĕнчи лапамран пуçланчĕ те. Вăл пĕччен килмен, хăйĕн мăшăрне, Валентина Ивановнăна та, илнĕ иккен. Лапам пин-пин çынна мĕнле шăнăçтарчĕ-ши? Хула çыннисем кăна мар, çывăхри ялсемпе поселоксенче пурăнакансем те питĕ йышлă. Гагаринпа мăшăрĕ ларса пыракан «Волга» /ăна пĕтĕмпех чĕрĕ чечексем хупласа илнĕччĕ/ палăртнă çĕре çитсен чарăнчĕ. Хаклă хăнасене облаçа, хулана ертсе пыракансем ăшшăн саламларĕç, тĕнче уçлăхĕнче 108 минут пулнă мухтавлă вĕçевçĕ ячĕпе ытти çынсем те тухса калаçрĕç. Сывлăшра: «Юра! Гагарин! Мухтав!» сăмахсем илтĕнсе тăчĕç. Пĕрремĕш космонавт хăйĕн сăмахĕнче лапама килнĕ халăха пĕтĕм чунтан тав турĕ, индустри техникумĕнче ĕçлекенсене вара «çăлтăр çыххиллĕ» салам каларĕ, çĕр-шыв валли ăста кадрсем хатĕрлес енĕпе пысăк çитĕнÿсем тума ырлăх-сывлăх сунчĕ.
Общежитирен тухас умĕн комендант Гагарин сăн ÿкерчĕкне пĕрле илме сĕнчĕ. «Автограф илме ан манăр, - астутарчĕ вăл. - Эсир унăн сăнне тăсса тăнине курсан вăл хăех сирĕн пата пырĕ». Анчах комендант калани тÿрре тухмарĕ. Каккуй çывăха пыма! Пурте космонавта алă парасшăн. Ăна ик-виçĕ сăмах та пулин хушасшăн. Эпĕ темĕн пек тапаçлансан та хаклă хăна çывăхне пырса тăраймарăм. Куншăн вара нимĕн чухлĕ те кулянмарăм. Пурăннă чухнех легендăна кĕрсе юлма тивĕçлĕ çынна çывăхран курни те, унăн сăмахĕсене илтме тÿр килни те - маншăн калама çук пысăк телей. Космос паттăрĕн мухтавлă ĕçĕпе хавхаланса пенсие тухичченех экономист тивĕçне чыслăн пурнăçа кĕртнине палăртма уйрăмах кăмăллă.