Чувашская республика
Официальный портал органов власти
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Уважаемый пользователь.

Данный сайт обновлен и вы находитесь на устаревшей версии. Чтобы просмотреть актуальную информацию, перейдите на новую версию сайта http://www.cap.ru/. Данная версия будет закрыта в ближайшее время. 

Спасибо за понимание.

2011.04.12 «Вăл питĕ сăпайлăччĕ» (Хыпар)

В.КОШКИН-КЕРВЕН калаçнă


 

Истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ Л.Я.Тянгов - Шупашкарти коопераци институчĕн доценчĕ. Вăл комсомол обкомĕн секретарĕнче ĕçленĕ чухне те, кайран та А.Г.Николаев космонавтпа час-часах тĕл пулнă. Л.Я.Тянговпа çавсене аса илсе калаçрăмăр.

- Леонид Яковлевич, институтра космонавтăмăрăн 80 çулхи юбилейне паллă тунă каçра эсир сăмах каларăр. Ас тăватăп-ха, студентсем питĕ тимлĕн итлерĕç, ыйту нумай пачĕç.

- Мухтанать тесе ан шухăшлăр: Андриян Григорьевича эпĕ чаплă банкетсемпе мунчасем таранах пĕлнĕ, унпа пĕрле çÿренĕ. Уявсенче те, стройкăсенче те. Мускава пырас-тăвас пулсан яланах чĕнетчĕ. Питĕ туслăччĕ малтанхи космонавтсем. Яланах пĕрлеччĕ. «Эсир тăвансем пулĕ. Икĕ чăваша куратăп та - сăпай та ĕçчен пĕтĕм тăван халăхăр куç умне тухса тăрать», - тетчĕ Алексей Леонов.

- Андриян Николаев пирки нумай каланă, çырнă. Мĕн ытларах асра юлнă?

- Вăл чăн-чăнах сăпай пулни. Амăшне хытă юрататчĕ. Тĕлĕнмелле, иккĕшĕ те пĕр кун - авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче çуралнă. Çавăнпа та çав куна пĕрле ирттерме тăрăшатчĕç. Вăл ăçти çĕр-шывра кăна пулман, мĕн чухлĕ паллă çын ăна йышăнман, мухтав сăмахĕ каламан - ентешĕмĕр нихçан та хăйне мăнна хуман.

- Эсир пăшăрхантаракан сăлтавсем пирки те калаçнах ĕнтĕ.

- Ентешсене питĕ пулăшасшăнччĕ, ăнăçушăн питĕ савăнатчĕ. Депутат пулнă май Чăваш Еншĕн усăллă ĕç нумай турĕ вăл. Экономикăна аталантарма пайтах вăй хунă. Пулăшу кĕтсе илме, тĕрĕслĕх тупма питĕ кансĕр чухне унран ыйтнă. Çырупа та, сăмахпа та. Çав вăхăтрах тарăхтаракан сăлтав пирки те калатчĕ. Чăвашсен хушшинче кĕвĕç чунлисем час-часах тупăнни кăмăлне хуçатчĕ. Сăмахран, пĕри теприне куç умĕнче мухтать-ха, кăштах айккине пăрăнсанах ун пирки усал сăмах пăшăлтатнине юратмастчĕ вăл. Хăш-пĕр облаçпа республикăран халĕчченех пĕр космонавт та тухман-ха. Пирĕн вара - виççĕ. Николай Бударинпа Муса Манаров Андриян Григорьевича яланах ырăпа аса илеççĕ.

- Андриян Николаев вĕçевĕ культурăна та çĕклеме пулăшнă...

- Ун пирки нумай калама пулать. Пурте пĕлетпĕр: мĕн чухлĕ сăвă-поэма, юрă-кĕвĕ, картина çырнă пирĕн поэтсем, композиторсем, художниксем. Чăвашсем çеç мар. Каласа та пĕтереймĕн. 1983 тата 1985 çулсенче пирĕн патра «Çĕр пин юрă çĕр-шывĕнче» ятпа музыка фестивалĕ иртрĕ. Тĕнчипе чапа тухнă артистсем те хутшăнчĕç. Халăхсен ташшисен ансамблĕ те виçĕ кун пулчĕ кунта. Шухăшласа пăхăр-ха, ăна таçта та чăтăмсăр кĕтнĕ. Ертÿçине, Игорь Моисеева, ÿкĕте кĕртме çăмăл пулнă-и? «Артистсем ывăннă, кĕçех Америкăна тухса каймалла», - тенĕ вăл. Анчах Андриян Григорьевичăн кăмăлне хăварма пултарайман. «Игорь Моисеев ансамблĕ Америкăна Шупашкар урлă кайнă», - çырчĕ ун чухне хаçат-журнал. Людмила Зыкина хăйĕн асамлă юррисемпе савăнтарни мĕне тăрать. Космонавтăмăра юратнă, хисепленĕ пĕтĕм халăх. Сăпай çыннăн сăмахне шута илсе пурăннă.

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика