Чувашская республика
Официальный портал органов власти
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Уважаемый пользователь.

Данный сайт обновлен и вы находитесь на устаревшей версии. Чтобы просмотреть актуальную информацию, перейдите на новую версию сайта http://www.cap.ru/. Данная версия будет закрыта в ближайшее время. 

Спасибо за понимание.

2011.04.12 Тивĕçлĕ вырăнне йышăнтăр (Хыпар)

Юрий СТЕПАНОВ


 

Пирĕншĕн, чăвашсемшĕн, Андриян Николаев чăннипех те чăн-чăн Çăлтăр. Вăл тĕнче уçлăхне икĕ хут кайса килнĕрен çеç мар, урăх сăлтавпа та çак ята тивĕç: унăн вĕçевĕ пĕтĕм тĕнчене чăваш çине урăхла пăхтарма пуçланă. Чăвашлăхшăн тунă ырă, пуçаруллă ĕçсен, халăхсен хушшинчи ăш пиллĕ çыхăну-хутшăнусен элчи пулнă-çке вăл. Шел, çакна халĕ пĕтĕмпех иртнĕ вăхăтпа калама тивет: сумлă, хаклă çыннăмăр пирĕн хушăмăрта çук - хăй çуралнă, чунĕнче яланах асра тытнă тăван кĕтесĕнче яланлăхах канăç тупрĕ.

Чăваш тĕнчи уçлăх паттăрне пуç тайма хатĕрленет: Шупашкарта кĕçех Андриян Григорьевичăн сумлă палăкĕ пулĕ. Ун пирки пирĕн вулакансем хăйсен шухăшне-сĕнĕвне пĕлтерме кăмăл турĕç.

Эрик Васильев, полковник, Байконур космодромĕн ветеранĕ, Мускав хули:

- Тĕнче уçлăхне малтан парăнтарнă космонавтсем мана тĕлĕнтермĕш, юмахри çынсем евĕр туйăнатчĕç. Кашни савăнăçлă хыпар чуна пăлхатса çĕнĕ савăнăçпа тултаратчĕ: «Паян, Мускав вăхăчĕпе...» Шăпа хăçан та пулин пурнăçăма тĕнче уçлăхне тĕпчессипе çыхăнтарасса ĕмĕтленме мар, шухăшлама та пултарайман. Офицер хĕсмечĕ мана, Вăрнар районĕнчи Мăн Явăш каччине, Казахстанри Тюра-там тăрăхне илсе çитерчĕ. Чылай космонавт тĕнче уçлăхне парăнтарнинче манăн сăпайлă тÿпе пуррипе мăнаçланатăп.

Улăпсем те пирĕнтен уйрăлса каяççĕ. Андриян Григорьевич та вĕсен шутĕнчен. Унăн ячĕ кашни çын асĕнче çăлтăрсем патне çул уçнă пирвайхи Улăп сăнарĕ пек упранĕ. Чăваш Енĕн тĕп хулинче мухтавлă халăхăн мухтавлă ывăлне сума суса палăк лартма йышăнни хăех сăваплă ĕç. Ăна мĕнле калăпласси тата ăçта вырнаçтарасси пирки «Палăк ентешĕмĕре тивĕç пултăрччĕ» статьяра эсир питĕ вырăнлă каланă. Манăн шухăшпа та Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкара çыхăнтаракан çула «Космонавтсен проспекчĕ» ят памалла. Чăвашла та ытарлă-сăнарлă каланăччĕ: Уçлăх Уçакансен Уничи! Мăнаçланмалла янăрать. Шăпах çав проспектра вырăн йышăнмалла пирĕн сумлă Андриянăмăр. Унăн çуралнă кĕтесĕпе те - Шуршăлпа - çыхăнтарать вăл. Çак сĕнÿшĕн эпĕ икĕ алăпах сасăланă пулăттăм.

Вячеслав Николаев, район хаçачĕн тĕп редакторĕ, Вăрнар поселокĕ:

- Çак пуçарушăн «Хыпар» хаçатри ĕçтешĕмсен ячĕпе ырă сăмах каламасăр хăварассăм килмест. Ку темăпа çырнă статьясене сăнасах, вĕсемпе тĕплĕн паллашсах тăратăп. Ытти массăллă информаци хатĕрĕсем темшĕн-çке унран пăрăннă пек туйăнать. Пирĕн пурин те пĕр пулса, халăх шухăшне тĕпе хурса татса памалла çак ыйтăва. Республикăри пенсионерсен обществипе пĕрлех ытти общество организацийĕн, культура ĕçченĕсен, çыравçăсен /пурне те асăнмăпăр/ пĕрлĕхĕсен хăйсен шухăшне пĕлтермеллех. Пĕр тĕллевпе кĕрешмелле - палăк ентешĕмĕре чăннипех тивĕç пултăрччĕ.

Ăна ăçта вырнаçтарасси - çивĕч ыйту. Çакна валли хулара, тĕрлĕ парк та, сквер та, урам та тупма пулать. Малашлăха тĕпе хурса шухăшласассăн монумента эпĕ «Хыпар» сĕнекен, Эрик Васильевич ентешĕме килĕшекен вырăнта, «Космонавтсен проспектĕнчи» /ун пек ятлă, анлă, илемлĕ урам пулатех шĕкĕр хуламăрта, ун пирки нимĕн чухлĕ те иккĕленместĕп/ скверта вырнаçтармалла. Ячĕ те аван, вырăнĕ те юрăхлă.

Палăкра Андриян тĕнчи палăртăр. Пире пĕр пеклĕх кирлĕ мар. Гагарин та, Титов та, Николаев та, ыттисем те - космонавтсем. Анчах вĕсем - кашни хăй уйрăм çын. Çав çыннăн уйрăмлăхĕ палăрмасан, унăн паттăрлăхне кăтартаймасан çавăн пек ĕçсене палăк комиссийĕн шелсĕр сирмелле. Пĕр тапхăрпа иртекен тупăшура палăртаймарăмăр тăк иккĕмĕш пултăр, виççĕмĕшне куçтăр. Тивĕçли çеç хăйĕн вырăнне йышăнтăр.

Юрий Степанов, Красноармейски районĕнчи Упи ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:

- Палăк макечĕ хатĕр пулмасăр, вăл тĕрлĕ хаклавпа тĕрĕслев витĕр тухмасăр ăна кăçалхи çурла уйăхĕнче вырнаçтарма палăртни, манăн шухăшпа, васкаса тунă йышăну пек туйăнать. Кăçал Раççейре те, Чăваш Республикинче те Космонавтика çулталăкĕ пулнине палăртнă: Совет Союзĕ хăйĕн паттăр ывăлне Юрий Гагарина тĕнче уçлăхне парăнтарма ăсатнăранпа 50 çул çитет. Чăвашсемшĕн вара çитес çул уйрăмах паллă - çурла уйăхĕн варринче пирĕн ентеш çăлтăрсемпе пуçласа чăвашла пупленĕренпе çур ĕмĕр çитет. Палăк уçассине çак пулăмпа çыхăнтарни витĕмлĕрех те, паллăрах та, пĕлтерĕшлĕрех пулĕччĕ. Çавăнпа та пулас палăк макетне тĕплĕн суйласа илме, вырăнне палăртма кăштах вăхăт пур. Васкаса тунă ĕç мĕнле килсе тухассине халăх тахçанах тĕрĕс каланă. Çакна асра тытасчĕ.

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика