Чувашская республика
Официальный портал органов власти
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Уважаемый пользователь.

Данный сайт обновлен и вы находитесь на устаревшей версии. Чтобы просмотреть актуальную информацию, перейдите на новую версию сайта http://www.cap.ru/. Данная версия будет закрыта в ближайшее время. 

Спасибо за понимание.

2011.04.12 Тĕнчене тĕлĕнтернĕ 108 минут (Хыпар)

Порфирий АФАНАСЬЕВ,


 

Иртсе кайнă çирĕммĕш ĕмĕрте тĕлĕнмелле пулăм сахал мар сике-сике тухрĕ - этемлĕхе чăтма çук инкек кăтартнисем те, чуна шăнăçайми савăнăç кÿнисем те. Чи пархатарлă вăхăт, ман шухăшпа, халăх, вăрçă суранĕсенчен сипленсе ура çине çирĕппĕн тăма пуçланă 50-60-мĕш çулсенчи тапхăр пулчĕ. Çав çулсенче ĕнтĕ çĕр-шывра нумай-нумай заводпа фабрика, гидростанци, çĕнĕ хула ÿсе-

ÿсе ларчĕ, инженери çитĕнĕвĕсем ĕç çыннисен пурнăçне тĕрлĕ йышши машинăпа, механизмпа çăмăллатмалли май туса пачĕ, наукăпа техника чăннипех те улăпла утăмсемпе малалла кайрĕ.

Пирĕншĕн, вăрçă умĕн е ун вăхăтĕнче çуралнă ачасемшĕн, шкула çÿренĕ çулсен кашни кунĕ тенĕ пекех мĕнле те пулин çĕнĕлĕхпе палăрса юлатчĕ. Акă ялта пурăнакан пĕр-пĕр çын халĕччен нихçан курман-илтмен детекторлă радиоприемник туяннă, картишĕнчех икĕ вăрăм кашта лартса антенна карса хунă та наушник тăхăнса Мускав хыпарĕсене итлесе ларать... Тепри таçтан фотоаппарат илсе килнĕ, шалт та шалт тутарать пире, ачасене, кашни ÿкерчĕкĕшĕн самаях укçа сăптăрать... Виççĕмĕшне ашшĕ-амăшĕ велосипед илсе панă - вăт лĕпĕстетет вара çав тĕлĕнтермĕш хыççăн пĕтĕм ял вĕт-шакăрĕ тусан кăларса...

Çиччĕмĕш класс пĕтерсен Çĕнĕ Йĕлмел вăтам шкулне Хусанти педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă Михаил Петрович Михеев физик-математик килчĕ. Пирĕнтен сакăр çухрăмри Вăтăр Юман Керемет ялĕнчен хăй, хăмла кашти пек тÿп-тÿрĕ те вăрăмскер. Вăлах астрономи предметне те вĕрентме пуçларĕ. Хăйпе пĕрле хуларан революцичченех кăларнă телескоп та илсе килнĕ. Çĕр çывăрмасăр çăлтăрсене, планетăсене, уйăха сăнаттăмăр вара çав телескоппа. Çав-çав çăлтăр е планета хăш вăхăтра тата хăш тĕлте пулнине вĕренсе çитрĕмĕр.

Часах, 1957 çулхи юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче, Совет Союзĕнче пĕрремĕш спутнике вĕçтерсе янă хыççăн канăçа пачах çухатрăмăр. Çав мăч-мăч çуталса-сÿнсе вĕçекен «çăлтăр» траекторине, вăл хăш вăхăтра тата хăш облаçсемпе республикăсем урлă иртессине радио малтанах пĕлтерсе хуратчĕ. Эпир вара ăна кĕтсе илме, çăварсене карса пăрахса «ура!» кăшкăрма ялĕпех тухаттăмăр. Мĕн тери пысăк савăнăç пулнă пирĕн чĕрере! Хамăрăн çутă ăслă ученăйсемшĕн, совет наукин чаплă çитĕнĕвĕшĕн хĕпĕртенĕ эпир.

- Нумай та вăхăт иртмĕ, кĕçех акă тĕнче уçлăхне этем вĕçсе тухĕ те тĕрĕс-тĕкелех çĕр çине анса ларĕ, - тетчĕ пире ырă учитель Константин Циолковскин асамлă ĕмĕчĕсене аса илтерсе.

Чăн та, Çĕрĕн малтанхи искусствăлла спутникĕсене ăнăçлă вĕçтерсе янă хыççăн С.П.Королев академик ертсе пыракан ученăйсемпе конструкторсен ушкăнĕ малашне çын тытса пыракан космос карапĕсем вĕçтерес ыйтăва татса пама тĕллев лартнă иккен. Анчах ăна пурнăçлама нумай-нумай тĕрĕслев витĕр тухмалла пулнă. Космос вĕçевĕсене Лайка, Белка, Стрелка, Чернушка, Звездочка ятлă йытăсем, кроликсем, шурă шăшисем кайса килнĕ хыççăн, тĕнче уçлăхĕнчи йывăрлăхсене этем организмĕ те çĕнтерме пултарасса çирĕп ĕненсе çитсен пулас космонавтсен пĕрремĕш ушкăнне йĕркелес ĕçе пуçăннă.

1959 çул вĕçĕнче Совет Правительстви Мускавран инçех мар космонавтсем хатĕрлекен Центр йĕркелеме йышăннă. Каярах мана кунта 1961 çулхи нарăс уйăхĕнчен пуçласах техник-сăнавçăра ĕçленĕ, пурăна киле инженер-подполковнике çитнĕ хамăн ентеш, тахçан пирĕн ялта учительте ĕçленĕ Илья Петрович Тявин каласа панă тăрăх, çак Центра йĕркелекен çынсем умне тÿрех темиçе ыйту тухса тăнă: космоса мĕнле професси çыннисем вĕçсе кайма пултараççĕ? Космонавт пулас текен çынна мĕнле пахалăхсем кирлĕ? Тĕнче уçлăхĕнче вĕçме вĕсене еплерех хатĕрлемелле?..

Вун-вун профессие «шĕкĕлчесе» тухнă хыççăн çакăн пек шухăш патне пырса тухнă: космосăн пĕрремĕш карапĕсене çар летчик-истребителĕсем тытса пымалла. Мĕншĕн-ха? Акă мĕншĕн. Малтанхи карапсене пĕр вырăнлă проектласа хунă, летчик-истребительсем те пĕчченшерĕн вĕçеççĕ. Вĕсем пуринчен те çÿлерех, пуринчен те хăвăртрах вĕçсе, хăйсен ĕçĕнче тĕрлĕ йывăрлăха, çав шутра вăхăтлăх йывăрăш çухалнине те, чăтса курнă. Вĕсем хăрушлăх мĕнне аван пĕлеççĕ, кĕтмен лару-тăрура çухалса каймаççĕ, кĕске вăхăтрах чи тĕрĕс мелсем шыраса тупма пултараççĕ.

Пĕрремĕш вĕçеве хатĕрлемелли малтанхи кандидатсене суйласа илме авиацин тĕп маршалне К.А.Вершинина шаннă. Çак ĕçре, каярах вара космонавтсене вĕçеве хатĕрлес тĕлĕшпе те, ăна Совет Союзĕн чи малтанхи Геройĕсенчен пĕри Н.П.Каманин генерал-полковник тата унăн çывăх юлташĕсем Л.И.Гореглядпа В.Л.Клоков, СССР Авиаци промышленноçĕн министрĕ, Тутарстанти Çĕпрел районĕнчи чăваш ялĕнче Упире çуралса ÿснĕ П.В.Дементьев тата ыттисем пулăшнă. Центрăн пĕрремĕш пуçлăхĕ пулма вара медицина наукисен кандидатне, унччен летчик пулнă Е.А.Карпова çирĕплетнĕ.

Çапла Мускавран хĕрĕх çухрăмри лăпкă та илемлĕ вăрманта çĕнĕ хула - халĕ эпир ăна Çултăр хули тетпĕр - никĕсленме тытăннă. Унта тĕнче уçлăхне «парăнтарма» кăмăл тунă пĕрремĕш çынсене илсе пынă. Çирĕмĕн пулнă вĕсем, çав хăюллă та вăйлă çамрăксем - çар летчикĕсем: Юрий Гагарин, Герман Титов, Андриян Николаев, Павел Попович, Валерий Быковский, Борис Волынов, Георгий Шонин, Алексей Леонов, Виктор Горбатко, Марс Рафиков, Иван Аникеев, Евгений Хрунов тата ыттисем.

Инженери пайĕн сотрудникĕсем /техник-тĕрĕслевçĕсем/ пулас космонавтсене тĕрлĕ йышши хатĕрсем /стендсем/ çинче ĕçлеме хăнăхтарнă. Вĕсен тĕллевĕ вĕçме хатĕрленекенсене вĕçев условийĕсемпе çывăх тăракан лару-тăрура ĕçлеме вĕрентесси пулнă. Çавна валли чупакан çул, онгокинетика барабанĕ, ротор, силленсе тăракан платформа туса панă. «Восток» вĕренÿ карапĕ те пулнă вĕсен. Унта пулас космонавтсем карапа алăпа тытса пыма, радиоçыхăну йĕркелеме, наукăра тĕрлĕ сăнав тума, борт журналне мĕн-мĕн çырса хумаллине вĕреннĕ.

...1961 çулхи савăк çуркунне килсе çитрĕ. Ака уйăхĕн 12-мĕшĕ. Юн кун.

Эпĕ Сулахай Булак урамĕнче вырнаçнă педагогика институчĕн пĕрремĕш курсĕнче вĕренетĕп. Яланхи пекех лекцисем пыраççĕ. Кăнтăрла çитеспе, тăхтава тухма шăнкăрав пуличченех, коридорта питĕ хыттăн: «Ур-ра! Космосра - этем! Космосра - совет çынни!!!» тесе кăшкăрни янăраса кайрĕ. Ним ăнланаймасăр унталла-кунталла пăхкалатпăр. Тепĕр самантран пĕр сасă çеç мар, ушкăн шăв-шавĕ илтĕне пуçларĕ: «Ур-ра! Космосра - çĕнтерÿ! Пăрахăр вĕренме! Га-га-рин!..» пĕтĕм çурта кисретсе янрашаççĕ тулта. Ăнланаймастпăр-ха: те «Гагарин», те «татарин» теççĕ хăйсем.

Тухрăмăр сиксе вăтăр пилĕк çын таран. Мĕн пулнă? Акă виçĕ-тăватă çамрăк тин кăна аялти хутри деканатран чупса хăпарнă, пĕрне-пĕри пÿлсе пире кĕтмен хыпар пĕлтереççĕ:

- Радио тин кăна Мускавран ТАСС хыпарне пĕлтерчĕ. Космосра - совет çынни... Тĕрĕссипе... вăл таврăннă ĕнтĕ... Ăнăçлă анса ларнă... Космонавчĕ - майор... Ăна Юрий Гагарин тесе чĕнеççĕ... Вăт çапла...

- Ура-а-а! - савăнăçа пытармасăр пĕтĕм вăйран кăшкăрса ятăмăр эпир те, вара пĕр-пĕрне ыталама, саламлама тытăнтăмăр.

Мана çак кĕске хыпар кăна тивĕçтермерĕ-ха. Ăçтан вăл, кам вăл, ăçтан вĕçсе хăпарнă, ăçта анса ларнă? Миçе хут çаврăннă Çĕр йĕри-тавра? Астрономин çĕрлехи урокĕсем йĕр хăварнах ĕнтĕ ман пуçăмра. Çавăн çинчен шухăшларăм та тÿрех кунтан инçех те мар вырнаçнă Пичет çуртне, Бауман урамне, «Ленин ялавĕ» хаçат редакцине тапса сикрĕм.

Чăнах иккен! Телетайп лентисем ТАСС пĕлтернин тексчĕсене умлăн-хыçлăн кăларса тăраççĕ. Унсăр пуçне кашни пÿлĕмрех радио калаçать, хаçат сотрудникĕсем дикторăн кашни сăмахне хăлха тăратсах итлеççĕ. Историлле хыпара Юрий Левитан диктор темиçе хут та калать. Унăн сасси янравлă та сумлă, ÿт тăрăх тăр-тăр чĕтретекен хум чупса каять. Ара, çапла пулмалла та, ан тив, пĕлтĕр пĕтĕм тĕнче пирĕн çĕр-шыв мĕнлерех чаплă çĕнтерÿ тунине!

Пÿлĕме васкаса пырса кĕнĕ Николай Кириллович Демидов тĕп редактор мана асăрхарĕ, тÿрех хул пуççирен лăпкаса илчĕ.

- Ну, поэт, саламлатăп сана чаплă уяв ячĕпе, - терĕ вăл. - Ĕнтĕ мĕн тумалла пулать тетĕн-ха?

- Савăнмалла, хĕпĕртемелле, Николай Кириллович, - терĕм ăна, ним тавăрма аптраса.

- Тĕрĕс каларăн - савăнмалла. Анчах пĕччен мар. Ку вăл пĕтĕм çĕр-шыв, пĕтĕм тĕнче савăнăçĕ. Эппин, вулакансене те çав савăнăçа туллин туйса илме пулăшмалла. Хисеплĕ те пархатарлă ĕç хушатăп сана, хăть çурăлса кай, анчах ыран тăхăр сехет тĕлне çакăнта питĕ хитре сăвă килсе пар, - командир пек куçран тÿррĕн пăхса, аллăма хыттăн чăмăртаса ăсатса ячĕ мана тĕп редактор, вăрçă ветеранĕ.

- Илсе килетĕп, - терĕм эпĕ. - Паллах, илсе килетĕп. Кунĕ мĕнлерех те...

Акă вăл, «Ленин ялавĕнче» шăп аллă çул каярах пичетленнĕ сăвă.

Паянхи Прометей

Савăнăç! Телей ку! Çут хыпар ку!

Пытарас-и пысăк хаваса? -

Космоса совет çынни хăпарчĕ,

Космоса - пĕрремĕш рейс туса.

Çĕнтерÿ каллех, çĕр-шывăм, санăн,

Эс пуçларăн çĕнĕ эрăна -

Уйăх леш енне малтан сăнарăн,

Ятăн кучченеç Венерăна.

Ĕнтĕ пур фантазийĕ Жюль Вернăн,

Циолковскин çут тĕллевĕсем

Çак çуркуннерен чăн пулчĕç мар-и,

Тулчĕç мар-и чăрсăр ĕмĕтсем?!

Чаплă çуркуннен хитре хыпарĕ

Асран тухмĕ, сÿнмĕ ĕмĕрне, -

Юрий Алексеевич Гагарин

Тĕлĕнтерчĕ пĕтĕм тĕнчене!

Грек халапĕн чăрсăр Прометейĕ

Турăсен вутне вăрланă чух

Тĕлĕннĕ тет халăх: «Кам çитейĕ

Çÿлти вут патне? Ун пек çын çук!»

Акă халь каласчĕ: «Йăнăшатăр! -

Пур çав вут патне çитекенни, -

Сирĕн Прометейĕртен те паттăр

Йăл-йăл кулакан совет çынни!»


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика